Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Ульяновскри «Мир» Культура çуртĕнче И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă Чăваш культура кунĕ иртрĕ. Йĕркелӳçи – УОЧНКАн Çĕнĕ Ульяновскри уйрăмĕн председателĕ Зоя Рейтер.
Уяв пуçламăшĕнче пухăннисем чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я.Яковлев пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан сăн ӳкерчĕксенчен хатĕрленĕ фильм курчĕç. Хулари чăваш юхăмне çутатнă çĕре тăтăш хутшăнакан хастар çынсене Çĕнĕ Ульяновск муниципаллă пĕрлĕхĕнче культура пайне ертсе пыракан Анна Кольчугина тав турĕ, чи маттуррисене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Чыслава тивĕçнисем хушшинче: Çĕнĕ Улхашри вăтам шкул директорĕ Надежда Утриванова, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентӳçи Светлана Кудряшова, «Эревет» халăх ансамблĕн пултарулăх ертӳçи Станислав Толстов тата ыттисем те. УОЧНКА Хисеп хутне Зоя Рейтерăн çумĕ Василий Артемьев тивĕçрĕ. «Çĕнĕ Ульяновск хулинче шăпах вĕсем чăваш культурине сӳнме памасăр пархатарлă ĕçсем йĕркелесе илсе пыраççĕ, кунта пурăнакан чăвашсене явăçтараççĕ»,-тенĕ унта.
Зоя Михайловна Патриар-хăмăрăн «Халалне» вуланă чухне залра шăплăх хуçаланчĕ. «Ĕненĕр Раççее, юратăр ăна. Вара вăл Сирĕншĕн амăшĕ вырăнне пулĕ»,- вĕçлерĕ те сăмахне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки сцена çине вырăнти ветерансен хорне («Татьяна» халăх хорĕн ертӳçи – В.А. Чумичкина) чĕнчĕ.
Савăнăçлă концерт вăраха тăсăлчĕ. Çĕнĕ Ульяновскри Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Çĕмĕрт» юрă ушкăнĕн солисткисем – Алёна Аюгина, Наталья Ильдиярова, Раиса Куракина тата Зоя Рейтер – ентешĕ Григорий Лисков çырнă «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» юрра юрласа пачĕç. Çĕнĕ хуларан килнĕ пултаруллă чăваш, сăвăç-çыравçă, таврапĕлӳçĕ Лаврентий Данилов пурне те ăшшăн саламласа çуркунне çинчен çырнă сăввине вуларĕ. Çичĕ эрне маларах чĕнсе хунă хăнасем – Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашпа Чăвашкасси пикисем – чăвашла ташласа-юрласа тĕлĕнтерчĕç. Сарпикесем ашшĕ-амăшĕпе, шкулпа клуб ĕçченĕсемпе пĕрле пухăнса килнĕ. «Хам çуралнă кĕтес мана тем пек илĕртет, ентешсем инçе çула кĕскетсе мана хавхалантарма паянхи уява килсе çитнĕшĕн чĕререн тав тăватăп»,-терĕ Зоя Афанасьева-Рейтер ачасене пылак парнесем парса. (Спонсорĕ – «Глобус» кондитер фабрикине уçакансенчен пĕри – Анатолий Кочков).
Чăваш чĕлхипе культура кунĕн шăнăрĕ Çĕнĕ хулари «Руслан» Культура керменĕ çумĕнчи «Эревет» халăх юрă ушкăнĕ (пултарулăх ертӳçи – Станислав Толстов) пулчĕ. Эреветçĕсем Çĕнĕ Ульяновск çыннисене илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Тулли кăмăлпа йышăнчĕç вĕсем Веронийăпа Станислав Толстовсем парнеленĕ юрра.
Уяв пĕтмĕшĕнче Зоя Рейтер ăна йĕркелесе ирттерме пулăшнă çынсене: Çĕнĕ Ульяновск хулин пуçлăхне Геннадий Деникаева, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн ертӳçине Людмила Сабитована, хăй ертсе пыракан «Çĕмĕрт» ушкăн солисткисене, «Эревет» халăх ушкăнĕн пултарулăх ертӳçине Станислав Толстова тата пултаруллă юрăçисене, Çĕнĕ Улхаш шкул ачисене – чун-чĕринчен тав турĕ.
 
: 977, Хаçат: 14 (1210), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: