Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
УОЧНКА филиалĕсен йышĕ çак кунсенче тепре ӳсрĕ. Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ, Ульяновскри сĕтел-пукан тăвакан комбинатăн директорсен канашĕн пред-седателĕ, УОЧНКА пред-седателĕн çумĕ А.Г. Еленкин пуçарăвĕпе Ульяновскри Чукун çул районĕнче облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн уйрăмне йĕркелерĕç, ăна «Килĕшӳ» ят пачĕç.
Ун пекки Ульяновскра çукчĕ-ха, çавăнпа ку ĕçре район малта пынине палăртмалла. Йĕркелӳ конференцине 30 çынна яхăн хутшăнчĕ. Вĕсен шутĕнче Ульяновск хули пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ П.К.Столяров, Ульяновск хули Думин депутачĕ Н.А.Лазарев, «Инвестстрой М» фирма пуçлăхĕ В.А. Фёдоров, «Мишар» фирма пуçлăхĕ М.В.Селивестров тата ыттисем.
УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев ку пуçарăва ырларĕ, чăваш наци юхăмĕнче çĕнĕ хастарсем хутшăннăшăн савăннине пĕлтерчĕ, çаплах автономин кулленхи ĕçĕсем тата планĕсем пирки каласа пачĕ.
А.Г.Еленкин ку ĕçе çамрăксене явăçтармалли, тăван чĕлхене сармалли, культурăна çине тăрса аталантармалли пирки каларĕ, кунта пуçтарăннисем кашни хăй йĕри-тавра ентешсене пухмаллине, тăван халăхшăн ырă ĕçсем тумаллине пĕлтерчĕ.
Уйрăмăн Канашне суйларĕç, унта 21 çын кĕчĕ. Председатель пулма вара Винновка рашчин пуçлăхĕн çумне Вячеслав Николаевич Буяндукова суйларĕç. Вăл Чăнлă районĕнчи Пухтел ялĕнче çуралнă, Чăнлă посёлокĕнче ӳснĕ, культура пĕлĕвĕ илнĕ.
В.И. Сваев çĕнĕ уйрăма И.Я.Яковлев Халалне тĕпе хурса ĕçлеме сунса В.Н. Буяндукова Патриархăмăрăн портретне парнелерĕ.
Хальлĕхе Чукун çул районĕнчи уйрăм Хрустальная урамри 40 а çуртра вырнаçнă («Согласие» центр). А.Г.Еленкин пĕлтернĕ тăрăх, малашне ун валли ятарлă пӳлĕм уйăрса парĕç. Автономи уйрăмĕн электрон адресĕ: kiliеshу73@mаil.ru.
Анатолий Георгиевич çитес вăхăтри плансемпе паллаштарчĕ, Ульяновск хулинче Шупашкартан илсе килнĕ кĕнекесене сутма пуçласси пирки каларĕ.
 
: 980, Хаçат: 14 (1210), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: