Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шупашкарта тухса тăракан «Тантăш» хаçат пĕлтернĕ тăрăх, Раççейри чи паллă футбол командинче — Мускаври «Спартакра» — чăваш каччи Николай Фадеев вылять.
Фадеевсен çемйи Чĕмпĕрте пурăнать. Хăйсен тăван ялĕ вара – Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчи Яманчурел. Ашшĕ хоккейла ăста вылянă, амăшĕ йĕлтĕрпе хытă чупнă. Коля сăран мечĕкпе тăхăр çулта чухне туслашнă. Вăл Çĕнĕ хулари П.А. Дементьев тренер ертсе пыракан «Старт» командăшăн вылянă. Вуниккĕре чухне Н.Фадеев ача-пăча ăмăртăвне хутшăнать. Кунта ăна Мускавран килнĕ специалистсем асăрхаççĕ, «Спартакăн» спорт шкулне пыма йыхăраççĕ. Çапла вара 12 çулхи ача ашшĕ-амăшĕ килĕнчен тухса каять.
Пултарулăхне, ĕçченлĕхне пула чăваш ачи ӳсĕм хыççăн ӳсĕм тăвать, «Спартак» клубăн дубль командине (иккĕмĕш команда) лекет. Пĕррехинче официаллă вăйăра тĕп команда йышĕнче те выляма тӳрĕ килет ăна. Ку 2012 çулхи авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче пулса иртет. Çак кун «Спартак» Раççей кубокĕн 1/16 пайĕнче Белгородра «Салют» командăна çĕнтерет. Малтан чăваш каччи тапăнса вылякан пулнă, халĕ сулахай енче хӳтĕленсе вылять.
Халĕ Николайăн тĕллевĕ – тренировкăсенче нумайрах тар тăкса ĕçлесси, тренерсене хăйĕн пултарулăхне туллин кăтартасси, тĕп командăна лексе унта тытăнса тăрасси. Специалистсем палăртнă тăрăх, Турă пани пур унăн. Унпа пĕрлех Н.Фадеев Мускаври патшалăх физкультура заведенийĕнче вĕренет, тренер специальноçне алла илет.
Чăвашла пĕлетĕн-и тесен Николай çапла хуравлать: «Пĕлетĕп. Сутса яратăп тесе калаймăп, анчах выçă та вилмĕп чăвашсем çеç пурăнакан вырăна лексен. Ача чухне лайăхрах калаçаттăм, халь кăшт манăçать чĕлхе. Килте аттепе анне чăвашла çеç пуплеççĕ, çавăнпа чĕлхене ачаран ăша хывса ӳснĕ».
«Тантăш» çырнă тăрăх, "Спартакри" тапăнса вылякан паллă футболистăн — Артём Дзюбăн – амăшĕ те чăваш иккен. Апла Николай «Спартакри» пĕртен-пĕр чăваш мар.
 
: 899, Хаçат: 13 (1209), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: