Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 36-мĕш номерте.)-Эсир утта Мархвапа кайса тиесе килĕр. Эпĕ кунта пушатаканĕ пулам. Апат та çакса ямалла-ха манăн,- терĕ Марье упăшкине.
Мархвапа Мĕкĕте уя кайрĕç.
ххх
Ваççилисен Лекçей ывăлне патша çарĕнче 25 çул хĕсметре тăма шăпа пӳрчĕ. Ун чухне çара кайма ячĕ тухнă тенине илтме çав тери йывăр пулчĕ ăна. Яш каччăн ялта юратнă хĕрĕ те пурччĕ. Хĕсмете лексен вăл пĕртте ӳкĕнмерĕ. Часах вырăсла калаçма хăнăхрĕ. Çирĕм пилĕк çул хушшинче салтакра такам та пулчĕ. Офицерсем юрататчĕç сарă та кăтрарах çӳçлĕ чăваш каччине. “Алексей” тесе чĕнетчĕç. Килне кайма вăхăт çитсен те: “Может, останешься?” - текелерĕç. “Останешься? Мăшкăллаççĕ-и вĕсем манран? Тăраннă эпĕ салтак çăкăрĕнчен. Ман киле каяс килет”, - шухăшларĕ Лекçей.
Тăван яла таврăнсан тăлăх туйрĕ хăйне Лекçей. Çуллахи шăрăх кун унăн килте ларас килмерĕ. Вăл тăван ялне шăпах вăхăтра çитрĕ: Çимĕк хыççăн, ял халăхĕ утта тухас умĕн, савăнсах тухрĕ çарана утă çулма. Салтакра та çава тытса утă çулма тивнĕ ăна. Анчах тăван тавралăх сывлăшĕ чуна çĕклет, техĕмлĕхĕпе ӳсĕртсе ярать. Пĕрремĕш пакусне çулса тухсан Лекçей курăк çине тăсăлса выртрĕ, çулнă курăка ытамĕпе тытса шăршларĕ, савăнчĕ, кулчĕ.
Çанталăк лайăх тăрсан ял халăхĕ утта час пуçтарса кĕртет. Кăçал шăпах çавăн пек пулчĕ. Эрнере çулса пĕтерчĕç, виçĕ кунра типĕтсе пуçтарчĕç. Типнĕ утта халăх уйра хăвармасть, килĕсем патне çывăхнерех тиесе кайса капана хывать. Çавăнпа паян пĕтĕм халăх çаранран утă турттарать.
Лекçей хĕсметрен пĕр пысăк хутаç ылтăнпа таврăнчĕ. Ялта амăшĕн тайăлса кайнă çурчĕ вырăнне çĕннине лартма та, лаша туянма та укçи пайтах унăн. Çĕрĕ те халĕ çителĕклĕ. Патша кӳрентермест хăй салтакĕсене.
Лекçей Кушлавăш пасарне тухса аван ăйăр туянса килчĕ. Укçине шеллемерĕ.
Утă тиеме Лекçей çĕнĕ урапапа, çамрăк ăйăрпа тухрĕ.
Савăнса тиерĕ вăл утта. Çиелтен таптаса тăракан та пулмарĕ унăн. Ватă амăшĕ пĕрле пырасшăнччĕ, анчах ывăлĕ ăна чарчĕ.
-Анне, сан килте те ĕç туллиех. Хамах тийĕп-ха,- терĕ.
Лекçейсен анипе кӳршĕллĕ палламан çынсем ĕçлеççĕ. Уттине çулнă чухне амăшĕпе хĕрĕ тăрмашатчĕç. Амăшĕ каласа панă тăрăх, ку Укан кинĕпе мăнукĕ пулнине пĕлчĕ Лекçей. Ячĕсене те ыйтса пĕлчĕ. Амăшĕ Марье, хĕрĕ Мархва иккен. Паян вара утă тиеме Мархвапа темле арçын килнĕ. Арçынни вĕçĕмсĕр хĕрне вăрçать. Хĕр паккусран часрах уттине пуçтарса лав çине парать, унтан кĕреплепе хыççăн турать. Васкаса ĕçлет, анчах ашшĕне юраймасть. Ак шăпах уттине çĕклесе панă чухне лаши хускалчĕ, Мархван утти çĕрелле лаплатса ӳкрĕ.
-Тăмсай, тăр лав çине, утă пама пĕлместĕн! - кăшкăрать пĕтĕм халăх илтмелле Мĕкĕте.
Хĕрача вăтаннипе хĕрелсе кайрĕ. Темле вăрçсан та сăмах чĕнме юрамасть унăн. Унсăрăн килне çитсен амăшне лекет. Мархва лав çине хăпарса тăчĕ, арçын хыççăн уттине тирпейлерĕ. Çав вăхăтра лешĕ паккусран утта пуçтарчĕ. Ăнланчĕ арçын, аялта ĕçĕ нумайрах. Пĕр хутчен утă хучĕ лав çине, тепĕр хутчен…Унтан каллех кăшкăрашма пуçларĕ:
-Тăмсай, эс лав çине утă илме те пĕлместĕн. Санран нимĕн усси те çук. Лава илемлĕ купаламалла, таптамалла! - янраттарать вăл “ăнланман хĕрне ăнлантарса”.
Çак спектакле пăхса тăма питĕ интереслĕ пулчĕ Лекçее. Вăл пĕр вăхăт ахăлтатсах кулчĕ.
-Вăт шельмă. Хăй ĕçлесшĕн мар-та – хĕре мĕн кăна каласа хăртмасть,- терĕ вăл тепĕр енчи кӳршине.
-Ан та кала, Лекçей. Мĕкĕте – пӳтсĕр çын. Тăван мар ашшĕ вăл Мархван. Трахвин вилсен Ука çак Мĕкĕтене таçтан тупса вăйпах Марьене унпа пурăнтарнă. Мĕкĕте хăй арăмне те вĕлернĕ, Укана та çапса вĕлернĕ теççĕ. Мархвана, Трахвин хĕрне, ку упăшки çав тери юратмасть. Виçĕ ывăлне вара иртĕхтерет. Ак паян та, мĕншĕн вĕсене кĕреплепе те пулин илсе тухмалла пулман? Кунта кашни валли ĕç тупăнать. Вĕсен çурчĕ хĕрарăм ĕçленипе кăна тытăнса тăрать. Марьепе Мархвана пĕтĕм ял хĕрхенет ĕнтĕ. Анчах ним тума та çук,- хуравларĕ кӳрши.
Курни, пĕлни самай шухăшлаттарчĕ Лекçее. Шеллерĕ вăл Мархвана, пĕтĕм чун-чĕрипе шеллерĕ. Килне таврăнсан Укан çемйи пирки амăшĕпе калаçрĕ. Амăшĕ те хирте илтнĕ сăмахсене çирĕплетрĕ. Мархва çав тери сăпайлă та ырă хĕр пулнине каларĕ.
-Анне, эпир санпа Мархвана килĕшме кайсан мĕнле пулать-ши? Килет-ши вăл мана? Эп, паллах, уншăн ватă,- терĕ амăшне.
Чăнах та, халь тин, 55 çулта, авланса ача-пăчаллă пуласси çинчен шутламанччĕ вăл. Савнă хĕрĕ тахçанах качча кайса асанне пулнă. Çамрăксен хăйсен савнийĕсем пур.
-Ăçтан ку шухăш пырса çапрĕ пуçна? – тĕлĕнчĕ амăшĕ.
-Паян хирте юнашар ĕçлерĕмĕр. Эх, хĕрхентĕм те хĕре. Ашшĕне ниепле те юраймасть вĕт. Ун пек тусан та лайăх мар, кун пек тусан та тĕрĕс мар. Тамăкри пек ăшталанать хĕр. Пирĕн пулма килĕшсен вăл телейлĕ пулĕ. Анне, эсĕ аван вĕт. Халь укçи-тенки те пирĕн çителĕклĕ. Анне, эсĕ мĕн шутлатăн?
-Сан хăвăн ирĕкӳ. Эп ыран амăшĕпе калаçса пăхăп. Пыма юрать-и пирĕн, çук-и?
Тепĕр икĕ кунтан Ваççили çемйисем хĕр килĕшме кайрĕç. Мархва малтанах туртăнса тăчĕ. Мĕн пĕлтĕр ĕнтĕ 16 çулхи хĕрача. Хĕр те пулайман-ха вăл, йăли те килмен. Амăшĕ ăс вĕрентрĕ ăна.
-Эпĕ Мĕкĕтепе мĕнле нушаланса пурăннине куратăн. Пире, чухăнсене, хамăр пекех чухăннисем лекеççĕ. Лекçей аслă пулсан та хĕсметрен укçаллă таврăннă теççĕ. Кăмăлĕпе те лайăх çын пек курăнать. Амăшĕ вĕсен нихăçан та çынпа хирĕçсе курман. Кай хĕрĕм, качча, кай. Ырăпа калатăп сана. Ыран хăтана килеççĕ,- терĕ.
Ашшĕпе амăшĕн сăмахĕнчен нихăçан та иртсе курман Мархва. Качча кайма хушнă тăк – каймалла.
Килĕшме килсен Мархва пулас упăшки çине тимлĕрех пăхрĕ: çӳллĕ, патвар, çӳçĕ сап-сарă, вĕçĕсем явăнса тăраççĕ. Кăн-кăвак куçĕ пысăк. Калаçма та васкамасăр, илемлĕ калаçать. Тата темле палламан сăмахсем те тухаççĕ унăн çăварĕнчен. Ку хĕрачана çав тери кулăшла туйăнчĕ. Кăмака хыçĕнче вăрттăн сăнаса тăраканскер ахăлтатса кулса ярасран аран çăварне хупласа ĕлкĕрчĕ. Тăван мар ашшĕпе танлаштарчĕ те ăна – пачах урăх çынсем. Килĕшрĕ хĕре Лекçей.
Туйне вăраха тăсмарĕç, çĕр çĕмĕрттерсе кĕрлесе тумарĕç вĕсем. Лекçей ватă амăшне хĕрхенчĕ. Анчах чăваш йăли-йĕркинчен иртмерĕç, ăна хисеплерĕç: туй маткисем те пулчĕç, парнисем те, шӳтсем те…
Çемье пурнăçне хăнăхма вăхăт пачĕ Лекçей хĕре. Васкатмарĕ. Амăшĕ Мархвана хĕрĕ пек йышăнчĕ.
-Эпĕ тахçанах вилмелли çын ĕнтĕ, юратнă аслă ывăлăма салтакран кĕтсе илес тесе кăна тăрăшса пурăнтăм. Халь, телее, киле кин те кĕчĕ. Турă мана та çак савăнăçа парнелерĕ. Эс, хĕрĕм, хăнăх пирĕн çурта. Эс ĕçлеме ӳркенменнине пĕлетĕп. Лекçей сана хĕрхенет. Паянтан эпĕ ĕçе хутшăнмастăп. Ыйтмаллине - ыйт, ан вăтан. Хуçалăх халь сирĕн аллăрта, ман вырăн – кăмака хыçĕнче, - терĕ.
Лекçейĕн Мархвана лайăх пурнăç кăтартас килчĕ. Вăл пасара кайса ун валли чаплă пусма-çитсă, кĕлеллĕ пушмак, çӳçеллĕ тутăр туянчĕ. Парнесене курсан хĕрĕн куççулĕ тухрĕ. Вăл хальччен çакăн пек чаплă тум тăхăнса курасса тĕлĕкре те тĕлленмен.
-Анне,- пычĕ вăл парнисене йăтса хунямăшĕ патне. – Пĕр пусминчен сана кĕпе çĕлер мар-и?
-Эх, хĕрĕм. Мана кирлĕ мар вăл. Эп пир кĕпепе пурăннă, пир кĕпепех вилетĕп. Эс тăхăн, савăн, упăшку пăхнă чух,- терĕ.
Качча кайсан Мархвана ялта “патша майри” пек тăхăнса çӳреме пуçларĕ терĕç. Пĕри çамрăк хĕрарăмшăн савăнчĕ, хура чунлисем вара яланхи пек кĕвĕçсе шалти тасамарлăхĕсемпе вĕрерĕç.
Икĕ çул пурăнчĕç пĕрле. Мархва хунямăшĕнчен те, мăшăрĕнчен те сивĕ сăмах илтсе курмарĕ. Хăй те илемлĕ çамрăк хĕрарăм пулса тăчĕ: икĕ пичĕ хĕп-хĕрлĕ, çуталса тăрать. Ахăлтатса кулнă чух икĕ йĕр шап-шурă шăлĕ курăнать. Унччен кулса та курман вăл. Хĕр чухне ялан мĕскĕннĕн пуçне усса çӳренĕ. Анчах ялта Мархва пирки “хĕсĕр” сăмах тухрĕ.
-Ик çул пурăнса та ача çуратаймасан – пулмасть ĕнтĕ унран. Хăй мăнтăрланса тасалса кайрĕ,- шăл хăйрарĕç пĕрисем.
-Çуратĕ-ха, сана мĕн ĕç? - хуравларĕç теприсем.
Пĕрлешни виççĕмĕш çула кайсан тин Мархван хырăмĕ мăкăрăлма пуçларĕ. Лекçейĕн те пичĕ савăнăçпа тулчĕ. Атту çынсен “ырă” сăмахĕсене итле-итле унăн кăмăлĕ хуçăлма пуçланăччĕ.
Вăхăт çитсен Мархва ывăл çуратса пачĕ. Хĕлимун ят пачĕç ăна. Лекçейĕн салтакри çакăн ятлă тусĕ пурччĕ. Тата Кушлавăш пачăшки те ачана Филимон ятлă памалла терĕ. Кун çĕре Турă çырнипе кăмăл туртни пĕрлешрĕç. Лекçейĕн ватă амăшĕ те мăнукне кĕтсе илчĕ, аллине тытса курчĕ. Кайран нумаях пурăнаймарĕ вăл, çĕре кĕчĕ.
Пурнан киле вĕсен çемйинче тата тепĕр икĕ ача çуралчĕ: хĕрпе ывăл. Çак хушăра вĕсем чаплă çурт лартрĕç. Выльăх-чĕрлĕхĕ те вĕсен картиш туллиех ĕрчерĕ.
-Лекçее кăна Турă сывлăх патăрччĕ,- ялан кĕлтурĕ Мархва. Вăл хăйне телейлĕ туйрĕ. Ачисемпе мăшăрĕ çине, кил-çурчĕпе выльăх-картишне пăхса çаврăнсан чунĕ савăнăçпа тулнипе куçĕнчен куççуль шăпăртатрĕ.
Пуян пурăнчĕç вĕсем, тулли пурнăçпа. Малашне пуянлăхĕ тен пушшех хутшăнатчĕ пулĕ, анчах тĕнче пăтранса кайрĕ, патшана вырăнтан персе антарчĕç. Власть улшăнчĕ.
Лекçей кĕçех сакăрвуннă тултармалла. Мархва - вăй питти хĕрарăм, хĕрĕхе çитет. Аслă ывăлĕ Хĕлимун та çирĕме çитнĕ ĕнтĕ. Хĕрĕпе кĕçĕн ывăлĕ те çитĕнеççĕ. Ял халăхĕ малтанхи йĕркепех пурăнать-ха. Улшăнусем çук. Мархвана ку мар, Лекçейĕн сывлăхĕ хавшани пăшăрхантарать. Юлашки вăхăтра утаймиех пулса ларчĕ. Вырăн çинчен тăрасшăн мар. Ыратать пулмалла унăн. Шалтан. Анчах вăл айкашмасть, нăйкăшмасть. Ыратăвне чăтса ирттерет. Мархвана пурĕпĕр улталаймастăн, упăшки кунсерен нине курать вăл. Пĕррехинче вара Лекçей ирпе вăранаймарĕ. Ватă салтак никама систермесĕр, ыратăвне чăтса çут тĕнчерен уйрăлчĕ.
 
(Малалли пулать.)
 
: 1087, Хаçат: 37 (1129), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: