Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче чăваш литературинче пысăк вырăн йышăнакан, чăваш литературин (тĕрĕсрех - калавĕн) ашшĕ шутланакан Иван Николаевич Юркин (Юркка Иванĕ) çуралнăранпа 150 çул çитрĕ. Юбилея писатель çуралнă Тутарстан Республикинчи Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнче анлă паллă тунă. Сумлă делегацисем Мускавран, Чăваш Республикинчен, Тутарстанри тĕрлĕ районсенчен тата Хусан хулинчен, Ульяновскран килсе çитнĕ.
Иван Юркинăн ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçĕн тĕп тапхăрĕ Чĕмпĕрпе çыхăннă. Вăл 1876-1880 çулсенче Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Çав çулсенче вăл шăпах литература ĕçне явăçнă, пĕрремĕш калавĕсене çырнă, халăх пултарулăхĕн тĕслĕхĕсене çыра-çыра илнĕ.
1882 çултанпа вăл Чĕмпĕр уесĕнчи тĕрлĕ вулăссенче писаре пулăшакан пулса ĕçлет, 1886 çулта Чĕмпĕр хулине куçать, кĕпĕрнери акциз управленине вырнаçать. Кунта вăл 32 çул инспекторта ĕçлет.
Иван Юркина Раççейри тăватă ăсчах обществин хисеплĕ членне суйланă. Вăл халăхăн сăмахлăх пурлăхне, тĕн ĕненĕвĕн уйрăмлăхне, йăли-йĕркине, чăвашсен православи тĕнне йышăничченхи юрри-ташшин уйрăмлăхне тĕпченĕ, вĕсене пухса çырнă. Унăн этнографи ĕçĕсене Н.И.Ашмарин, В.К.Магницкий, Н.Ф.Катанов, Н.В.Никольский, Г.Н.Потанин пысăк хак панă. 1890 çулта Мускав патшалăх университечĕ çумĕнчи этнографи обществи ăна ятарласа ун ячĕпе туса хатĕрленĕ бронза медаль парса чысланă.
Иван Юркинăн ĕçне Чĕмпĕр кĕпĕрнинче пысăк хакланă. 1914 çулта ăна музей ĕçне йĕркеленĕшĕн "Чĕмпĕр хулин Хисеплĕ гражданĕ" ят панă. 1916 çултанпа вăл Чĕмпĕрти краеведени музейĕн тĕп пăхавçи (хранитель) пулса ĕçленĕ.
Октябрьти революци хыççăн Иван Николаевич Юркин Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи статистика управленине ĕçе кĕрет. 1926 çулта пенсие тухать те пурнăçри юлашки тапхăрĕнче литература ĕçĕпе кăна пурăнать: тĕрлĕрен повеçсемпе калавсем, очерксемпе статьясем çырать.
И.Н.Юркинăн тăван литературăра ĕçлес хастарлăхĕ пысăк пулнă. Вăл чăваш культурине, литературине çĕклесе ярас тесе чунтан тăрăшнă. Чăвашсен паллă çыннисен - И.И.Иванов, А.В.Рекеев, Н.И.Золотницкий – ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе интересленнĕ, вĕсем пирки ăшă кăмăлпа çырнă. Писатель Ульяновсен çемйине те лайăх пĕлнĕ, Володя Ульянов гимназистпа пĕрре çеç мар курса калаçнă. 1899 çултах вăл шалти ĕçсен министерствине «Пăлхар» ятлă чăвашла хаçат кăларма ирĕк ыйтса çыру çырнă. Анчах патша правительстви ку ыйтăва сивленĕ, хаçат кăларма ирĕк паман.
Юркка Иванĕ 1943 çулхи хура кĕркунне вилнĕ. Ăна Ульяновскри Карл Маркс урамĕнчи масара пытарнă. Çĕршывра хаяр вăрçă пынă çулсенчи йывăр тапхăра пула унăн вил тăпри вырăнне çухатнă.
Пӳркелĕнче Иван Юркинăн ашшĕн кирпĕчрен купаланă çурчĕ паянхи кунччен ларать. Унта халĕ писатель, этнограф пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштаракан музей.
150 çулхи юбилей ячĕпе çак çурт çине гранитран тунă Асăну хăми çакнă.
Юбилейпа çыхăннă савăнăçлă лару ялти клубра иртнĕ. Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Анатолий Князев, Тутарстан чăвашĕсен ентешлĕхĕн ертӳçи Николай Угаслов, ТЧНКА ертӳçи Константин Яковлев, «Сувар» фонд ертӳçи Тимĕр Тяпкин, Ульяновскри «Еткер» телекăларăм редакторĕ Олег Мустаев сăмах илнĕ.
Олег Мустаев хăй сăмахĕнче Иван Юркинăн 19 ĕмĕр вĕçĕнчи 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи паллă чăвашсене пурне те курнине, вĕсемпе тачă çыхăну тытнине палăртнă.
Çирĕмĕш ĕмĕр вĕçĕнче писателĕн вил тăприне шыраса пăхнине каласа панă. Çав кун Ульяновскра 26 çынна Карл Маркс урамĕнчи масара пытарнă. Писатель вил тăприне тупайман.
Иван Юркин Н.Ашмаринпа туслă пулнине шута илсе Олег Николаевич чĕмпĕрсен ятĕнчен музея Ашмаринăн 1950 çулта пичетленсе тухнă словарьне тата ял вулавăшне кĕнекесем парнеленĕ.
 
: 763, Хаçат: 13 (1209), Категори: Паллa cынсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: