Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мария Лаврентьевнапа Иван Михайлович Леонтьевсем пĕр-пĕриншĕнех çут тĕнчене килнĕ тейĕн. Иккĕшĕ те пĕр çулхисем: кил хуçи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче, мăшăрĕ çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче 73 çул тултараççĕ.
Иван Михайлович Тутарстанри Çĕнĕ Упире çут тĕнчене килнĕ. Шкул çулĕсенчех Чапаев ячĕллĕ колхозра çитĕннисемпе юнашар çур акине, вырмана хутшăннă. Вунçиччĕре Коми АССРĕнче пăравус машинистне вĕренсе тухать те Усть-Кулом районĕнчи Смолянка ятлă посёлокра машинист пулăшаканĕнче вăй хурать. Вăл вăхăтра пăравуссене вутăпа ĕçлеттернĕ-ха. Ĕçĕ йывăр та яваплă пулнă.
Мария Лаврентьевна – Саплăкран. Ăна Коми çĕршывне ФЗОна (школа фабрично-заводского обучения) вĕренме янă.
Çамрăксем пĕр-пĕринпе туслашса çемье çавăраççĕ. Çемьеллĕ пурнăçпа малалла пурăнма вăй пухсан Ульяновск облаçне – Арски ялне – куçса килсе тĕпленеççĕ. Кил хуçи выльăх-чĕрлĕх ферминче ĕне сунă çĕрте операторта вăй хурать.
Çемьере виçĕ хĕр тата икĕ ывăл ӳссе çитĕнеççĕ. Çемье çавăрса ашшĕпе амăшне 9 мăнук парнелеççĕ. Паян Леонтьевсен мăнукĕсен ачисем виççĕн ĕнтĕ.
Питравра Мария Лаврентьевнапа Иван Михайлович алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе 52 çул утнине паллă тăвĕç. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет, ĕнер кăна вĕсем ылтăн туй тенине паллă тунăччĕ. Ун чухне вĕсене ятарласа Веронийăпа Станислав Толстовсем нумай-нумай юрă парнеленĕччĕ.
Иван Михайловича çуралнă кун ячĕпе ачисем, кинĕсемпе кĕрĕвĕсем, мăнукĕсемпе мăнукĕсен ачисем, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем малашне те нумай-нумай çул пĕр-пĕрне юратса телейлĕн пурăнма çирĕп сывлăх, чăтăмлăх сунаççĕ.
 
: 948, Хаçат: 14 (1210), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: