Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçри экномика министерстви регионти расчётпа информаци центрĕн (РИЦ) тата çурт-йĕр управляющисен ĕçĕсене тĕрĕсленĕ.
Тĕрĕслев ĕçĕсем Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе Ленин, Засвияжски, Заволжски тата Чукун çул районĕсенче иртнĕ. Хаксемпе тарифсене йĕркелесе тăракан департамент специалисчĕсем ăшăпа тивĕçтернĕ хаксене çĕнĕрен пăхса тухнине тишкернĕ. Чукун çул районĕнче йĕркене пăснă тĕслĕх тупнă: пĕтĕмĕшле счётчиксăр çуртсенче ăшăпа тивĕçтернĕшĕн тĕрĕс мар укçа илнĕ. Çĕнĕрен шутланă чух та çичĕ уйхшăн мар, ултă уйăх çурăшăн çеç тавăрса панă. Ытти компанисенче йăлтах йĕркеллĕ. Пĕтĕмĕшле çуртшăн тӳлессине (ОДН) пăрахăçланă.
Эрех сутассине — тимлĕх
Çулталăх пуçланнăранпа облаçра саккунсăр сутăнакан 21 пин литр эрехе тытса илнĕ.
Пуш уйăхĕн 25-29-мĕшĕсенче кăна регионта эрех сутассипе тăватă преступлени тата 66 административлă саккуна пăснă тĕслĕх тупса палăртнă, вăл шутра сутма чарнă вăхăта пăхăнманни – улттă.
«Ĕçри хастарлăхшăн» паллă пулĕ
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн «Ĕçри хастарлăхшăн» палли пирки калакан саккуна 2014 çул (Ĕç çыннин çулĕ) тĕлне хатĕрлеме хушнă.
Ку паллăпа нумай çул хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, пысăк çитĕнӳсем тунă, çамрăксене хатĕрлесе воспитани парассипе тăрăшса ĕçлекен граждансене профессиллĕ уявĕсем тĕлне наградăлама палăртнă.
«Ĕçри хастарлăхшăн» палла илме тăратнисен ĕç стажĕ пĕр оганизацире пилĕк çултан кая мар, Ульяновск облаçĕнче 10 çултан сахал мар пулмалла.
Инвалидсем ăмăртĕç
Ака уйăхĕн 6-9-мĕшĕсенче Ульяновскра Раççейри инвалид спортсменсен ятарлă олимпиади иртет. Унта Раççейри 20 регионти 250 спортсмен хутшăнать.
Инвалидсем юнифайд-футболла, сĕтел çи теннисла, юнифайд-теннисла выляса ăмăртĕç. Футбол ăмăртăвĕсем Заволжски районĕнчи «Старт», теннис турнирĕсем Ульяновскри патшалăх техника университечĕн спорт комплексĕсенче иртĕç.
Справка: Раççейре инвалидсен ятарлă олимпиади 1990 çулта йĕркеленнĕ. 1999 çулта вĕсене юстици министерстви ăс-тăн енĕпе чирлĕ çынсен ыркăмăллăх организацийĕ тесе регистрациленĕ.
Хальхи вăхăтра ку юхăма 110 пин ачапа аслă çынсем хутшăнаççĕ.
Лянкинсем ваттисене «Канаш» çырăнса параççĕ
Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнче пурăнакан Елена Николаевна тата Владимир Ильич Лянкинсем хăйсен ялĕнчи вунă çемьене иртнĕ çул валли те, кăçал валли те «Канаш» хаçат çырăнса панă.
-Кунта ытларах ватă çынсем пурăнаççĕ. Малтан ялта чăваш хаçатне çырăнса илекен никам та пулман. Ваттисен укçи-тенки те ытлашши мар пуль ĕнтĕ, çавăнпа вĕсене кăштах пулăшу парас килчĕ,- тет Елена Николаевна.
Лянкинсен ырă кăмăлĕн чикки çук пуль – вĕсем усрава илсе 20 ытла ачана ăс панă, халĕ те темиçе ача пăхса ӳстереççĕ. Çав вăхăтрах ыттисене пулăшма та ĕлкĕреççĕ. «Ытлашши» укçа вĕсен те çук пулĕ, анчах кăмăлĕсем чăннипех ырă!
 
: 965, Хаçат: 13 (1209), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: