Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Повесть
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 10-13-мĕш номерсенче.)
 
Хăнасем юбиляра чысласа чылай вăхăт ларчĕç: парнесем пачĕç, юрларĕç, халал сăмахĕсем каларĕç. Мăшăра телейлĕ те вăрăм кун-çул сунчĕç.
Ĕçкĕ-çикĕ вĕçленсен те хваттере, сĕтел çине тасатса профессор пулăшаканĕсем хăварчĕç.
- Эсĕ мана кун пек ачашлантарсан халапри патша арăмнех çаврăнăп, - терĕ Натали мăшăрне хăнасем тухса кайсан.
- Эсĕ маншăн капла та патша арăмĕ!...
Çывăрма выртиччен профессор паянхи юлашки хыпарсене пĕлесшĕн пулса радиона ĕçлеттерме тытăнчĕ. Респуб-ликăра кун хушшинче пулса иртнĕ хыпарсемпе хĕрарăм диктор паллаштарчĕ. Рустемпа Наталие юлашки хыпар тĕлĕнтерсе ячĕ. Республикăн кăнтăрти пĕр районĕнче синкер пулнă иккен. Пушарта хĕрарăмпа арçын çунса вилнĕ. Вунă ача тăлăха юлнă.
- Рустем, тăванăм, арçынни – Сантăр, хĕрарăмми – Санька, ачисем – кашни каçах ман тĕлĕкĕме кĕрекеннисем! – кăшкăрса ячĕ Натали. – Манран пулăшу ыйтса аллисене тăсаканнисем. Пирĕн вĕсене усрава илмеллех. Çук, Рустем, аса илтĕм, вĕсем – ман ачамсем, манăн юн тумламĕсем! Тĕрĕс, манăн тĕпренчĕкĕмсем. Юн шыв мар, унăн туртăмне улталаймăн, - йĕчĕ хĕрарăм мăшăрне пӳрнисемпе чĕпĕте-чĕпĕте.
Профессор мăшăрне хыттăн ыталаса пит-куçĕнчен чуптурĕ, тĕрлĕ сăмахсем каласа йăпатрĕ. Хăй те савăннипе, тĕлĕннипе куççуль юхтарчĕ. Çак хушăра Натали тăнне çухатса лĕпсĕр кайрĕ.
Рустем васкавлă пулăшу чĕнтерчĕ. Мăшăрне республикăн тĕп пульницин неврологи уйрăмне илсе кайрĕ. Çĕрĕпех унăн кравачĕ умĕнче ларчĕ.
Натали пĕр эрнерен тăна кĕрсе куçне уçрĕ. Куннехинче иккĕшне те. Çапла пулса тухнине ăнланса илеймесĕрех пĕрремĕш сăмахĕсем:
- Зоя, Нина, Антон… - пулчĕç.
Профессор сиплекен тухтăра чĕнтерттерчĕ.
- Тинех асĕ кĕрсе пыма тытăнчĕ. Анчах вăл питĕ вăйсăрланнă. Нимĕнле ыйту та ан парăр, - терĕ невропатолог.
Сестрасене сиплев меслечĕсем сĕнсе Натали аллинчи юн тымарĕнчен укол тутарттарчĕ. Ун хыççăн ятарлă медицина хатĕрĕпе юн тытăмне организма çирĕплетмелли эмел яма хушрĕ.
- Мишша, Сергей, Зина, Ольга… - пăшăлтатрĕ те Натали çĕнĕрен куçне хупрĕ.
Рустем Ибрагимовичăн чăтăмлăхĕ пĕтрĕ – йĕме тытăнчĕ. Куçĕнчен сăрхăнакан куççуль тумламĕсем мăшăрĕн çамки çине тумлама тытăнчĕç.
- Ан йĕр, Рустем… Вĕсем – ман ачасем… Манăн юн тумламĕсем… Никандр, Семён, Валентин… Сантăр мăшăрăм…
- Виççĕмĕш хут çуралтăн, Натали. Виççĕмĕш хут. Виççĕмĕш хут Пирĕшти пулса çут тĕнчене килтĕн. Чăн пурнăçа таврăнтăн, чунăм, - çак сăмахсем пулчĕç Рустем куççуль витĕр каланисем. Натали чăн ăс-тăнне кĕрсе вырнаçнисем. – Халĕ чиперех пурăнăпăр. Турра мухтав! Эпĕ Унран мĕн ыйтни веçех пурнăçланса пырать. Тата нумаях юлмарĕ. Мухтав Турра!
Виçĕ эрнерен профессор мăшăрне килне илсе таврăнчĕ. Питĕ асăрхануллăн ялта пулса иртнĕ пулăмсем çинчен каласа пачĕ. Тĕлĕнмелле! Натали çак хыпарсене нимĕн пулман пекех йышăнчĕ.
Натали асĕ веçех таврăнчĕ. Икĕ куçĕ те сипленсе çитрĕ. Вăл хăйĕн асĕнче тĕпренчĕкĕсемпе тĕл пулма хатĕрленчĕ.
- Рустем, хăçан Хурăнвара каятпăр? Ачасем инкекре. Хăр тăлăха тăрса юлнă.
- Ан пăшăрхан, Натали. Веçех эсĕ шухăшланипе пурнăçланса пырĕ.
- Тăванăм, кала-ха чăннине, эсĕ манăн чăн пурнăç çинчен малтанах пĕлсе тăнă вĕт. Çапла-и?
- Пĕлнĕ, паллах, Натали.Сирĕн район пульницинче ман вĕренекенĕм куç тухтăрĕнче ĕçлет. Авланнă. Çемьеллĕ. Хыпарсене вăл пĕлтерсе тăрать.
- Мана мĕншĕн каласа памастăн?
- Ăнлан, Натали, эсĕ халиччен урăх пурнăçра пурăннă. Урăх Натали пулнă. Иртнĕ пурнăçу çинчен каласа пани саншăн сиенлĕ çеç пулнă пулĕччĕ. Майĕпен-майĕпен асу çирĕпленсе пырасса кĕтрĕм. Çакă эсĕ курма тытăннă тĕлĕксенчен пуçланчĕ. Радиопа пĕлтернĕ хăрушă хыпар саншăн чун эмелĕ пулса тăчĕ. Сывлăхушăн хăрушă пулнă пулсан та…
- Эпир санпа чылай вăхăт пурăнатпăр. Апла пулин те саншăн эпĕ – ача вырăнĕнче. Мăшăр пурнăçĕпе пурăнмастпăр…
- Ăнлантăм, Натали. Мăшăр пурнăçĕпе пурăнни чи малтан – сана улталаса пурăнни пулĕччĕ. Акă паян хăв чи малтан çак калаçăва пуçларăн. Эппин, чăннипех сывалса пыратăн. Иртнĕ пурнăçу каялла таврăнса сана чăн Натали шăпине парнелесшĕн. Эпĕ çакăншăн питĕ савăнатăп.
- Пире малашне мĕн пулĕ-ши? Хăратăп, Рустем.
- Малалла-и? Пурнăç аванланса йĕркене кĕрсе пырĕ. Анчах… Санăн урăх ача çуратма юрамасть. Каллех суккăрланма пултаратăн. Çавăнтан хăратăп. Ачасем-и? Пирĕн вĕсем, хăвах пĕлетĕн, вуннăн. Телейлĕ мăшăр кун-çулĕпе ĕмĕрĕмĕрсене ирттерĕпĕр. Лăплан та тĕреклен, вăй ил. Вăй-халпа чăтăмлăх сана ачусемпе, каçар, пирĕн ачасемпе тĕл пулма кирлĕ пулĕç. Вĕсем паян районти интернатра хăтлă пурнăçпа кун кунлаççĕ.
Натали мăшăрне ыталаса илсе чуптума тытăнчĕ.
- Эсĕ манăн çăлаканăм! Çĕнĕ телейлĕ пурнăç парнелекенĕм! Чăн юратăвăм!
Пĕр эрнерен Рустемпа Натали çула тухма хатĕрленчĕç. Профессор çак сăлтавпа çыхăнтарса черетлĕ отпуск илчĕ. Пĕтĕм ĕçне вĕçлеме вăхăчĕ çителĕклĕ пултăр терĕ. Пульницан тĕп тухтăрĕ района кайса килме васкавлă пулăшу машини тата ятарлă тухтăр уйăрса пачĕ.
Çул çинче тăватă сехете яхăн пулчĕç. Профессор водителе ытла хăвăрт кайма хушмарĕ. Сехет урлă тăхтав вăхăчĕ пулса илчĕ. Çул çинче тĕл пулакан вăрманлă вырăнсенче уçă сывлăшпа киленчĕç. Канчĕç. Каллех çула тухрĕç.
Район центрне кăнтăрла иртсен çитрĕç. Вĕсене профессор вĕренекенĕ кĕтсе илчĕ. Паянхи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Интернатра вĕсене кĕтеççĕ иккен. Ачасене те тĕлпулăва хатĕрленĕ. Тĕлпулу пуриншĕн те усăллă пуласса ĕмĕтленеççĕ.
Машина интернат умне çитсе чăрăнчĕ. Хăнасене кĕтме пĕтĕм район центрĕн çынни пуçтарăннă тейĕн. Кун пек тĕлпулусем пурнăçра сайра пулаççĕ. Кунтах республикăра тухса тăракан массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем унталла-кунталла чупкалаççĕ. Оркестр та пур. Хĕрлĕ пусмапа витнĕ сĕтел çинче чечек пуххисем лартнă.
- Çитрĕмĕр, Натали, хăвна хăв тытма тăрăш. Ан пăлхан. Хуйхă-суйхă кая юлчĕ. Пире ачасем, санăн юн тумламĕсем, кĕтеççĕ, - терĕ профессор, мăшăрне машинаран анма пулăшрĕ. Çула пĕрле тухнă тухтăр та вĕсенчен юлмарĕ. Натали çумĕнче утрĕ.
Оркестр сасси янăраса кайрĕ. Натали чĕтресе илчĕ. Анчах çийĕнчех лăпланчĕ. Мĕнле-тĕр асамлă вăй-хăват пырса кĕчĕ тейĕн ун чунне. Çунатлансах утма тытăнчĕ.
Профессорпа сиплев тухтăрĕ икĕ-виçĕ утăм каярах пычĕç. Сĕтел умне тăрса тухнă вунă чун чечек çыххисем тытса амăшĕ патнелле ыткăнчĕç. Ыталаççĕ, чуптăваççĕ амăшне. Ытла хытă савăннипе Натали йĕме те пултараймарĕ.
- Манăн чĕппĕмсем, юнăм тумламĕсем… - теме çеç пултарчĕ.
Çак тĕлпулăва халалланă чаплă пуху пуçланчĕ. Малтанах интернат директорĕ сăмах илчĕ. Ачасене амăшĕпе тĕл пулнă ятпа саламларĕ. Ачасем çинчен ырă та ăшă сăмахсем каларĕ.
Чĕннĕ хăнасем, район пуçлăхĕсем сăмах илсе саламларĕс, парнесем пачĕç. Райĕçтăвком пуçлăхĕ пуриншĕн те савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ. Рустем Ибрагимович Исхаков профессора ачасене усрава илнине çирĕплетекен документ тыттарчĕ. Хусан хулин ĕçтăвкомĕн ĕçченĕ хула çумĕнчи вăрманлă вырăнта çемье валли икĕ хутлă йывăç çурт тата çĕр лаптăкĕ уйăрса пани çинчен хыпарларĕ.
- Каллех мана нимĕн те пĕлтермен. Манран вăрттăн ĕç тунă, - терĕ Натали мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса.
- Эсĕ мĕн, хирĕç-им?
- Çук, тăванăм, хирĕç мар. Çакăн пек пулса тухнăшăн чун-чĕререн савăнатăп. Эпĕ – чăн пурнăçри Натали. Çакна лайăх туйса илтĕм.
Пысăк çемье пуринпе те сывпуллашса малтан Хурăнвара çул тытрĕ. Натали малтан пурăннă çурт чӳречисене хупса хăмасемпе çапса хунă. Тайăлнă хапха умĕнче тĕрлĕ курăк чашкăрса ӳсет. Çемье вăхăта сая ямасăр масар çине васкарĕ.
Сидор Александровичпа Агриппина Васильевнана, Сантăрпа Санькана çума-çумăнах пытарнă. Вил тăприсем çинче – юманран тунă йывăç хĕрессем. Пурин çине те кам пулнине, хăçан çуралнине тата вилнине çырса хунă. Вĕсене сăрламан. Вĕсем çине юлашкинчен хунă чечексем те сархайса ĕлкĕреймен.
Наталипе Рустем Хусантан илсе килнĕ чечек çыххисемпе кăшăлĕсене тăватă виле çине те хучĕç. Асăнса ĕçмелли, çимелли кăларчĕç. Пĕр-пĕрин аллисенчен тытăнса вил тăприсем тавра виçĕ хутчен утса çаврăнчĕç.Ĕçсе-çисе леш тĕнчене ăсаннисене асăнчĕç. Никам пĕр сăмах чĕнмерĕ. Масар çинчи шăплăх çак курăнăвăн кӳнтеленĕ пулса тăчĕ.
Масар çинчен тухсан тин Натали тухăçалла пăхса кăкăрĕ çине виçĕ хутчен пуç тайса хĕрес хучĕ.
- Канлĕ ыйхăпа çывăрăр, тăванăмсем. Сире витсе тăракан хурă çĕр мамăк пек çăмăл та çемçе пултăр. Эпир сире манмăпăр. Кашни çулах Çимĕке килĕпĕр, - терĕ Натали.
Ачасем те амăшĕ мĕн тунине пурнăçларĕç. Вĕсем те кăкăрĕсем çине çитĕннĕ çынсем пекех хĕрес хучĕç, пуçĕсене тайрĕç.
Çĕнĕ çемье машина çине вырнаçса Хусаналла çул тытрĕ. Пурте тарăн шухăша путрĕç. Пуриншĕн те урăхла пурнăç пуçланать. Шăпăрлансем те пĕр чĕнмесĕр чӳречерен тавралăха сăнаса пычĕç. Натали пуçне Рустем хулпуççийĕ çине хучĕ.
- Каçаратăп, пурне те каçаратăп. Ман пирки япăх шухăшлакансене те, сăлтавсăр айăплакансене те, суя сăмах саракансене те, ултавлă ĕçпе пăшăрхантарнисене те…
Каçаратăп вĕсене. Çăмăллăх паратăп. Эпĕ Турă Амăшĕ пулмасан та хам ятран каçаратăп.
Ырă Туррăмăр, çылăхсăр çын çук. Виçи кăна пĕр пек мар. Пĕрин вăл пит пысăк, теприн – пĕчĕкрех. Хамăн çылăхăмсем виçине Эсĕ кăна пĕлетĕн. Каçар. Малашнехи пурнăçра пулăшса пыр. Ачамсене çын çине кăларасчĕ, - калаçса пычĕ Натали мăшăрĕн хулпуççийĕ çинчен пуçне илмесĕр.
- Хамăр мĕнле, ачамăрсем те çаплах пулĕç, чунăм. Çакна эпĕ шантарса сăмах паратăп, - терĕ Рустем мăшăрне пуç тăрринчен чуптуса илсе, ăна тата хытăрах ыталаса.
 
2013 çулхи кăрлач уйăхĕ.
 
: 919, Хаçат: 14 (1210), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: