Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнă.
Кĕпĕрнаттăр президента регионти авиаци промышленность аталанăвĕ, регионта çĕкленекен Раççейри пĕртен-пĕр аэропортăн уйрăм экономика зони çинчен, аэрокомпозит материалĕсене туса кăларакан завода тăвас ĕç вĕçленсе пыни пирки каласа панă. Вăл Раççей Президентне авиаци промышленноçне аталантарма пулăшнăшăн тав тунă:
«Эсир пулăшнипе эпир 39 самолёт пуçтарма килĕшӳ тунă. Пĕрлешӳллĕ авиаци корпорацийĕпе тачă çыхăнса сирĕнпе пĕрле палăртнă проекта пурнăçа кĕртме тытăнтăмăр. 2014 çул тĕлне виçĕ самолёт хатĕрлеме палăртнă: РФ оборона министерстви, инкеклĕ ĕçсен министерстви тата РФ Правительстви валли,- тенĕ Сергей Морозов. - Проекта пурнăçа кĕртессипе пĕрлех Ульяновскри «Авиастар-СП» предприятие çĕнететпĕр, çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтеретпĕр. Çур çул хушшинче завода тата 400 çынна ĕçе йышăнмалла. Унсăр пуçне промышленность лаптăкне 640 гектара çитерме палăртнă (халĕ 120 гектар). «Авиастар-СП» Раççейре тата Европăра чи пысăк завод пулмалла».
 
Тĕнче уçлăхне тĕпчекенсене — медаль
Ульяновск область правительстви Раççей космонавтикин федераци дипломне тивĕçнĕ. Ăна Мускавра «Космос для жизни, для людей!» ятпа иртнĕ пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцийĕнче 2012 çулта тунă ӳсĕмсемшĕн панă.
Унсăр пуçне облаçри космос ыйтăвĕпе ĕçлекен инноваципе вĕрентӳ центрĕн (вăл УлПУ çумĕнче вырнаçнă) ертӳçине Виктор Журавлёв профессора К.Э. Циолковский ячĕллĕ медаль парса чысланă.
Конференци ĕçне мĕнпурĕ 44 регион хутшăннă. Ульяновскри космос центрĕн çыннисем пухăннисене уçлăхри вĕçев теорийĕпе практикăра мĕнлерех усă курнипе паллаштарнă. Центрăн тĕп тĕллевĕ – шкул ачисемпе студентсем тата космоспа çыхăннă организацисенче вăй хуракансем валли вĕрентӳ никĕсĕ хатĕрлесси.
 
Çынсен ыйтăвĕсене пăхса тухнă
Саккунсем кăларакан Пухура иртнĕ канашлура облаçри çынсене канăçсăрлантаракан ыйтусене пăхса тухнă.
Пĕрремĕшĕ: коммуналлă тӳлевсем ӳссе пыни, çынсене мĕншĕн тӳлемеллине ăнлантарайманни. Саккунсем кăларакан Пухăвăн председателĕ Борис Зотов промышленность, транспорт, строительство тата çур-йĕрпе коммуналлă хуçалăх комитетне юлашки пилĕк çулта çак тӳлевсем мĕнле ӳснине йĕрлесе отчёт тума хушнă.
Иккĕмĕшĕ: çĕр, экологи, çут çанталăкпа усă куракан комитетне ял хуçалăхĕнчи йывăр лару-тăрăва шута илсе (удобренисен, ял хуçалăх техникисен, çункăç хакĕсем пысăк) саккунсене улшăну кĕртме проект хатĕрлеме хушнă.
Виççĕмĕшĕ: нумай ачаллă çемьесене çурт лартма тӳлевсĕр çĕр уйăрасси. Хальхи вăхăтра пилĕк пине яхăн çемье çĕр илнĕ. Анчах унта коммуникацисем тăсассипе çул тăвассине халĕ те татса паман. Социаллă политика комитечĕн ыйтусене мĕнле майпа татса парасси пирки шутламалла.
Канашлура ял клубĕсене çĕнĕрен хута ярассипе, çĕнĕ çемьесене хваттер туянма субсиди парассипе çыхăннă ыйтусене тата граждансен çырăвĕсене те сӳтсе явнă.
 
: 992, Хаçат: 14 (1210), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: