Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак ыйтăва Аслă Нагаткинта пурăнакан Лидия Фёдоровна Коблова пĕрремĕш хут иккĕленмесĕр «памалла» тесе хуравланă. Кун хыççăн вăл патшалăха тӳлевсĕрех 80 хут ытла юн панă. Кашнинче 450 грамм. «СССРăн хисеплĕ донорĕ», «Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» ятсене тивĕçнĕ Лидия Фёдоровна миçе çын пурнăçне çăлса хăварман-ши?
- Эпĕ 1940 çулта Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçен ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Атте Фёдор Александрович Рахманов вăрçăра пуçне хунă. Эп ăна астумастăп. Анне ялан колхозра вăй хунă. Çемьере пирĕн виçĕ хĕрччĕ, эп кĕçĕнни. Ача чухнехи пурнăçа куççульсĕр аса илейместĕп. Выçăччĕ. Анне колхозра ĕçленĕшĕн кăнтăрлахи апата панă пăтта пире илсе килсе çитеретчĕ. Эпир аннене çумăр çунă вăхăтра кăна курнă, ытти чух ялан ĕçре, - каласа парать вăл.
Апла пулин те çемьере ачасене вĕрентнĕ. Лидия вунă класс пĕтернĕ хыççăн колхозрах ĕçлеме тытăнать. Яла комсомол путёвкипе ют çĕре ĕçлеме чĕнекенсем килсен 1958 çулхи нарăс уйăхĕнче Барнаула стройкăна тухса каять. Пӳрт купаланă çĕрте пулăшакан пулать.
-Çав çулла Барнаулта питĕ пысăк авари пулчĕ. Çынсене турттаракан машина пуйăс линийĕ çинче чарăнса ларнă. Ăна çапса хăварнă. Вилнисем, суранланнисем питĕ нумай пулнă, юн шыв пек юхнă. Стройкăна пырса юн пама ыйтрĕç. Эп унччен юн парса курман, ун пирки илтмен те. Анчах çынсене йывăрлăхра пулăшас килнипе çак утăма пĕрремĕш хут турăм та пĕртте ӳкĕнмерĕм. Мана, ял хĕрне, кайран ресторанра тутлă апат çитерни, икĕ канмалли кун пани темрен паха пулчĕ. Ун чухне шăматкун та, Çĕнĕ çулта та ĕçленĕ. Канма май килнĕшĕн те савăнтăм, - аса илет Лидия Фёдоровна.
Кун хыççăн хĕрсем тăватă хутчен те юн параççĕ.
Çулталăк ытла ĕçлесен хĕр Барнаултан тăван ялне таврăнать. 1961 çулта Ульяновска кайса вырнаçать, стройкăра ĕçлет. Яла çӳресе амăшне пулăшма кунсем пулччăр тесе Лидия час-часах юн парать. «Донорсен кунĕнчен» те нихăçан юлман. 1973 çулта Аслă Нагаткина куçса килсе тĕрлĕ вырăнта ĕçлесен те Лидия Коблова 60 çул тултаричченех юн паракансен шутĕнчен тухмасть.
1979 çулта Хусанта аппăшне йывăр операци тăваççĕ. Лидия ăна пульницара пăхать. Çав вăхăтра Хусанта пысăк инкек пулать, нумай çын суранланать. Аппăшне сиплекен тухтăр кам юн пама пултарать тесе ыйтать. Лидия Фёдоровна донор пулнине пĕлсен тухтăр пит савăнать. «Мĕн чухлĕ юн пама пултаратăр?» - ыйтать вăл. «Мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ илĕр», - хуравлать чăваш хĕрарăмĕ. Вĕсене юнашар вырăнсем çине вырттараççĕ, чирлĕ çынна тӳрĕрен юн яраççĕ. Ун чухне Лидия Кобловаран пĕр харăс 900 грамм юн илеççĕ.
Çĕр çынчи миçе çынна пулăшман-ши вăл? Пĕрне те сăнран курман, пĕлмест. Пĕлме те тăрăшман сăпайлă хĕрарăм. Хăй пулăшма пултарнипе савăннă. 1987 çулта Лидия Коблова «СССР хисеплĕ донорĕ» кăкăр паллипе удостоверенине илме тивĕçет, 2002 çулта РФ сывлăх сыхлавĕн министерстви ăна «Раççей хисеплĕ донорĕ» ят парать.
-Эпир мăшăрăмпа пилĕк ача çуратса ӳстертĕмĕр. Хам пульницара ача çуратнă чухне кăна выртса курнă. Чирлемен. Юн пама сывлăх кирлĕ, эп хама лайăх туяттăм. Çавăнпа 50 çулта тивĕçлĕ канăва тухсан тата тепĕр çичĕ çул страх агентĕнче ĕçлерĕм. Ĕç стажĕ 47 çул. Вунă çул каялла вара ăнсăртран сиксе тухнă инкек ураран ӳкерчĕ. Çĕнĕ çул умĕн лавккана тухса кĕмелли пурччĕ. Урама тухрăм кăна – ура айĕнче темĕскер çурăлса кайрĕ. Кайран пĕлтĕм, пĕр арçын ача Китайра кăларакан петарда пенĕ иккен ура айне. Хăранипе тĕшĕрĕлсе антăм, вăй пĕтрĕ, куç хуралса килчĕ. Ӳкнĕ чух урана ыраттартăм. Хваттере аран çитерчĕç. «Васкавлă пулăшу» чĕнтертĕмĕр. Килсе пăхрĕç, укол турĕç те Çĕнĕ çул каç тухтăр хушман тесе пульницана илсе каймарĕç. Хама кунсерен начартарах туятăп. Алă та хускалма пăрахрĕ. Пилĕк кунран аслă ывăл Ульяновска пульницана илсе кайса вырнаçтарчĕ. Ман тăрук хăранипе инсульт пулнă иккен. Çапла халь патаксем çине таянса аран çӳретĕп, ал-ура туять, анчах ĕçлемест. Кун пек пуласса нихăçан та шутламан. Çулла урама тухкаласа уçă сывлăшпа сывлатăп, ытти вăхăтра ялан килте. Мăшăрпа иксĕмĕр те инвалид. Çав самантрах пульницана илсе кайнă пулсан кун пекех пулмĕччĕ тесе пăшăрханатăп. Юрать, мăшăрăм, ачасем пăхаççĕ, килсех тăраççĕ. Район администрацийĕ те, районти социаллă хӳтĕлев пайĕ те пăрахмаççĕ, тав вĕсене. Уявсене – Ваттисен, Хĕрарăмсен кунĕсене тата ытти те – машинапа килсе илсе каяççĕ, каялла кӳрсе яраççĕ. Мария Петровна Пирогова социаллă ĕçчен, Нина Петровна Солдатова фельдшер хăçан чĕнсен те килсе пулăшаççĕ. Хамăра пăрахманнине туятпăр, - тав тăвать Лидия Фёдоровна.
Раççей тата СССР хисеплĕ донорĕ, ĕç ветеранĕ Лидия Коблова пенси çумне кашни уйăхра 800 тенкĕ кăна хушма тӳлев илет. Апла пулин те вăл çамрăксене юн памалла, çынсене пулăшмалла тесе вĕрентет.
 
: 841, Хаçат: 13 (1209), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: