Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
РФ Президенчĕн хушăвĕпе Михаил Горелов педагог-спортсмена, çăмăл атлета «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ физкультура ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
Тутарстанри Нурлат районĕнче çуралса ӳснĕ, хальхи вăхăтра экономикăпа суту-илӳ техникумĕнче физкультурăпа вĕрентекен ентешĕмĕре пысăк хисепе тивĕçнĕ ятпа Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр саламланă.
Кĕр тыррисене апатлантараççĕ
Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин пĕлтернĕ тăрăх, ака уйăхĕн çурри тĕлне облаçра 66 пин гектар çинче кĕр тыррине апатлантарнă. Ку планăн 31 проценчĕпе танлашать.
Облаçри пур районсенче те çĕрсене минерал удобренийĕсем сапаççĕ. Хăш-пĕр хуçалăхра ĕçе пĕчĕк самолётсемпе усă курса пурнăçлаççĕ. Удобренисем сапас çĕрте 14 самолёт тата çĕр çинчи 100 ытла техника ĕçлет.
Çĕнĕ Спасск, Ульяновск, Мелекесс, Майна, Кузоватово, Чартаклă районĕсенче çурхи çак ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Николаевка, Çĕнĕ Спасск, Павловка, Кузоватово районĕсенче кĕрхи çĕртмене сӳрелеме тытăннă.
Кăлаткăпуç районĕнче вертолётпа 500 гектар горчица акнă.
Çанталăка пăхса экспертсем кăçал акан 20-мĕшĕ хыççăн пур районсенче те çур аки тытăнассине палăртаççĕ.
Пĕрремĕш субботника 41 пин çын хутшăннă
Ульяновск облаçĕнче акан 8-мĕшĕнчен тытăнса çу уйăхĕн 25-мĕшчен тасалăх уйăхлăхĕ пырать.
Çак тапхăрта виçĕ субботник йĕркелеме палăртнă. Акан 13-мĕшĕнче иртнĕ пĕрремĕш субботника 3729 организаци коллективĕ хутшăннă, 602 техника хулари çӳп-çапа турттарса кăларнă. Субботникра çаплах çуртсенчи путвалсене, мачча тăррисене тасатнă, çӳп-çап пуçтармалли контейнерсем вырнаçтарнă, вĕсене лартмалли вырăнсене тирпейленĕ.
Энергетика тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Сергей Гигирев сăмахĕпе, çанталăка пула Тереньга, Мелекесс, Кивĕ Майна районĕсенче, Димитровград хулинче субботник иртеймен. Урамсене тирпейлеме вĕсем акан 20-мĕшĕнче тухĕç.
Кĕçех хваттерсене ăшăтма пăрахĕç
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ăшăтмалли тапхăра вĕçлемелли пирки хушу кăларнă.
Урамри сывлăшăн вăтам температури пилĕк талăк тăршшĕпе сакăр градус ăшă тăрсан хваттерсене хутса ăшăтма пăрахаççĕ. Талăкри вăтам температурăна облаçри гидрометеорологи центрĕ палăртать.
Администрацисен пуçлăхĕсене çуркуннехи гидравлика тĕрĕслевĕсен графикне хатĕрлеме хушнă, вĕсен вĕри шыва хăçан тата хăш районта чарасси пирки те çынсене пĕлтермелле.
 
: 989, Хаçат: 16 (1212), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: