Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кунтикаври ача садне 15 ача çӳрет. Галина Владимировна Альмеева повар вĕсене куллен тăватă хутчен тутлă апат-çимĕç çитерет.
Кунтикав шкулĕнчен 1999 çулта вĕренсе тухнă хыççăн Ульяновскри медколледжра медсестра профессине алла илессишĕн тăрăшать хĕр. Унтан тăван ялах таврăнать, виçĕ çул медпунктра ĕçлет. Анчах «оптимизаци» ятпа çӳрекен «сокращение» лексе ĕçсĕр тăрса юлать. Кунтикав пек пысăк ялта пĕр фельдшер кăна тăрса юлать.
-Эп ачасене питĕ юрататăп. 2008 çулта шкул çумĕнче садик уçăлчĕ, медсестра ставки пулманнипе повара ĕçлеме илчĕç. Халь ку ĕç питĕ килĕшет. Пĕчĕкскерсем куçран пăхса тавтапуç тутлă апатшăн тесе калани мĕне тăрать! Ырă сăмахсем илтсен чун савăнать, пурнăç илемлĕрех туйăнать. Куллен ирпе 7.30 сехете садика килетĕп. Тăхăр сехет тĕлне пăтă пĕçеретĕп, кăнтăр апачĕ валли хатĕрлетĕп, кахал апачĕ тĕлне кукли-пулкă пĕçерме чуста хурса лартатăп. Пĕчĕк ачасене çитересси - пысăк яваплăхлă ĕç: çимĕçĕ паха пулмалла, апачĕ ытлашши вĕри те мар, сивĕ те мар. Шкул столовăйĕнче ĕçленипе шкул поварĕпе пĕр-пĕрне яланах пулăшатпăр. Садикран хамăрăн икĕ ача та тухрĕ. Халь пĕри пĕрремĕш класра, тепри виççĕмĕшĕнче вĕренеççĕ, - каласа парать вăл.
Ача садĕнче, шкулта апат çитерекенсен халĕ пĕр çăмăллăх – çимĕçе района е область центрне кайса илмелле мар, ятарлă çынсем кӳрсех параççĕ. Ашшĕ-амăшĕ садикшăн тӳлекен укçа та çимĕç туянма каять. Пĕр ачашăн кунне 25 тенкĕ, нумай ачаллă çемьесем 13 тенкĕ тӳлеççĕ. Çитмен укçана патшалăх парса саплаштарать.
Шкула, садика çӳрекен ачасем пулсан ял пĕтменнине, пурнăç малалла тăсăлнине пĕлтерет. Кунтикав ялĕнче садика килмелли ачасем татах пур-ха. Вĕсене кунта кĕтеççĕ. Галина Альмеева вара тутлă апат çитерме шантарать.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 849, Хаçат: 14 (1210), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: