Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕпе Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕн, атом промышленноçĕн ветеранĕн, вăрçă ачин Борис Кириллович Ильинăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – утмăл çул.
1973 çулта марксизм-ленинизм университетĕнчен вĕренсе тухнă. Хăйĕн пурнăçĕнче спортпа туслă пулнă: футболла вылянă, аллă çул тултариччен Димитровградра йĕлтĕрпе чупассипе иртекен хула ăмăртăвĕсене хутшăннă. Паян та çитмĕл пилĕк çулти ветеран хваттерти чӳречерен пăхса лармасть. Культура керменĕнче иртекен наци уявĕсене хастар хутшăнать. Эпир те унпа Димитровградри пултаруллă чăвашсем Патриархăмăр И.Яковлев çуралнăранпа 165 çул тултарнине халалласа ирттернĕ Чăваш культура кунĕнче тĕл пулса калаçрăмăр.
Борис Ильин 1937 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Ямбак (халĕ вăл Çĕнĕ Малăкла рабочи посёлокĕн пĕр урамĕ) ялĕнче çуралнă. Çемьере тăххăрмĕш ача пулнă. Ашшĕне, Кирилл Ильина, шăпи çĕршыври виçĕ вăрçа хутшăнма пӳрнĕ. Пĕрремĕш тĕнче, граждан тата Аслă вăрçăсенчен виççĕшĕнчен те вăл Çĕнтерӳпе таврăннă. Ачисене çамрăкран Тăван çĕршыва юратма, тăшмансенчен хӳтĕлеме, ирĕклĕхшĕн кĕрешме вĕрентнĕ.
Çемье пысăк пулнăран никамăн та килте кĕрĕк арки йăваласа ларма ирĕк пулман. Пурин те кашăк тытма пуçласанах хăйĕн мĕнле те пулин тивĕçĕ пулнă. Борис Ильинăн ĕç биографийĕ 1952 çултанах пуçланать. Шкултан вара чăваш ачи 1956 çулта вĕренсе тухать. Икĕ çул Семипалатинскри юхан шыв училищинче кимĕ-карап механикне вĕренет.
— Виçĕ тапхăр Иртыш юхан шывĕпе Китай чиккинчен пуçласа Çурçĕрччен – Шурă каçсем таран ишрĕм, – аса илет Борис Кириллович. – Палăртнă çул питĕ пысăк, хăрушла радиаци вырăнĕ витĕр иртетчĕ. Ахăртнех, 1958 çул Совет çĕршывĕнче атом хĕç-пăшалне хăвăрт та тухăçлă тĕпченĕ çул пулнă. Ун пирки нумай калаçатчĕç.
1960-1963 çулсенче Борис Ильин хĕсметре пулать. Çар тивĕçне Кавказра пурнăçлать. «Учебка» хыççăн ишекен ПТ-76 танк механик-водителĕ пулса тăрать. Иккĕмĕш çул вĕреннĕ вăхăтра Азербайджанра Баку хулинче ракета установкин (механизмĕн) механик-водителĕ специальноçне алла илет.
- Демобилизаци хыççăн 1963 çулта Мелекеса таврăнтăм,-малалла тăсать аса илӳ çăмхине хисеплĕ ветеран.- НИИАРăн ăшăпа электричество ĕçлесе тăвакан станцийĕнче тăрăшрăм.
Ирпе – ĕçе, каçпала – киле. Унта юратуллă çемье кĕтет. Анчах та Борис Кирилловичăн чунĕнче тем канăçсăр. 1964 çулта вăл Сызрань хулине шăл техникне вĕренме кайма шутлать. Икĕ çул ăслăлăх чулне кăшлать, медицинăри, тĕрĕсрех каласан стоматологири вăрттăнлăхсене тĕпчет, тишкерет. 1966 çултан тытăнса – унтанпа 47-мĕш хĕл каçнă! — паянхи кунчченех НИИАРăн медицинăпа санитари чаçĕнче шăл техникĕ пулса тăрăшать. Аслă категориллĕ специалист. 1981 çулта Борис Ильин Мускавра тĕнчипе паллă Дойников профессор патĕнче пĕлĕвне ӳстерет. Çакна пурнăçĕнчи тепĕр ăнăçăвĕ тесе шутлать.
- Çитмĕл пиллĕкре пурнăç тытăнать çеç, çакна эпĕ тин ăнлантăм. Арăм, Елена Владимировна, мана ăнланать. Ăрăва малалла тăсакансем ăслă та çаврăнăçуллă. Пире хавхалантараççĕ, юратаççĕ вĕсем. Çавăнпа хамăр та ачасемпе мăнуксене пурне те пулăшу аллине тăсатпăр,- терĕ Борис Кириллович сывпуллашса.
 
 
Димитровград хули.
 
: 827, Хаçат: 14 (1210), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: