Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(К а л а в)
 
Пуш уйăхĕнче самаях ăшăтса ячĕ. Икĕ кун çумăр çурĕ, тепĕр кун янкăр тӳпене çутă хĕвел хăпарчĕ. Пӳрт умĕнчи юр лаштăртатса путма пуçларĕ. Сукмаксем те тусрĕç.
Пиллĕкмĕш класа каякан Кавĕрле шкултан килсе апатланчĕ те урама тухрĕ, уткаласа çӳрерĕ. Ура айĕнчи юр путать, аялтан шыв тухать.
Вăл икĕ çул каялла пулса иртнине аса илчĕ. Ун чухне ăна аслăраххисем юр çинче чавса хунă шăтăка чăмтарнăччĕ. Ун атти кунчинчен шыв кĕнĕччĕ, вăл йĕре-йĕре килне чупнăччĕ. Шăтăкне чавса хуракансем ахăлтатса кулнăччĕ.
Кавĕрле пуçне кавар шухăш пырса кĕчĕ: «Эп халь хам та пысăк ĕнтĕ.Час эп те кама пулин путаратăп!» Вара вăл кĕреçе илсе тухса хăйсен умĕнчен иртсе каякан сукмак çинче тарăн шăтăк чаврĕ. Ăна кĕрпеленнĕ юрпа тултарчĕ, çиелтен саралнă-хуралнă юрпа виткелерĕ. Хăй çынсене кĕтме пуçларĕ.
Кăштах тăхтасан икĕ кил урлă пурăнакан вунă çулхи Тимĕр хапхаран тухрĕ. Кавĕрле ăна: «Кил кунта, вылятпăр! – тесе чĕнчĕ. Лешĕ сукмак тăрăх ним шутламасăр чупса килет. Кавĕрле шăтăкĕ патне çитсен лаштăр! турĕ те анса кайрĕ. Ун чĕркуççийĕ те курăнмасть. Аллипе тыткаласа шăтăкран аран тухрĕ те йĕрсе ячĕ. Икĕ атти кунчинчен те сивĕ шыв кĕнĕ. Ку вăхăтра Кавĕрле пĕр чарăнми ахăлтатса кулчĕ. Вăл: «Çуркунне шыва путмасăр çуллана кĕтсе илейместĕн!» – тесе ахăлтатать. Тимĕр вара атти ăшĕнчи шывне шампăртаттарса килнелле чуптарчĕ.
Эх, савăнчĕ Кавĕрле хăйĕн пултарулăхĕнчен! Кунпа кăна çырлахмарĕ вăл. Шăтăка каллех шыв серепи туса майлаштаркаласа хучĕ. Хăй унталла-кунталла уткаласа çӳрет, урам тăрăх пăхкалать. Темиçе минутран урама кӳршĕ Якур тухрĕ – вăл çиччĕмĕш класра вĕренет. Ун аллинче йывăçран ăсталанă самолёт, пропеллерне çутă шăвăçран тунă, вăл çиле хирĕç тăрсан палтăртатса çаврăнать, хĕвел çутипе йăлтăртатать. Кавĕрле самолётсене питĕ кăмăллать, вĕсем вĕçсе иртсе кайнине кашнинче курăнми пуличчен пăхса юлать. Хальхинче те юлташĕн аллинче йывăç самолёт курсан чăтса тăраймарĕ, ун патне чупма тытăнчĕ. Анчах хăй чавнă шăтăк патне çитрĕ те унта лаштăртатса анса кайрĕ. Халь ĕнтĕ хăй атти туллиех — çурхи шыв! Ури кӳтсе кайрĕ. Çан-çурăмĕ тăрăх сивĕ хăпарать. Вăл шăтăкран чĕркуçленсе, тăват уран утса, тапаланса тухрĕ те хапхаран вирхĕнсе кĕрсе кайрĕ…
Ваттисем ахальтен каламан çав: çын валли шăтăк ан чав, унта хăвах сикĕн!
 
: 920, Хаçат: 14 (1210), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: