Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Ят-сума чакармасăр, пуçа усмасăр – малтан мала!» Пурнăçра çак сăмахсен чăнлăхне тĕпе хурать полици ĕçченĕ Анна Григорьева. Вĕсем пушшăн янăраманнине унăн ĕçĕ-хĕлĕ çирĕплетет.
Вунă çул шалти ĕçсен тытăмĕнче тăрăшать пултаруллă хĕрарăм. Служба кун-çулне Ульяновск хулинчи Засвияжски районĕнче тĕпчесе пĕлекентен (дознаватель) пуçланă. Паян Анна Владиславовна – Чăнлă районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн дознавателĕ, икĕ хĕрача амăшĕ. Çемйипе Аслă Нагаткинра пурăнать. Кăçал нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Анна Григорьевăна полици майорĕ звани панă.
Йĕрке хуралне Анна Владиславовна, хăй каланă тăрăх, ăнсăртран лекмен. «Вăрнар районĕнчи Вăрманкас шкулĕнче «пиллĕк» паллăсемпе вĕреннĕ чухнех ӳссен милиционер пулассине пĕлеттĕм. Каярах экономикăпа право техникумĕнчен вĕренсе тухрăм. Паян аслă шкулта юриста вĕренетĕп, - терĕ вăл. - Дознаватель ĕçĕ – çăмăл мар. Тивĕçе пурнăçланă чухне темле çынсемпе те, ĕçсемпе те тĕл пулатăн. Следователь пысăкрах уголовлă ĕçсене следстви ирттерет пулсан пирĕн çинче – пăртак çăмăлраххисене тĕпчесе пĕлесси. Пуçарнă ĕç суда лекессипе лекмесси те пирĕн пултарулăхран килет. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлетпĕр. Дознани пайне хăюллă та хастар çын Вячеслав Юрченко ертсе пырать».
Полицири ĕç черченкĕ хĕрарăмшăн мар, унта çирĕп чунлă, кĕрнеклĕ арçынсем вăй хумалла пек туйăнать. Манпа килĕшменнине систерсе Анна Владиславовна пуçне пăркалать: «Пирĕн ĕçре хĕрарăм пĕлтерĕшĕ пысăкрах та ахăртнех. Эпир, чи малтан, амăшĕсем: сисĕмлĕрех, туйăмлăрах. Çавăнпа йĕркене пăснă, полицие лекнĕ çын чунне лайăхрах туятпăр, кăмăлне витĕр куратпăр. Хуть те кама та ăнланса пулăшма пултаратпăр. Çулсем иртнĕ май, тен, пирĕн чунсем те хытаççĕ, пурнăç саманчĕсене те урăхларах хаклама пуçлатпăр, çапах та ял çыннипе, ача-пăчапа, ашшĕ-амăшĕпе, ватă çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пире чылай çăмăлрах».
Полици ĕçченĕн служба тивĕçĕсене пурнăçласа тĕрлĕ çынпа тĕл пулма тивет. Пакунлисене хăйсен инкекĕшĕн айăплакан та, тавăрма ĕмĕтленекен те çук мар вĕсен хушшинче. Анна Григорьева вара яланах тĕрĕслĕхшĕн, тӳрĕлĕхшĕн ăнтăлать. «Ман ĕçре ырăлăхпа усаллăх хушшинче тăракан çивĕч ыйтăва татса памалли тĕслĕхпе пĕрре мар тĕл пулнă,-терĕ полици майорĕ.- Эпĕ вара хам тăрăшулăхпа мĕнле те пулин айăплине кăна явап тыттарасчĕ тесе шухăшлатăп. Хамăр практикăра уйрăмах пысăк тимлĕх эпир сăтăрлă, инкеклĕ ĕçсене хăй куçĕпе курнă çынсене психологи пулăшăвĕ парассине уйăратпăр. Ялсене нумай тухса çӳретпĕр. Ĕç-пуçа тĕрĕс-тĕкел тĕпчесе пĕлес тесе пĕр вырăна темиçе хутчен те тухса çӳреме тивет. Кӳрши-аршисене хамăр телефона хăваратпăр. Свидетельсем шăнкăравласа ку е вăл лару-тăрура хăйсене еплерех тытмалли пирки ыйтаççĕ. Эпĕ май килнĕ таран пурне те ăнлантарма, пулăшма тăрăшатăп. Усал çул çине ăнсăртран тăнисемпе те нумай калаçатпăр. Преступлени тăвассине пурнăç никĕсĕ туса хунисене тăрă шыв çине кăларас тесе те çине тăрса ĕçлеме тивет».
Ĕçченĕсем ăна тӳрĕ кăмăлĕшĕн, уçă чунĕшĕн, çын нушине чĕри патне илме пĕлнишĕн хисеплеççĕ. Пакунĕсене хывсан вара вăл – юратнă хĕр, çепĕç анне. Талăкĕн ытларах пайĕ ĕçрех иртет пулин те çемйи валли яланах вăхăт тупăнать унăн. Анна Владиславовна тутлă апат-симĕç хатĕрлеме, унпа амăшĕпе икĕ ачине сăйлама юратать. Кĕнеке вулама кăмăллать. Хĕрачисене ура çине тăратма пулăшакан юратнă амăшĕ – чи çывăх юлташĕ.Вăл тĕпренчĕкĕн ĕçĕ кăткăссине ăнланать, май килнĕ таран хавхалантарса кăмăл-туйăмне çĕклеме, йывăрлăхĕсене çĕнтерсе пыма пулăшма тăрăшать.
 
: 837, Хаçат: 13 (1209), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: