Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Повесть
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 10-12-мĕш номерсенче.)
 
Сантăр Антонпа тата Мишшапа çеç юлсан вĕсене çитĕннĕ çынсем вырăнне хурса калаçу пуçласа ячĕ.
- Эпĕ сирĕнпе Санька аппăр пурăнать тесе илтнĕччĕ. Вăл ăçта?
Ывăлĕсем пуçĕсене усрĕç. Чи малтан Антон сăмах пуçларĕ.
- Атте, Санька аппа иккĕмĕш кун килте çук. Ашшĕпе амăш çуртĕнче питĕрĕнсе ларать. Сăмакун ĕçет. Калама та аван мар, атте, ун патне ĕçке ернĕ хĕрарăмсем пуçтарăнаççĕ теççĕ. Вăрçăра вилнĕ упăшкисемшĕн хуйхăрса эрех ĕçеççĕ, имĕш.
- Санька аппа питĕ чирлĕ, каçса кайсах ӳсĕрет, юн хăсать. Чирĕ те хăрушши, теççĕ, ерекенни – чахотка, - хушса хучĕ Мишша.
Сантăр пуçĕнче хăрушă хыпар çуралчĕ: «Чăнах та, ачасене чир ерме пултарать. Ермен пулсан… Мĕн тумалла? Тен, вăл çавăнпа ачасенчен уйрăмтарах пурăнма шут тытнă. Хуйхăпа сăмакун ĕçме вĕреннĕ».
Хĕрачасем çăвăнса килнĕ хыççăн çемье сĕтел хушшине ларса кучченеçсене çирĕ, чей ĕçрĕ. Шăпăрлансем часах çывăрса кайрĕç. Аслисем те кил-çурта тирпейлесе пĕтерсен хăйсен вырăнĕсене кĕрсе выртрĕç. Сантăр çеç питĕ ывăннă пулсан та çывăрса каяймарĕ. Мунча çумĕнчи утă капанĕнчен маçтăрланă хӳшĕре тарăн шухăша путрĕ: «Шăллăма унăн савнийĕпе çыхланса кайса намăслантартăм. Вăл, мĕскĕн, вăрçăран таврăнаймарĕ. Пĕрремĕш çулах паттăрла вилĕмпе çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Каçару ыйтса та ĕлкĕреймерĕм. Наталипе те сывпуллашаймарăм. Ăçта, Хусанăн хăш вырăнне чиксе хучĕç-ши сана, мĕскĕнĕм? Каçар, мăшăрăм, тăван кил-çуртăмăрта та тирпейлесе пытараймарăм сана. Санькапа çыхланса таса юратăва вараланăшăн та каçар. Атте-анне умĕнче пысăк парăмра. Эсир нимрен хăрамасăр вунă ачана хăвăр ытамăра илнĕ, интерната паман. Мĕнле пулсан та Санькана та тав. Вăл аттепе аннене тирпейлесе пытарнă. Манăн ачасене хăй хӳттине илнĕ. Аван-и, начар-и – çак кунччен пурăннă. Ачасене шкула та çӳреттернĕ. Вăхăта сая ямасăр унпа тĕл пулса калаçас пулать. Унăн – сипленмеллех. Пульницана вырнаçтарăп. Ачамсене те рентгенпа çутатса тĕрĕслеттермелле. Турă сыхлатăр. Вĕсене хăшне-тĕр Санькаран чир ернĕ пулсан?..» Вăрçă салтакĕн куçĕ майĕпен хупăнса пычĕ.
Сантăр тепĕр кун кăнтăрлаччен çывăрчĕ. Зоя апат çиме чĕнсен тин хӳшĕрен тухрĕ. Мунчара юлнă ăшă шывпа тепĕр хут çăвăнчĕ те пӳрте кĕчĕ. Кăнтăрла иртеспе çар комиссариачĕн ĕçченĕ тата почта уйрăмĕн пуçлăхĕ «вăрттăнлатнă» чăматансене тиесе пычĕç. Кӳршĕ-аршă вĕсене пушатнине тимлĕн сăнаса тăчĕ. Хăшĕ-пĕри Сантăр çакăн пек пурлăхпа вăрçăран таврăннăшăн кĕвĕçрĕ те пулĕ. Теприсем ăнланса: «Турă курса тăрать. Çурма тăлăха юлнă вунă ачана парне тăвать», - терĕç.
Чăматансене уçса пăхсан Сантăр хăй те, ачисем те сĕре савăнчĕç. Çимелли те çителĕклĕ – уйăх пурăнма пулать. Пусма тавраш – куçа йăмăхтараканни: пурçăн, парча… Хĕр пĕрчисем валли хуть те мĕн çĕлĕ. Çĕлемелли машинине те чиксе янă, «Зингер» текеннине. Кунта арçын ачасем валли тем те пур. Çемье тĕпелĕшĕн кĕмĕл чашăк-тирĕк тĕрлĕ тĕсли. Сăран атă-пушмак… Пурте малашнехи пурнăçра кирлисем. Прокопьевсен çемйи питĕ савăнчĕ. Салтака курма пыракансем те парнесĕр юлмарĕç.
Сантăр каç пулсан Санька патне çул тытрĕ. Унăн пурнăçĕ çинчен пĕлмеллех! Чунсене уçса калаçмаллах!
Самай кивелнĕ, тайăлма ĕлкĕрнĕ çурт алăкĕсем – уçă. Сантăр тĕттĕм пӳлĕме асăрханса кĕчĕ. Сăмакун шăрши кĕрет.
- Санька, эсĕ килте-и?
- Килте, ку кам пулчĕ-ха?- ыйтрĕ хĕрарăм çыхланакан чĕлхипе.
- Эпĕ ку, Сантăр.
- Мана ан аташтарăр. Сантăр вăрçăран таврăнман-ха…
- Таврăнтăм, Санька, таврăнтăм. Çут лампуна, нимĕн те курмастăп.
Хĕрарăм аран-аран кравать çинчен çĕкленсе сĕтел çинчи краççын лампине çутса ячĕ. Хăй патне пынă арçын çине шăтарасла пăхрĕ.
- Чăнах та Сантăр иккен… - урăх нимĕн калаймасăрах кравать çине йăванса кайрĕ.
Сантăр ăна пит çăмартинчен çупкаларĕ, сивĕ шывпа пĕрĕхрĕ. Хĕрарăм куçне уçрĕ.
- Сантăр, сана тинех кĕтсе илтĕм. Вилсен те хăрушă мар, Турра çеç тав тунă пулăттăм.
Хĕрарăм вăй пухса тăрса ларнă хыççăн калаçу пуçланчĕ.
- Эсĕ мĕн тăватăн пĕр пĕччен çак çуртра? Хăрамастăн та-и? – ыйтрĕ Сантăр. – Мĕншĕн ачасем патне таврăнмастăн?
- Хăрасси-мĕнĕ маншăн тахçанах пĕтнĕ. Юлашки кунсене пурăнатăп. Эпĕ – чирлĕ. Питĕ хытă, сывалайми чирлĕ, Сантăр. Чирĕм ачасене ересрен хăратăп. Çавă кăна. Хам вилни маншăн Турă парни çеç пулĕ. Халĕ вилме хăрамастăп. Эсĕ таврăнтăн.
- Ун пек калаçнă ан пултăр. Çывăх кунсенчех сана пульницана леçетĕп. Чĕртеççех. Пурăнăпăр çапла, ерипен. Санька, питĕ тав сана аттепе аннене, ачасене пăрахманшăн. Эпĕ саншăн тем тума хатĕр, - куççульне пытармасăрах пăшăлтатрĕ Сантăр хĕрарăма хăй çумнерех туртса илсе.
- Ан перĕн мана, чир ерме пултарĕ. Чĕрĕлесси пулмастех. Чир ытла шала кайрĕ. Кунĕн-çĕрĕн ӳсĕрсе юн хăсатăп. Атте-анне чирĕ хăйĕннех тăвать пулмалла. Чăнах та, эпĕ питĕ хавас эсĕ вăрçăран тĕрĕс-тĕкел таврăннăшăн. Чунăма вăй кĕрсе кайрĕ. Турра тав, ачасем пĕччен юлмарĕç. Ашшĕ таврăнчĕ. Каçар, ытти амăшĕсем пек пăхаймарăм вĕсене. Килте кăштах пулаттăм та тухса тараттăм. Хуйхăма эрех ĕçсе пусарма вĕрентĕм. Ман çинчен киревсĕр калаçнине ан ĕнен. Сансăр пуçне манăн урăх арçын пулман…
- Санька, эсĕ чĕрĕлетĕнех! Атя киле каятпăр. Мунчара ăшă шыв пĕтменччĕ-ха. Çăвăнса тасалăн, урăлăн. Ыран малашне мĕнле пурăнмаллине сӳтсе явăпăр.
- Çук, Сантăр, çутăличчен кунтах çывăрса урăлăп. Ачасем умне çак пит-куçăмпа мĕнле курăнас? Эсĕ кай, ачасем пăшăрханма тытăнĕç. Эпĕ ирех вĕсем вăраниччен пырăп…
Сантăр анăранă пуçĕпе килне таврăнчĕ. Ачисем, чăнах та, нумайăшĕ çывăрма выртнă. Аслисем кăна ашшĕне кĕтсе крыльца çинче чĕтресе лараççĕ.
- Мĕн туса ларатăр? Халех çывăрма выртнă пултăр! - вăрçам пекки турĕ ашшĕ ачисене. – Чӳречесене хупăр, часах вăйлă çил-тăвăл пуçланать пек туйăнать.
Сантăр хӳшĕре вырнаçрĕ. Санька калани пуçĕнчен тухмарĕ. Пуçне çавăрчĕ.
Тĕлĕрсе кăна кайнăччĕ – ялта кăшкăрашни, чан çапни илтĕнсе кайрĕ.
- Пушар! Пушар! Пушар! – кăшкăрчĕç  ял çыннисем.
Сантăр хӳшĕрен сиксе тухса урампа витресем йăтса чупакансенчен Санька çурчĕ çуннине пĕлчĕ.
- Санька, мĕн туса хутăн! – терĕ те çил пек ун çурчĕ еннелле вирхĕнчĕ.
Вăл çитнĕ çĕре çурта вут хыпса илме ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Пушар сӳнтерме пынă çынсем нимĕн тăва пĕлменнипе тулли витрисемпех хытса тăраççĕ. Çурт патне çывхарма май çук – пĕçертет.
Сантăр пĕр çынран брезент плащне туртса илчĕ. Ăна тăхăниччен тата тăхăнсан хăй тăрăх шыв яртарттарчĕ. Пĕтĕм кӳлепине йĕпе плащпа хупласа çунакан пӳртелле вирхĕнчĕ.
Çунакан пӳртре кравать çинче тăнсăр выртакан Санькана йăтса илсе каялла тухасшăн пулчĕ. Виçĕ-тăватă утăм çеç тумаллаччĕ – çунакан çурт Сантăрпа Санькана хупласа та хучĕ. Пăхса тăракан халăх харăссăн ахлатса ячĕ…
Пушар сӳнтерекенсен çирĕплетĕвĕпе, Санька çывăрма выртас умĕн çунакан лампăна сӳнтермен пулнă иккĕн. Вăйлă çилпе чӳрече уçăлса кайнă та сĕтел çинчи лампăна урайне ӳкернĕ. Краççын самантрах урайĕнче сарăлса çурт ăш-чиккине вут хыпса илнĕ. Вилнĕ пек çывăрса кайнă ӳсĕр хĕрарăм мĕн пулса иртнине тавçăрса илеймесĕрех тăнне çухатнă…
IV
Натали хула пурнăçне хăнăхса пычĕ. Вăл хăй кам пулнине ăнланса çитеймест пулин те унпа çĕнĕ пурнăç шăпи хуçаланнине туйма пуçларĕ. Тĕлĕкĕсенче те тĕлĕнмелле япаласем курăнма тытăнчĕç: кашнинчех унран аллисене тăсса вунă ача пулăшу ыйтать. Мĕнле, кам ачисем вĕсем? Хĕрарăм ăнланаймасăр пуçне çĕмĕрттерчĕ. Тĕлĕкĕсем çинчен мăшăрне каласа пачĕ. Исхаков профессор вĕсене амнези чирĕпе çыхăнтарса ăнлантарма тăрăшрĕ. Çын психики пачах улшăнать, имĕш, вăл темĕн çинчен те тĕлĕксем курма пултарать.
Профессор аллă çул тултарнине паллă тума Исхаковсем патне ĕçтешĕсем, тăванĕсем пуçтарăнчĕç. Наталие апат-çимĕç хатĕрлеме мăшăрĕн пулăшаканĕсем пулăшрĕç. Пĕтĕм хваттере тирпей-илем кĕртрĕç. Исхаковсем патшалăх çурчĕн виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерĕнче пурăнаççĕ. Профессорăн ачисем çук. Мăшăрĕ виççĕмĕш ачине çуратнă чухне вилсе каять. Малтанхи икĕ ачи те чунсăр çуралать.
Натали профессоршăн – чун пирĕштийĕ. Ĕçчен, питĕ сăпайлă, тирпейлĕ, илемлĕ хĕрарăма вăл чунран, чĕререн юратать. Уншăн тӳперен чи çутă çăлтăра татса пама хатĕр. Тепри пулсан, тен, мăшăрĕ иртнĕ пурнăçне аса илменнишĕн савăнса пурăннă пулĕччĕ. Вăл – кулянать. Мăшăрĕ хăй пурнăçне таврăнтăр тесе, укçи-тенкине шеллемесĕр Раççейри паллă тухтăрсем патне сипленме илсе çӳрет. Мăшăрне иртнĕ пурнăçне тавăрса парса телейлĕ тăвассишĕн хыпса çунать. Натали телейлĕ пулмаллах тесе ĕмĕтленет. Ар хутшăнăвне те кĕмест. Мăшăрĕн асĕ таврăнсан хăйĕн чăнлăхĕнчи ирĕклĕ юратăвĕпе киленĕве кĕрессине чăтаймасăр ĕмĕтленет.
Хăнасене мăшăрĕпе паллаштарнă хыççăн профессор вĕсене кĕрекене ларма йыхравларĕ. Хăй çумне, паллах, Наталие лартрĕ. Вăл ăна кĕçĕр пĕр ĕç те пурнăçлаттарасшăн мар.
Натали вырăсла та, тутарла та пĕлсех кайманнипе калаçăва хутшăнмасть. Уншăн профессор хăй ытларах калаçать. Натали вула-çыра пĕлменнипе те хăйне ыттисенчен катăккăн туять. Хăнасем ăна витĕр кураççĕ пек туйăнать. Профессор мăшăрне сыпăкăн-сыпăкăн вулама, çырма вĕрентсе пычĕ пулин те Натали пурпĕрех вĕреннĕ çынсем умĕнче çухалса каять.
 
(Вĕçĕ пулать.)
 
: 909, Хаçат: 13 (1209), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: