Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институт пуш уйăхĕн вĕçĕнче çĕнĕ вĕрентӳ проекчĕсен тĕнче шайĕнчи ярмăркка-куравне ирттерчĕ.
Облаçри шкулсенчен тата ытти регионсенчен килсе çитнĕ педагогсем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарчĕç. Кунтах вĕсем ĕçĕсене сутма, килĕшнисене туянма е пĕр-пĕринпе улăштарма пултарчĕç.
Институтри наци кабинечĕ çумĕнче чăваш, тутар тата мордва чĕлхисен предмечĕсене ертсе пыракансем «Патриотла воспитани парассипе граждан çутĕçĕнчи йăласемпе çĕнĕлĕхсем» ятпа ĕçсене тăратнă.
-Шкулсенче таврапĕлӳ, музейсен ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсем, наци шкулĕсенче патриотла воспитани парас ĕçре мĕнле çĕнĕ майсемпе усă курни пирки, тăван чĕлхепе литературăна, культурăна юратма, хисеплеме вĕрентесси пирки каласа параççĕ пирĕн педагогсем, - пĕлтерчĕ наци кабинечĕн методисчĕ Вера Архипова.
Ярмăркка-курава чăвашла вĕрентекен виçĕ педагог – Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен шкул вĕрентӳçи Светлана Телеева, Вăта Тимĕрçентен – Светлана Мигукова, Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Çĕнĕ Çарăмсан шкулĕнчен Нина Осипова тата Ульяновскри 15-мĕш шкулта пуçламăш классене акăлчан чĕлхипе вĕрентекен Екатерина Корнилова хутшăнчĕç.
Кашнин теми интереслĕ пулчĕ. Пурте вĕсем Тăван çĕршыва юратма вĕрентессипе çыхăннă. Светлана Телеева «Пирĕн пурнăçри паттăрсем» темăпа çырнă урок проектĕнче ялта пурăнакан Аслă вăрçа, Афган тата Чечня вăрçисене хутшăннисем пирки каласа пама палăртнă.
-Кӳршĕрех, пĕр урамрах пурăнаççĕ вĕсемпе ачасем, анчах палламаççĕ, паттăрсем пирки нимĕн те пĕлмеççĕ. Шкула «Боевое братство» организацин членĕсем килсе паттăрлăх урокĕ ирттерни те çак темăна илме хистерĕ, - каласа пачĕ педагог.
Нина Осипова тăрăшнипе шкулта нумаях пулмасть «Чăваш кил-çурчĕ» музей уçăлнă. Педагогăн проекчĕ те çак темăпа çыхăннă.
Екатерина Корнилова хулари шкулта ĕçленĕ май тĕрлĕ халăх ачисем хушшинчи ăнланманлăхпа тĕл пулать. Ытти педагогсеме ачасене туслаштарассипе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ.
Светлана Мигукова «Хальхи вĕрентĕвĕн никĕсĕ – тăван чĕлхепе литература урокĕсенче ачасен туйăмне, кăмăл-сипетне ӳстересси» темăпа хатĕрленĕ урок проектне пухăннисем умĕнче хӳтĕлерĕ. Унăн ĕçне пысăк хак пачĕç, вăл пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕ.
 
: 1052, Хаçат: 13 (1209), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: