Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Повесть
(Малалли. Пуçламăшĕ 10-11-мĕш номерсенче.)
Прокопьев капитан чаçĕ пĕррехинче тыткăна çакланчĕ. Сăлтавĕ штаб командованийĕ нимĕçсене сутăннинче пулчĕ.
Йĕри-тавра йĕплĕ пралукпа карса илнĕ концлагерь. Хĕвел урисем кĕме юрăхлă хушăксемлĕ бараксем. Кашнинчех - çĕршер ытла тыткăна илнĕ совет салтакĕ. Çĕрĕн-кунĕн йытă вĕрнĕ, автоматсем шăтăртатнă сасă янăраса тăрать.
Сантăр вилнисене машинасем çине тиесе крематорие илсе каякан ушкăна çакланчĕ. Кăштах йăнăш утăм тусанах – пурнăçпа сывпуллашма та ĕлкĕреймĕн. Вилнисен хушшинче чунĕсем тухса ĕлкĕрейменнисем те чылай. Хăш-пĕр чухне вĕсем Сантăр çине шăтарасла пăхса пулăшу кĕтеççĕ. Çук, нимĕнле майпа та пулăшу аллине параймастăн. Сантăр куççуль юхтарсах вĕсене крематори кăмакине пăрахать. Хăранипе çĕр каçа темиçе хутчен вăранса кайса хыттăн кăшкăрса ярать…
Пĕррехинче Сантăрсен ушкăнне концлагерь тулашне шăтăк чавма илсе кайрĕç. Çăлăнма шанчăк пур чи меллĕ самант! Мĕнле пулсан та тарма тăрăшмалла!
Шăтăк чавнă вăхăтра концлагерь çийĕпе самолётсем вĕçме тытăнаççĕ. Сантăр лайăхрах сăнаса пăхрĕ те – Совет Çарĕн бомба пăрахакан самолёчĕсем пулнине туйса илчĕ. «Турăçăм! Пирĕннисем! Листовка пăрахаççĕ!» - чунĕнче савăннипе кăшкăрчĕ капитан.
Листовкăсем çине тыткăнрисене кăштах чăтма, кĕçех хăтарма килмеллине пĕлтерсе çырнă. Шăтăк чавакансем пĕрин хыççăн тепри ĕçлеме пăрахса листовкăсене лĕпĕшсене хăваланă пек тытма тытăнаççĕ. Анчах тăнă-тăманах автоматсенчен кăларнă пульăсем тивнипе çĕре ӳкеççĕ. Çак пăлхану вăхăтĕнче Сантăрпа тыткăнри икĕ çын айккинелле сиксе ӳкеççĕ. Телее – çумрах вăрман. Ытла хытă пăлханнăран, ыттисене автоматпа пенĕ вăхăтра виçĕ чун вăрман ытамне çакланаççĕ…
Мĕскĕнсем виçĕ талăк пĕр йывăç хыçĕнчен теприн патне хырăмпа шурĕç. Ăçталла куçнине тавçăрса илмесĕрех малалла талпăнчĕç.
Кĕрхи вăрманта çырла, кăмпа таврашĕ тупса тăранкаласа пурăнчĕç. Тин çеç çумăр çуса кӳлленнĕ вырăнсенче ĕçес килнине пĕтерчĕç.
- Кăштах тăхтав вăхăчĕ туса канса илер-ха. Хыçалтан хăвалани те палăрмасть, - терĕ ассăн сывласа Сантăр. – Паллашар-ха, эпĕ – Александр Прокопьев. Çар званийĕпе – капитан. Тутар Республикин чăвашĕ.
- Эпĕ – Семён Кедров, ахаль салтак, Псковран…
- Эпĕ – Роман Сидоров, Тамбовран, фельдшер…
- Апла пулсан çарти йĕркепе эпĕ аслăраххи пулатăп. Сирĕншĕн – командир. Килĕшетĕр-и?
- Мĕн калаçмалли, мĕн тумаллине калăр… - пулчĕ çĕнĕ юлташсен хуравĕ.
Салтаксем тата виçĕ кун утрĕç. Тĕрĕссипе – шурĕç. Вăйсăрланса çитнĕскерсем аран-аран тытăнса тăчĕç. Юрать-ха, çул çинче вилнĕ лаша тушки тĕл пулчĕ.
Вĕсем ăна, шăршланма тата хуртланма тытăннăскере, çĕмĕрĕлнĕ эрех кĕленчи мăйĕпе каскаласа кăлпасси вырăнне хурсах çирĕç. Кайран пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек хăсрĕç. Тăнĕсене çухатрĕç…
Тепĕр кунĕ таркăнсем çар лазаретĕнче вăранса кайрĕç. Вĕсемшĕн тыткăнран хăтăлни тепĕр тамăкпа танлашрĕ. Ăçтан, мĕнле майпа тыткăна çакланнине хĕне-хĕне тĕпчерĕç. Пĕр уйăх тĕпчев тыткăнĕнче тытсан, вĕсем каласа панă тăрăх çар чаçĕсен штабĕсенчен кирлĕ çирĕплетӳсем пухсан тин мĕскĕнсене совет салтакĕсен ретне тăма ирĕк пачĕç.
Сантăр урăх чаçа çакланса салтаксен столовăйне лекрĕ. Ачаранах апат-çимĕç пĕçерме ăста пулнăскер, повар пулса салтаксене апат хатĕрлеме тытăнчĕ. Çапла майпа Александр Прокопьев Берлинах çитрĕ. Ăна унта офицерсен столовăйĕнче апат-çимĕç пĕçерме шанчĕç. Çĕнтерӳ кунне те çавăнтах кĕтсе илчĕ.
- Мĕнех, - терĕ генерал, - сире киле ярас та килмест. – Вăрçă вăхăтĕнче питĕ ăста повар сайра тĕл пулать. Юлăр кунтах, тархасшăн, çемйĕре кунта илсе килĕпĕр. Хăтлă хваттерпе тивĕçтерĕпĕр. Килĕш, капитан!
- Тавах сире ман ĕçе пысăк хак панăшăн. Мана сума сунăшăн. Нихăçан та манмăп. Манăн килех таврăнас килет. Унта аттепе анне, юратнă мăшăр, вунă ача кĕтеççĕ. Тархасшăн, генерал юлташ, киле кайма ирĕк парăр.
- Хăвăр ирĕкĕр, капитан. Тăван çĕршывăра таврăнма ăнăçлă çул сунатăп, - терĕ генерал поварпа сывпуллашса.
Сантăра ăсатма пĕтĕм штаб офицерĕсем пухăнчĕç. Кашнин аллинче – пĕрер чăматан.
Капитан уйăха яхăн çул çинче пулчĕ. Вунă чăматанне «Совет Çарĕн вăрттăн пуянлăхĕ» палăртупа почта урлă ăсатнă. Вĕсене почта уйрăмĕсем кăтартнă адреспа Сантăр пурăнакан районти çар комиссариатне илсе çитермелле. Кайран Берлинти çар штабне пĕлтермелле.
Хурăнвар çĕнтерӳçĕ салтака ăшшăнах кĕтсе илмерĕ. Сантăр район центрĕнчех палланă ентешĕсенчен ашшĕпе амăшĕ, мăшăрĕ вилни, шăллĕ вăрçăран таврăнманни çинчен илтрĕ. Ăна тăван килте çемьешĕн ют хĕрарăм хуçаланни тĕлĕнтерчĕ.
Çапла, этем пурнăçĕ çут çанталăк йĕркипе, Турă пӳрнипе шайлашăнса пырать. Нимĕн тума та çук. Çуралсан, тăватă ура çине тăрсанах – тӳпенелле çĕкленетпĕр. Утма вĕренетпĕр. Чиперленсе те вăй илсе пыратпăр. Ун чухне тин пурнăç тути-масине туйма пуçлатпăр. Мĕнле ватăлас килмесен те – алла туя тытатпăр. Унтан – тăпрана çаврăнатпăр.
Сантăр çакăн çинчен шухăшласа станцирен Хурăнваралла утрĕ. Çук, чупрĕ…
 
III
Сантăр ял укăлчинчен кĕрсенех тăван килĕ еннелле васкарĕ. Çитсе чарăнса ун умне чĕркуçленсе ларса кăкăрĕ çине хĕрес хучĕ.
Урамалла пăхакан виçĕ чӳречерен ун çине ачисем пăхса тăраççĕ. Аслисем – Зоя, Нина, Антон тата Мишша – ашшĕне курсан урама чупса тухса ун çине уртăнчĕç. Кĕçĕннисем – Сергей, Зина, Ольга, Никандр, Семён, Валентин – чӳречерен ашшĕне ют çын çине пăхса тăнă пек тинкерсе сăнарĕç.
Чи малтан вун виççĕри Зоя ашшĕпе калаçма тытăнчĕ.
- Аттеçĕм, вăхăтра килсе çитрĕн, - теме çеç пĕлчĕ, урăх калаçаймарĕ – сывлайми пулса йĕме тытăнчĕ.
- Асатте те, асанне те çук, вилчĕç, - сăмах хушрĕ вун иккĕри Нина.
- Анне пульницаран таврăнаймарĕ, - ĕсĕклетрĕ вун пĕрти Антон.
Халĕ пире Санька аппа пăхса пурăнать, - терĕ вуннăри Мишша.
- Пĕлетĕп, пĕлетĕп ачамсем, - терĕ Сантăр ачисене ыталаса тата пуçĕсенчен шăлса. – Таврăнтăм, эсир малашне пĕччен пулмăр.
Çемьен пĕр пайĕ картишне кĕчĕ. Маларах кил-картиш хур-кăвакалпа , выльăх-чĕрлĕхпе кĕрлесе тăнă пулсан халĕ – пуш-пушă. Картишĕнче тирпейлĕ пулсан та мĕн-тĕр çитмест: атте-анне пурăнман çуртра илем те çук. Унта пурте тăлăх: кĕлечĕсем те, витисем те, мунчи те, тайăлма ĕлкĕрнĕ хапхи те…
Кил хуçине кĕтме тухнă Шарикăн та, крыльца çинче атă-пушмак хушшинче хĕвелпе хĕртĕнсе выртакан Муркăн та савăнăçĕ пĕтнĕ. Чăхсем кăна пушă картишĕнче тăпрана сăмсисемпе чакала-чакала мĕн-тĕр шыраççĕ.
Вĕсем те выçă пулмалла, ытла ырханланса кайнипе тĕкĕсем тăкăнма тытăннă.
Çемье пӳрте кĕчĕ. Тирпейлĕ. Аслăраххисем урайне çусах тăраççĕ курăнать. Сĕтел çинче те таса мар чашăк-тирĕк курăнмасть. Шăпăрлансем ашшĕ пӳрте кĕрсен чӳрече саккисем çинчен анчĕç те пурте пĕр рете тăчĕç. Кĕçĕнни, тăваттăри Валентин, хăранипе йĕрсе ячĕ.
- Ан йĕр, ывăлăм, эпĕ ку – аçу, - тесе ачана йăтса илме тытăнчĕ, анчах лешĕ тарса кравать çине улăхса кайрĕ.
Зоя шăллĕсемпе йăмăкĕсене ашшĕ таврăннине, унран шикленме кирлĕ маррине асăрхаттарчĕ.
- Ан хăрăр, пирĕн те халĕ аттемĕр пур. Выçă вилмĕпĕр, - терĕ ăшшăн кулса.
- Тен, мунча чĕртсе ярăпăр. Атте çул çинче ывăннă пулĕ. Çăвăнтăр, кăштах кантăр, унтан пурте сĕтел хушшине ларса чей ĕçĕпĕр, - чĕвĕлтетрĕ Нина.
- Эсир, ачамăрсем, вăхăтсăрах çитĕннĕ курăнать. Аслисем пек тарăн шухăшлă калаçатăр. Тавтапуç сире, - терĕ Сантăр аллинчи чăматанĕнчен сĕтел çине ачисем çисе курман çимесем – тĕрлĕ консервсем, чăмăр пысăкăш сахăр катăкĕсем, канихвет-премĕк – кăларса.
- Мунчине пĕрлех хутăпăр. Эсир – Зоя, Нина – сĕтел çине майлăр, хупăллă çĕр улми пĕçерĕр, чей вĕретĕр. Эпир арçынсем – эпĕ, Антон, Мишша – шыв тултăпăр, вуттине çурăпăр, мунча чĕртсе ярăпăр.
- Эпĕ те арçын, - терĕ тăххăрти Сергей. – Сирĕнпе пыратăп. Шăши шăкĕ тинĕсе пулăш тесе калатчĕç асаттепе асанне.
Сантăр кулса ячĕ. Ывăлне çурăмĕнчен ачашласа хăй хыççăн утма сĕнчĕ.
Часах мунча та ĕлкĕрчĕ. Ар çынсем пĕрле çăвăнма кайрĕç. Тăваттăри, пиллĕкри, улттăри Валентин, Семён, Никандр та вĕсенчен юлмарĕç.
Ашшĕ малтан пĕчĕкреххисене çуса тасатрĕ. Такмакласа пурçăн евĕр çемçе милĕкпе çапса илчĕ. Милĕкĕсем ашшĕпе амăшĕ хатĕрлесе хунисемех-ха. Вĕсем вилсен милĕксемпе усă куракан пулманран çак кунччен упранса тăнă.
 
(Малалли пулать.)
 
: 868, Хаçат: 12 (1208), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: