Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Анатолий Петрович Сидоров майор Павловка посёлокĕнче пурăнать. 2002 çултанпа тивĕçлĕ канура пулин те районти суд приставĕнче вăй хурать.
 
Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Упи ялĕнче çуралса ӳссе вунă класс пĕтерсен çамрăка салтака илсе каяççĕ. Таврăнсан вăл Ульяновскри пушар чаçне вырнаçать. Кунта бокспа туслашать.
Пушар хуралĕн тытăмĕнче виçĕ çул ĕçлесен СССР шалти ĕçсен министерствин Ивановкăри сăрт-ту техника училищине вĕренме каять. Кунта та бокса явăçать. Ăмăртусене хутшăнса чемпион ятне илет.
Училищĕрен лейтенант званипе тухать. Çамрăк лейтенанта Ульяновск облаçĕнчи Павловка посёлокне ĕçлеме яраççĕ. Вăл инструкторта, милицин аслă участковăйĕнче тата ытти должноçсенче ĕçлет. Майора çити ӳсет. Тăван вырăнтан таçта аякра хăйĕн юратăвне тупать. Çемье чăмăртаса çакăнтах тымар ярать. Сад ĕрчетет. Унта вĕллесем лартать. Вĕллисене хăй аллипе ăсталать. Тăрăшуллăскер хăй садне çăтмаха çавăрса кӳршĕ-арша тĕлĕнтерет.
Йĕркене юратаканăн çемьере те йăлтах йĕркеллĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ икĕ хĕр çуратса ӳстернĕ, аслă пĕлӳ илме пулăшнă, качча панă. Сидоровсен йăпанмалăх пĕр мăнук пур. «Канаш» хаçат пирки илтсен çемье пуçĕ çырăнма пулчĕ.
Сидоровсен çемйине Павловкăра хисеплисенчен пĕри теме пулать.
 
: 796, Хаçат: 14 (1210), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: