Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра 1925 çулхи авăнăн 14-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Любовь Ивановна Ледюкова (Чатта) кун-çулĕ хура-шурă йĕрсенчен тăрать.
 
1921-22-мĕш çулсенче шурă финсем Совет Карелине тапăнсан, 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçă тапрансан Любовь Ивановна ашшĕ – Иван Сергеевич Чатта – тăван çĕршыв чиккисене сыхлать. Тыткăн тамăкĕнче асапланать. Ылтăн алăллă çын вăрçă вăхăтĕнче юхăннă тăван колхозне ура çине тăратма пулăшать. Мăшăрĕпе, Александра Никифоровнапа, ултă ача çуратса ӳстереççĕ, çын çине кăлараççĕ.
Люба, çемьери иккĕмĕш ача, шкулта пилĕк çул çеç вĕренме пултарать.
- Аттене финн вăрçинчен таврăнсан судсăр-мĕнсĕр тĕрмене хупса лартрĕç. Пĕтĕм хуçалăха, мунча таранччен, выльăх-чĕрлĕхе, икĕ лашана туртса илчĕç. Анне, пилĕк ачапа тăрса юлнăскер, терт вут-çулăмĕнче вĕтеленчĕ. Çĕрпе пĕлĕт хушшинче, мунчасенче пурăнма тӳрĕ килчĕ. Кӳршĕ-аршă хăйсен хӳттине илме хăратчĕ, мĕншĕн тесен вĕсене те «халăх тăшманĕсене» хăтлăх панăшăн айăплама пултарнă. Аттене икĕ çултан киле ячĕç. Вăл Аслă вăрçăран таврăнсан тепĕр шатрун çурт лартрăмăр. Çак хушăра пĕлӳ илме нимĕнле май та пулман. Вăрçă пуçланнă çул эпĕ вун улттăра пулнă. Çемьене тăрантарса пурăнма ватти-вĕтти таранччен колхозра вăй хунă. Хуçалăхра нимĕнле техника та çук. Пур ĕçсене те алă вĕççĕн тунă. Çирĕм пĕррере качча кайрăм. Хамăр ял ачинех – Алексей Антонович Ледюкова, - аса илет паян ентешĕмĕр.
Любовь Ивановнан мăшăрĕ те вĕреннĕ çын пулман. 1940-1946 çулсенче Совет çарĕнче тăнă. Вăрçăран (Венăран) медальсемпе, орденсемпе таврăннă Ледюков лейтенант мирлĕ ĕçе пуçăннă. Вăл ял Совечĕн секретарĕнче, ял лавккин сутуçинче, склад заведующийĕнче, ревизорта вăй хунă. Çичĕ класс пĕтернĕ Алексей Антоновича ялта «ураллă энциклопеди» сумлă ятпа тивĕçтернĕ. Вăл А.П.Чехов хайлавĕсене ытларах кăмăлласа шĕкĕлченĕ.
Шахматла ăста вылянă.
Любовь Ивановна мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех тар тăкнă: асфальт тăвакан завод тунă çĕрте, кайран çав завод кăларакан асфальтпа çул-йĕр хывнă, Çул-йĕр тăвакан управленире нумай çул хушши вăй хурса "Раççей Федерацин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ.
Любовь Ивановнапа Алексей Антонович Ледюковсем ултă ача çуратса ӳстернĕ. Пĕлӳ парса ура çине тăратнă. Вĕсен сакăр мăнук тата тăватă кĕçĕн мăнук. Кил хуçи 1992 çулта çут тĕнчерен уйрăлнă. Любовь Ивановна ачисен хăтлăхĕнче киленсе пурăнать. Тĕслĕхрен, çуллахи вăхăтра Кивĕ Улхашра тĕпленсе пурăнакан аслă хĕрĕ – Лидия – патĕнче канлĕхне тупать, хĕллехи вăхăтра – хулара. Материала çырнă вăхăтра Любовь Ивановна Вера ятлă хĕрĕ патĕнчеччĕ.
- Ачасем аван пăхаççĕ. Урасем вăрçă вăхăтĕнче окопсем чавнă вăхăтра шăнса пăсăлнипе паян утаймастăп. Эпĕ иккĕмĕш ушкăнри сусăр. Хăй вăхăтĕнче мăшăрăн ашшĕпе амăшне те пăхса пурăннă. Тирпейлĕн леш тĕнчене ăсатнă. Мĕн курмаллине курнă ĕнтĕ, йывăр пулнă, çапах та йĕрсе ларман – пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса пурăннă. Уявсенче, нимесенче савăнма та пĕлнĕ, - тет паянхи пурнăçпа киленсе пурăнакан Любовь Ивановна Ледюкова.
 
Чукун çул районĕ,
Луговой ялĕ.
 
: 671, Хаçат: 13 (1209), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: