Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи вĕрентӳ министерстви тата Ульяновскри вĕрентӳ ĕçченĕсен пĕлĕвне ӳстерекен институтпа Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ 2013 çулхи акан 23-мĕшĕнче Ульяновск хулинче «Хальхи вĕренӳре И.Я.Яковлевăн педагогикăри еткерлĕхне ĕçе кĕртесси» Пĕтĕм Раççейри ăслăлăхпа практика конференцине ирттереççĕ.
Чăваш халăхне çутта кăларнă Патриархăмăр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул тултарнине халалланă регионсем хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ Ульяновскри вĕрентӳ ĕçченĕсен пĕлĕвне ӳстерекен институтра иртет. 10 сехетре пуçланать.
Ун хыççăн «Губернаторский» Культура керменĕнче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнĕ ятпа савăнăçлă лару иртет, вăл 15 сехетре пуçланать. Унта тĕрлĕ хуласенчен тата ялсенчен килнĕ çынсем хутшăнаççĕ.
Вĕçĕнче Шупашкартан килнĕ "Çавал" ансамблĕн пысăк концерчĕ пулать.
 
: 841, Хаçат: 14 (1210), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: