Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри Засвияжски районĕнче Наталья Корункова ячĕллĕ урам пур. Кам вăл? Мĕнле ĕçпе палăрнă?
1918 çул. Чĕмпĕр хулинче вăрă-хурах пуçтахланать. Вĕсем милици тата çар тумĕсене тăхăнса пĕр вăтанмасăр çаратса çӳреççĕ. Хăрушсăрлăх органĕсемпе вăрă-хурах хушшинче хĕрӳ «вăрçă» пырать. 1918 çулхи акан 24-мĕшĕнче пĕр çапăçура Василий Корунков чекиста вĕлереççĕ. Ку инкек Тагай ялĕнче пулса иртнĕ. Чĕмпĕртен ятарлă уголовлă шырав ушкăнĕ килсе çитнĕ. Çак преступление куракансем каланă тăрăх, вĕлерекенĕн пичĕ çинче çĕвĕ вырăнĕ уççăнах палăрнă. Корунковăн икĕ ачапа тăрса юлнă арăмĕ – Наталья – упăшкишĕн тавăрма тĕв тăвать. Вăл черезвычайлă комитета (ЧК) пырса хăйсен ретне йышăнма ыйтать. Хастар хĕрарăм мĕнпур операцие хутшăнать. Пур çĕрте те çĕвĕллĕ питлĕ арçынна шырать. Арçын вăхăт-вăхăт Проломная урамĕнчи хупахра (кабак) каннине пĕлсен уголовлă шырав комитечĕ çак вăрă-хураха тытма васкавлă план тăвать. Наталья çакăнта савăт-сапа çăвакана вырнаçать. Сахал мар вăхăт тертленме тивет ăна ӳсĕрсем хушшинче. Акă пĕр кун хупаха хăй ушкăнĕпе çак арçын пырса кĕрет. Наташăн чĕри сиксе тухасла тапма тытăнать. Пăлханнине палăртас мар тесе хăйне лăпкă тытма тăрăшать, арçынсен калаçăвне тимлĕ тăнлать. Вĕсен сăмахĕнчен вăл хурахсем Сĕве хĕрричи заводăн кассине çаратма хатĕрленни пирки пĕлет. Пуçлăхĕ – хайхи арçын – Шрам ятлăскер. Чăн ячĕ – Степан Муштаков.
Наталья çак хыпара чекистсене пĕлтерме васкать. Хĕç-пăшаллă ушкăн часах çак вырăна персе çитет. Вĕсемпе Наталья та. Хĕрӳ çапăçу тытăнать. Икĕ чекиста вĕлереççĕ, Наталья Корункована пуçран йывăр амантаççĕ. Вилнĕ тесе виççĕшне те кĕпер çинчен Сĕвене ывăтаççĕ. Наталья тарăн мар тĕле лекет. Юн юхтарса çыран хĕрне ишсе тухать, юлашки вăйне пухса килне çитсе ӳкет. Ирхине ăна пульницана ăсатаççĕ. Операци тăваççĕ. Натальйăн сывлăхĕ лайăхланать. Кама пула кассăна çаратма май пулманнине пĕлсен Шрам хытă вĕчĕрхенет. Наталья пульницара выртнине пĕлсен вăл хĕрарăм выртакан палатăна вирхĕнсе кĕрет. Чирлисемпе тухтăрсен умĕнчех Наташăна тăнлавран персе вĕлерет.
Вăрă-хурахсен ирсĕр ĕçĕсем çинчен тепĕр кунне пĕтĕм хула пĕлет. Чекистсем Шрама тытса персе пăрахма тĕв тăваççĕ. Часах вăл чекистсен аллине лекет.
1985 çулта Ульяновск облаçĕнчи шалти ĕçсен управленийĕн пуçарăвĕпе Ульяновскри пĕр урама Наталья Николаевна Корункова ятне пама йышăннă. Паттăрла пуçĕсене хунă милиционерсен хушшинче унăн сăн ӳкерчĕкĕ те пур.
 
: 1005, Хаçат: 13 (1209), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: