Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кунтикаври ял администрацине кĕрсен унăн ĕçченĕсем шăпах «Канаш» хаçатăмăрăн çĕнĕ номерне сӳтсе яватчĕç.
-Эпир чи малтан хаçат страницисенче ентешĕмĕрсен сăнĕсем пурри-çуккипе кăсăкланатпăр,- терĕç кăмăллăн кулса. – Пирĕн çапларах сĕнӳ пур: ялти пĕр тăрăшуллă çын çинчен çыраймăр-ши? Ăна Леонид Сидоров тесе чĕнеççĕ. Вăл ял валли кӳлĕ тытрĕ, кирек мĕнле ĕçре те ял çыннисене пулăшу пама хатĕр.
Утмăлтан иртнĕ арçын çăмăл машинипе часах килсе çитрĕ.
-Вăтам пĕлӳ илсен тантăшсемпе салтака кайрăм. Таврăнсан ялти хӳхĕм хĕрпе Лидăпа çемье чăмăртарăм. Куçăмсăр майпа Пăвари ял хуçалăх техникумĕнче зоотехника вĕрентĕм. Унччен «Слава» колхозра тырă склачĕн заведующийĕ, кайран заправщик ĕçне шанса пачĕç. Вăл вăхăтра председательте Е.И. Галкинччĕ,- аса илет Леонид Кириллович.- Пĕррехинче вăл мана хăй патне чĕнсе илчĕ те çапла каларĕ: «Эсĕ халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултаратăн. Сана эпĕ бригадира лартасшăн. Мĕнле шутлатăн?» Эпĕ хирĕçлеймерĕм. Çапла эпĕ 8-9 çул бригадирта çӳрерĕм. Унтан мана ăратлă лашасем пăхакана çирĕплетрĕç».
Тивĕçлĕ канăва каяс умĕн сĕт-çу фермин заведующинче тата сурăх ферминче вăй хунă Леонид Кириллович. Канăва кайсан та ĕçсĕр ларман вăл. Хăй пӳрчĕ çумĕнче тахçан пулнă кӳлле çĕнĕ пурнăç панă. Акă мĕнлерех каласа парать вăл ун пирки:
-Пирĕн çумра çырма пурччĕ. Унта çăл куçсем пурри пирки эпĕ пĕлнĕ-ха. Çак вырăнта кӳлĕ тăвас шухăша та тахçанах пуçра тытатăп. Алă çитмен темелле. Виçĕ çул каялла çу кунĕсем пит шăрăх килчĕç. Çăлсем типрĕç. Пĕрре пирĕн ял пухăвне район пуçлăхĕ Х.В. Рамазанов килнĕччĕ. Эпĕ çавăнта хам шухăша тухса каларăм. «Кӳлĕ ман валли мар, ял халăхне кирлĕ, - терĕм. Ханяфи Валиевич ман пуçарăва ырларĕ. Ĕçе пуçарса вĕçне çитерме 35 пин укçа уйăрчĕ. Виçĕ çул каялла хам вăйпах ĕçе пуçăнтăм. Экскаватор тара тытрăм. Кунне пĕр пин тӳлесе кӳлĕ чавма тытăнтăмăр. Аялтан çăл тапса тухрĕ. Часах кӳлĕ шывпа тулчĕ. Хур-кăвакал, выльăх-чĕрлĕх кĕрсе шыва ан варалаччăр тесе йĕри-тавра карта тытрăм. Кӳлĕ тăршшĕ 35 метр, сарлакăшĕ – 15, тарăнăшĕ – 4. Тарăнрах пултăр терĕм. Ялта пушар таврашĕ сиксе тухсан ăна сӳнтермелĕх шыв пултăр. Таса шывра мĕншĕн пулă ĕрчетес мар? Тĕрлĕ пулă вăлчи туянса шыва ятăм. Халĕ унта çулла ачасем вăлтапа пулă тытса киленеççĕ. Хĕлле пăр çинче ярăнаççĕ.
Кăçалхи Кăшарни каçĕнче вăл ентешĕсене парне тунă: кӳлĕре вакă каснă. Çак уяв каçĕ кунтикавсем таса шыва чăмса тасалнă, паллах, уншăн ентешне тав тума манман. Ырă ĕç икĕ ĕмĕре юлать тенĕ халăхра. Ял халăхĕшĕн усăллă ĕç тума пултарнăшăн Леонид Кириллович чĕререн савăнать.
Кунсăр пуçне тата нумай пархатарлă ĕçпе палăрнă вăл ялта. Ял варринче Аслă вăрçăра пуçне хунисене асăнса палăк лартнă чух та, йĕри-тавра чăрăш тĕммисем лартнă çĕрте вăл хăй тракторĕпе пулăшнă. Шкул ĕçĕнче-и, ял тăрăхĕнче-и – яланах пулăшма хатĕр.
Леонид Кириллович ыр кăмăллă çын, шанчăклă мăшăр, юратнă ашшĕ, аслашшĕ тата кукашшĕ. Вĕсем мăшăрĕпе пĕр ывăл тата икĕ хĕр çуратса ура çине тăратнă. Халĕ Сидоровсен çичĕ мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук. Çакă мар-и ватлăхра йăпанмалли? Çавăншăн ĕмĕтленмен-и вĕсем ачисене çитĕнтернĕ чух?
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 827, Хаçат: 13 (1209), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: