Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кивĕ Улхашра ирĕклĕ майпа кĕрешсе пĕртăван Майрабеевсен парнисене илессишĕн регионсен хушшинчи 5-мĕш турнирĕ иртрĕ. Унта пилĕк регионтан – Ульяновск, Самар облаçĕсенчен, Мордови, Тутарстан, Чăваш Республикисенчен — килнĕ 200 ытла спортсмен хутшăнчĕ.
Георгий Васильевич тата Пётр Васильевич Майрабеевсем çак ялта çуралса ӳснĕ, кунти шкулта вĕреннĕ. Н.А.Узеринов тренер патĕнче спортра пĕрремĕш утăмсем тунă. Георгий — спорт маçтăрĕн кандидачĕ, Раççей шайĕнчи турнирсен çĕнтерӳçи, халĕ Ульяновскра пурăнать, «Автофорум» фирмăна ертсе пырать. Пётр — спорт маçтăрĕ, СССР чемпионачĕн бронза призёрĕ, тетĕшĕ патĕнче аслă маçтăрта вăй хурать.
Ăмăртăва уçма Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов, район администрацин социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ А.А.Узиков, Ульяновск хули пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, Хула Думин депутачĕ П.К.Столяров, УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев, спорт маçтăрĕн кандидачĕ,полици подполковникĕ А.П.Вражкин тата ытти хисеплĕ хăнасем килсе çитрĕç. Турнира йĕркелекенсем вĕсен мăйĕсем çине асăнмалăх медальсем çакса ячĕç, сувенирсем пачĕç. Çаплах тăван шкулне музыка центрĕ парнелерĕç, пĕрремĕш тренерне те парнесĕр хăвармарĕç.
-Хресчен ачисем – Пётрпа Георгий – тарпа пиçсе ӳснĕскерскем, спортра та пысăк çитĕнӳсем тума пултарчĕç, халĕ те хăйсен çынлăхне, тăван çĕршывăн патриочĕсем пулнине кăтартаççĕ. Вĕсем Раççейĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшаççĕ, ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтараççĕ. Вĕсем пуçарнă турнир регионсен хушшинчи ăмăртăвах çаврăнчĕ. Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр! – терĕ хăй сăмахĕнче Ханяфи Валиевич.
Вăл Майрабеевсене Грамота тата сувенирсем пачĕ.
Тухса калаçакансем çамрăксене çине тăрса вĕренме, спортпа аппаланма чĕнчĕç, çĕршыва юрăхлă çынсем пулма сунчĕç.
Турнира тăваттăмĕш хут килекен хăна, Мордови Республикинчи Атяшево район администрацинчи çамрăксен ĕçĕсен тата спорт пайĕн пуçлăхĕ Д.П.Горбунов вара турнира çапла хакларĕ: «Эпир кунта кашни çул хаваспах килетпĕр, кăçал пирĕн командăра 10 кĕрешӳçĕ. Ку ăмăрту Атăлçи федераллă округри чи лайăх турнирсенчен пĕри тесе шутлатăп. Кивĕ Улхашра питĕ кăмăллă кĕтсе илеççĕ, ачасене шкул столовăйĕнче тӳлевсĕр апатлантараççĕ. Ăмăртăва яланах вăйлă спортсменсем хутшăнаççĕ, кунта хамăрăн вăя чăннипех тĕрĕслеме пулать. Майрабеевсем çĕнтерӳçĕсене, призёрсене медальсемсĕр, кубоксемсĕр тата Дипломсемсĕр пуçне самаях пысăк укçа-тенкĕ параççĕ. Ку ачасемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ».
Ăмăрту 1996-2003 çулхи арçын ачасем тата хĕрачасем хушшинче иртрĕ. Вĕсене виçĕ ушкăна уйăрнă. Малтан икĕ кавир çинче кĕрешрĕç, юлашки тытăçусем спортзалта пулчĕç.
Юлашкинчен турнирăн тĕп судйи Б.А.Чернов çапла пĕлтерчĕ: командăсем хушшинче Аслă Нагаткин сортсменĕсем (тренерĕсем А.С.Трифонов, И.Б.Чернов) çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăна кавир хуçисем (Н.А.Узеринов) тухрĕç, виççĕмĕшсем – Ирçел (В.А.Тражуков) кĕрешӳçисем.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 796, Хаçат: 14 (1210), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: