Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ хулари 5-мĕш поликлиникăра тĕрлĕ наци çыннисем килĕштерсе вăй хураççĕ. Вĕсен хушшинче, паллах, чăваш хĕрарăмĕсем те нумай. Тĕслĕхшĕн регистратура уйрăмĕнче ĕçлекен Н.Н.Александрована тата шăл сиплекен тухтăра пулăшакана Г.А.Ярмуллина-Цыпле нкована илер.
Наталья Николаевна Чăваш Республикин Канаш районĕнчи Яманкасра çуралса çитĕннĕ. 1987 çулта Шупашкарти педагогика институтĕнчен историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Мăшăрĕпе – Николайпа (тивĕçлĕ канура) – икĕ ывăл çуратнă. Константин Мускавра нанотехнолог профессине вĕренет, Александр кăçал вăтам шкул пĕтерет.
Галина Анатольевна Тутарстан Республикинчи Теччĕ районĕнчи Кушкуйра çут тĕнчене килнĕ. Пăвари медицина колледжĕнче пĕлӳ илнĕ. Вăтăр виçĕ çул медицина тытăмĕнче тăрăшать. Мăшăрĕпе – Пётрпа – ывăлпа хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Андрей – снабженец, Настя – финансист.
- Поликлиникăра ĕçлеме хăйне евĕр пултарулăх кирлĕ. Чăтăмлăх. Чирлисен кăмăлне тупса сывалма хавхалантармалла, - теççĕ чăваш хĕрарăмĕсем. – Чăваш ятне те ярас килмест.
Вĕсене ĕçтешĕсемпе пуçлăхĕсем, сывалма пынисем хисеплеççĕ. Ахальтен мар поликлиника ертӳçисем Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă.
 
 
Ульяновск хули.
 
: 885, Хаçат: 14 (1210), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: