Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕршывăн, нацин, сăвăçсен
Чи пысăк пĕрлĕхĕ – чĕлхе.
Эпир чăваш чĕлхипелен
Кăкарăннă ĕмĕрлĕхе.
 
Кăкарăннă-и? Чăн та-и?
Çапла. Салтма ан шухăшла:
Тăван чĕлхемĕр – чун туйи,
Вăл систерет – ыр-усала.
 
Асаттесен-асаннесен ,
Кукаçейсен-кукамайс ен
Пиншер çулхи сăмахĕсем
Пире çын турĕç пиллесе.
 
«Атте-анне», «Тăван çĕршыв»
Тесе калатпăр чăвашла.
Чĕлхемĕрте чечек шăрши,
Шыв-шур шавлать, вăрман кашлать.
 
Чечен чĕкеç чĕвĕлтетет,
Савни юрри савăнтарать…
Чĕлхе тĕлĕнмелле тивлет –
Тĕнче уççи вăл тыттарать!
 
Килет тем тĕрлĕ самана –
Шăкăлтататпăр хамăрлах:
Çав «Тав сана» та «Сав мана!»
Янрать кĕрекере çаплах.
 
Чăваш чĕлхи эрешĕпе
Витсе чи аслă шухăша
Эпир тĕнче мехелĕпе
Паллаштаратпăр чăваша.
 
Эпир – чăваш çыравçисем,
Ватти, вăталăхĕ, яшши,
Эпир – сăмах шыравçисем,
Сăмахĕ – вилĕмсĕр йышши!
 
: 1053, Хаçат: 12 (1208), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: