Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Халăхра пӳрт тăвасси арçын ĕçĕ теççĕ пулин те стройкăра, çав шутра каменщиксем хушшинче, хĕрарăмсем чылай. Сĕве хĕрринче Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче çуралса ӳснĕ Вера Ивановна Арабалеева (хĕр хушамачĕ Лискова) та стройкăра 1972 çултанпа вăй хурать.
-Эп нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Аттепе аннен ултă ача, тата пирĕнпе аттен йăмăкĕ пурăнатчĕ. Эп – пирвайхи ачи. Аслисене çăмăлтарах пултăр тесе сакăр класс хыççăнах, 15 çулта, Ульяновскри 9-мĕш профтехучилищĕне вĕренме кайрăм. Унта патшалăх вĕрентет, тумлантарать, çитерет, стипенди те парать. Хамăр ял хĕрĕсем те нумайăн професси илетчĕç кунта. Штукатур-маляр пулса тухрăмăр, - каласа парать вăл.
Вунçичĕ çулхи çамрăкăн ĕç биографийĕ 11-мĕш СМУра тытăнать. Вунвиçĕ çул штукатур-малярта ĕçлет.
-1985 çулта пуçлăхсем мана штукатур-малярсен бригадин бригадирне лартасшăн пулчĕç. Эп унччен çын вырăнне бригадира юлса пăхнăччĕ. Тĕрĕсне калатăп, бригада çав тери ĕçчен хĕрарăмсенчен тăмастчĕ. Çамрăксем туртма, эрех ĕçме кăмăллатчĕç. Хĕрӳ ĕç пынă вăхăтра пирус туртса вăхăт ирттермелле мар тесе каланине те илтмĕш пулатчĕç. Çавăнпа бригадир пулма килĕшмерĕм. Каменщиксен бригадине куçрăм. Ĕçе пĕлеттĕм, ал пыратчĕ. Бригадăра мана хаваспах йышăнчĕç. Арçынсем хушшинче тăватă хĕрарăмччĕ эпир. Облаçри тĕрлĕ районсенче фермăсем, колхозра ĕçлекенсем валли пурăнмалли çуртсем купаланă. Ульяновскра та эпир хăпартнă çуртсем пайтах. Курма кăмăллă. Çапла каменщикра ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухрăм, - тет Вера Ивановна.
Вăтăр çул ытла стройкăра ĕçлесе пултаруллă чăваш хĕрарăмĕн ятне пухусенче, хаçат страницисенче ырăпа кăна асăннă, ыттисене унран тĕслĕх илме сĕннĕ. «Ульяновскглавстрой» ăна темиçе хутчен те Тав хучĕсемпе, Грамотăсемпе, хаклă парнесемпе наградăланă. Вăл темиçе хутчен коммунистла ĕçĕн ударникĕ ятне, «Пилĕк çулхи плана тултарнăшăн» медале тивĕçнĕ. 1992 çулта ăна "Ульяновск облаçĕн тава тивĕçлĕ строителĕ" ят параççĕ.
Вера Ивановна тивĕçлĕ канура та килте лармасть. Паянхи кунччен стройкăра ĕçлет. Уйрăм çынсемпе е организацисемпе килĕшсе юлташĕпе штукатурка тăвать. Хулара халĕ çурт-йĕр хăпартакансем чылай. Ӳркенмен çынсене ĕç хăй шырать. Ачисемпе мăнукĕсене те пулăшасшăн вăл. Килте пенси укçине кĕтсе ларнипе малалла кайма çук.
Çуркуннерен тытăнса кĕркуннеченех тăван Каша ялне час-часах çӳреççĕ Арабалеевсем. Унта амăшĕн пахчине çимĕç лартаççĕ, пухса илеççĕ. Чуна киленме чечексем ӳстереççĕ.
Хĕллехи вăрăм каçсенче те Вера Ивановна ахаль лармасть. Хăш чухне ĕçрен хытă ывăнса килсен те канмалла тесе телевизор умне ал ĕç тума ларать.
 
 
Ульяновск хули.
 
: 824, Хаçат: 13 (1209), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: