Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çут çанталăк хăйĕн майĕпе
Тыткăна илет асамĕпе.
Кĕр иртсессĕн хĕл çитет,
Кăпăш юрпа вăл витет.
 
Çаврăнать шыва юр çур çитсен,
Тумласем тумлаççĕ пӳрт çинчен.
Ăшă - хĕвел хĕртнипе,
Уçă - çилĕ вĕрнипе.
 
Çуллахи çумăрлă пĕлĕтсем
Калăн, вĕсем манăн ĕмĕтсем.
Ырă – пурăнас килет,
Мана тыткăна илет.
 
Мухтанатăп хамăн ялăмпа,
Мухтанатăп хам халăхăмпа.
Ман ял - Сĕве хĕрринче,
Илемĕ - ун тĕрринче.
 
Туртăнатпăр ялан малалла,
Чакас килмест пирĕн каялла.
Асăмра - тавралăхăм,
Каша ялĕ, халăхăм…
 
 
Çуркунне
 
Çуркунне хĕвел хĕртет,
Сивĕ хĕле хĕсĕрлет.
Çырма тулса çул уçать,
Çуркаланса пăр юхать.
 
Йывăç-курăк ешерет,
Кавирпе çĕре витет.
Хĕвел мерчен сапалать,
Çумăрĕ – аллать, аллать…
 
Кайăксем те таврăннă,
Çĕн йăвасем çавăрнă.
Çуркунне – урăх тĕнче,
Кашни çыннăн чĕринче.
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 1009, Хаçат: 14 (1210), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: