Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Алексей Васильевич Рекеев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ тĕле
 
Чăваш çут ĕçĕн историйĕн паллă страницисенчен пĕрне чăваш çырулăхĕпе литературин никĕслевçисенчен пĕри, питĕ пултаруллă вĕрентекен тата этнограф Алексей Васильевич Рекеев çырнă. Çак кунсенче вăл çуралнăранпа 165 çул çитет.
А.В.Рекеев 1848 çулхи пуш уйăхĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕрекен Пăва уесĕн (паян Тутарстан Республикинчи Теччĕ районĕ) Кăнна-Кушки ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Пăрăнтăкри удел шкулĕнче, Чĕмпĕрти вĕрентӳçĕсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнче (чăваш халăх историйĕнчи пĕрремĕш наци шкулĕ) вĕреннĕ. Пĕтернĕ хыççăн ялта тата Хусанти ют йăх-несĕл вĕрентӳçисен семинарийĕ çумĕнче чăваш пуçламăш шкулĕн вĕрентекенĕнче тăрăшнă. 1878 çулта паллă вырăс миссионерĕ тата çутта кăлараканĕ Н.И.Ильминский ыйтнипе Рекеева тиек ятне панă. Вăл семинари çумĕнче уçнă кил чиркĕвĕнче кĕлĕ тунă, Кивĕ Эйпеçре священник тивĕçĕсене пурнăçланă, кайран Теччĕри вĕрентекенсем хатĕрлекен семинарире ĕçленĕ.
А.В. Рекеев И.Я.Яковлевăн пĕррĕмĕш вĕренекенĕ пулнă (вĕсем пĕр ялта, пĕр çулта çуралнă). Пĕлӳ-çыру саракан çамрăк та пултаруллă ентешĕ патĕнче вĕреннĕ анчах мар, унпа пĕр шухăшлă çын, çывăх тусĕ пулнă. Вăл çĕнĕ чăваш алфавитне тата малтанхи букварьсене хатĕрленĕ çĕре хастар хутшăннă. Пуçламăш шкулсенче вăй хунă май сăнавлă майпа вĕрентӳ хатĕрĕсенчи ăс паракан материалсене тĕрĕсленĕ, çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. И.Я.Яковлев ертсе пынипе Рекеев Евангели, Псалтырь, Апостол, тĕн историйĕсене тата ытти Турă кĕнекисене вырăсларан чăвашла куçарнă.
Алексей Васильевич чăвашсен аваллăх япалисене, чăваш халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене пухнă, Чĕмпĕрти чăваш халăх вĕрентĕвĕн институчĕ çумĕнче историпе этнографи музейне йĕркеленĕ çĕре хутшăннă. Унăн ĕçĕсем – «Из чувашских преданий и верований», «Разные чувашские моления», «Симбирская чувашская школа в её первоначальном виде», «Чуваши» тата ыттисем – ят-сум çĕнсе илнĕ.
Вĕрентӳçĕ ĕçĕнче 25 çул тăрăшнă ятпа ăна II степеньлĕ Çветтуй Анна орденĕпе чысланă.
Алексей Рекеев 1932 çулхи юпа уйăхĕнче вилнĕ. Ăна Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнче Кивĕ Эйпеçре чиркӳ çумне пытарнă. 2009 çулхи çу уйăхĕнче чыслă лару-тăрура çак ялта ун палăкне уçнă.
Чăваш Республикин патшалăх кĕнеке палатин фондĕнче А.В. Рекеев пурнăçĕпе пултарулăхне çутатакан кĕнекесемпе статьясем нумай упранаççĕ.
 
: 932, Хаçат: 13 (1209), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: