Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Нагаткинри «Исток» социаллă учрежденире ватăсен нушисене чĕрепе туякан çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсен хушшинче – Людмила Гусарова.
 
Пирĕн тăрăха вăл Чăваш Енри Шăмăршă районĕнчи Хĕрлĕ Пылчăк ялĕнчен килсе тĕпленнĕ. Сакăр класс пĕтерсен штукатур-маляр профессине алла илнĕ. Икĕ çул çурт-йĕр тунă çĕрте ĕçлесе професси шайне туптанă.
«Çак ĕçе пĕлни мана пурнăç тăршшĕпех кирлĕ пулчĕ. Харпăр çуртра куллен юсамалли тупăнса тăрать,- тет Людмила Анатольевна йăл кулса.-Кайран специальноçа улăштарма тиврĕ. Шăмăршăра сутуçа вĕренсе тухрăм, универмагра ĕçлерĕм. Çемье чăмăртасан ывăлпа хĕр çуралчĕç. Анчах мăшăр пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Пит йывăр пулчĕ çак хуйха чăтса ирттерме. Вăхăт йăлтах сиплет. Пирĕн универмага Чăнлă районĕнчи Ивашевка ялĕнчен (халĕ вăл ял çук) Гена ятлă çамрăк çын колхоз ĕçĕпе час-часах кĕрсе тухатчĕ. Вăл колхоз председателĕн çумĕччĕ. Мана куç хыврĕ. Ик-виç уйăхран пĕрлешрĕмĕр. 1984 çулта пире ачасемпе Аслă Нагаткина пурăнма илсе килчĕ. Мана валли кунти универмагра та ĕç тупăнчĕ. Часах пирĕн ывăл ача çуралчĕ. 1997 çулта универмаг çуртне социаллă комитета парсан унпа пĕрле мана та куçарчĕç. Çавăнтанпа эпĕ социаллă комитет ĕçченĕнче вăй хутăм. 2006 çултанпа — «Исток» центрта».
Вун çичĕ çул килĕштерсе пурăннă хыççăн Геннадий Сергеевич чĕре чирĕпе тăрук вилсе каять. Яланах хаваслă çӳрекен упăшкин пурнăçĕ çапла вăхăтсăр татăласса тĕлĕкре те тĕлленмен Людмила Анатольевна. Малалла ачисене пĕчченех ӳстерет. Аслă ывăлĕ авланать, мăнук парнелет. Савăнса пурăнмалли чух унăн çуртне каллех инкек килсе шаккать. Ку хутĕнче 36 çулхи аслă ывăлĕ чире пула пурнăçран уйрăлать. Кинĕ ывăлĕпе тăрса юлать. Мăнукĕ халĕ техника университечĕн студенчĕ ĕнтĕ.
Людмила Анатольевнашăн халĕ «Исток» пулăшу центрĕ иккĕмĕш кил пекех. Ушкăнра вăхăт иртнине те сисмест вăл. Тивĕçлĕ канура пулин те юратнă ĕçне пăрахма васкамасть. Уйрăм çуртпа ывăлĕпе пурăнать. Хĕрĕ Мускавра тĕпленнĕ.
-Эпир ватăсемшĕн тăван вырăнĕнче,- тăсать калаçăва ентешĕмĕр.- Вĕсем ыйтнине йăлтах тивĕçтерме тăрăшатпăр. Районти кашни ялта тенĕ пекех пур нушаллă çынсем. Районĕпе мĕнпурĕ 220 ватă е сусăр. Кашнин çумне пăхакана çирĕплетнĕ. Эпир районти икĕ специалист тата учреждени пуçлăхĕ Татьяна Белозёрова çак ĕçе йĕркелесе пыратпăр. Кунсăр пуçне хăнăхнă йăлапа хамăн ватă кӳршĕ-арша та май пур таран пулăшатăп. Кашниншĕн чун ыратать. Вăй-халсăр çынна хĕрхенни кирлĕ. Ватлăх пурин патне те çитет, çакна манас марччĕ пирĕн.
 
: 820, Хаçат: 14 (1210), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: