Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри халăх пултарулăхĕн музейĕнче тăмран кӳлепесем тăвакан тата ӳкерсе илемлетекен ӳнер ăсти, хулари 25-мĕш шкулта «Халăх ĕçĕсем» пĕрлешĕве ертсе пыракан Галя Елисеева Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн филологи факультетĕнче I тата III курссенче вĕренекен чăваш пикисемпе маçтăр-класс ирттерчĕ.
Теми – К.В.Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэминчи тĕп сăнарсене ӳкерсе илемлетесси. Вĕсен тăм кӳлеписене Галя Георгиевна маларах хатĕрлесе хунă. Шухăшĕ чăваш классикĕ çуралнă туллă-сăртлă Пушкăртстана кайсан çуралнă иккен. Унччен К.Ивановăн «Нарспи» тематикипе ятарлă курав хатĕрленĕ вăл.
Ĕçе пикенес умĕн маçтăр студенткăсене чăваш халăх тумĕпе тĕррисем çинчен тĕплĕн те сăнарлăн каласа пачĕ. Тĕссен пĕлтерĕшне уçрĕ. Хĕрсем Г. Елисеева художник çинчи илемлĕ чăваш кĕпин вăрттăнлăхне уçма ыйтрĕç. «Ку кĕпене юратнă анне Елизавета Яковлевна тăхăннă, тĕртекенĕ – кукамай Анастасия Васильевна Афанасьева пулнă. Питĕ пултаруллă çынсен йăхĕнчен тухни пирки калама питĕ кăмăллă»,-терĕ вĕрентӳçĕ.
Хĕрупраçсен Нарспийĕсемпе Сетнерĕсем питĕ илемлĕ пулса тухрĕç. Тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе киçтĕксем, маçтăр ăсталăхĕ урлă пикесем Кĕçтенттин Иванов вăхăтĕнчи чăваш тумĕсемпе пуçа тата урана тăхăнмалли пуянлăхĕ патне таврăнчĕç. Кашнин ĕçĕ хăйнеевĕрлĕ. Галя Георгиевна тăмран хатĕрленĕ теттесене сăрласа пĕтернĕ хыççăн пикесене хăйсемпе пĕрле илме хушрĕ. «Манран парне пултăр»,-терĕ. Çакнашкал усăллă тĕлпулусене студентсем ыйтнипе малашне те йĕркелеме шантарчĕ. Çамрăк та пултаруллă ăру ятĕнчен тав сăмахĕсем вĕсен ертӳçи, университет преподавателĕ Ольга Геннадьевна Узикова каласа хăварчĕ.
 
: 930, Хаçат: 13 (1209), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: