Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1 кг пылак хĕрлĕ-сарă пăрăç, 1,5 кг хĕрлĕ помидор, 300 грамм шурă пуçлă купăста, 200 грамм кишĕр, 3-4 пуçлă сухан, 4-5 йӳçĕ панулми, 1 стакан ӳсен-тăран çăвĕ, панулми уксусĕ, тăварпа сахăра тутанса пăхса ямалла.Кишĕрпе вăрринчен тасатнă пан улмине шултра тёркăпа хырмалла е улăм пĕрчи евĕр турамалла. Пылак пăрăçа вăрринчен тасатмалла та çаврашкан турамалла. Купăстана, помидорпа сухана вĕтĕ турамалла. Савăта ӳсен-тăран çăвĕ, сухан, пăрăç, помидор, кишĕр ямалла, çулăм çине лартса вĕреме кĕртмелле. Унтан купăста, панулми, тăварпа сахăр хушмалла та вăйсăр çулăм çинче 15 минут ăшаламалла. Вĕри салата пăшăхланă банкăсене ямалла та виткĕçпе хупмалла.
Пахча çимĕçе ăшаламасăр пăтратса маларах хатĕрленĕ банкăсене тултарма та пулать. Кун пек чухне вĕсене виткĕçпе питĕриччен вĕри шыв янă кастрюле лартмалла, шывĕ вĕреме кĕнĕ самантран 15 минут стерилизацилемелле.
Сливăпа пан улми мармелачĕ
3 кг слива, 1 кг пан улми, 2 кг сахăр кирлĕ.
Çунă пан улмипе сливăна аш арманĕ витĕр кăлармалла, 1 кило сахăрпа хутăштармалла. 140-160 градус таран хĕртнĕ духовкăна лартмалла, алăкне уçă тытмалла, юлнă сахăра пĕчĕкшерĕн – мармелад çăраличчен – хушса пымалла. Вĕрискере банкăсене ямалла та виткĕçпе хупмалла.
 
: 904, Хаçат: 37 (1129), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: