Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ мĕнле ĕçсемпе, çитĕнӳсемпе кĕтсе илет? Çак ыйтăва эпир УОЧНКА пуçлăхне Владимир Ильич Сваева патăмăр. Вăл акă мĕн каласа пачĕ:
- УОЧНКА ĕçтăвкомĕн пĕтĕм ĕçĕ Патриархăмăрăн Халалне пурнăçлассипе çыхăннă. «Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр…» - текен йĕркесем пур унта. Эпир шăпах çак сăмахсен пĕлтерĕшне кулленхи пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшатпăр.
Кăçал юбилей умĕн тата ун хыççăн Ульяновскра, облаçри кашни районта вĕрентӳ тата культура пайĕсем тăрăшнипе нумай мероприяти пулчĕ.
Кĕскен çаксене асăнса хăварма пулать. 2013 çулта Димитровградра Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ. Аслă Нагаткинта Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи вĕреннĕ Ваççа Аниççи çуралнăранпа 120 çул çитнине паллă туса пысăк мероприяти иртрĕ, унта Шупашкартан та хăнасем килнĕччĕ. Çак кунсенче Чăваш чĕлхи кунĕ Çĕнĕ Ульяновскра йĕркелерĕç. Апрелĕн 17-мĕшĕнче «Руслан» Культура керменĕнче «Эревет» халăх ушкăнĕн (ертӳçи С.Толстов) тата Шупашкар артисчĕсен пысăк концерчĕ пулчĕ.
Малашне те пирĕн ĕç мероприятисемпе пуян. Димитровградра 20-мĕшĕнче «Нацин ăс-тăн ашшĕ» ятпа конференци пулмалла. Апрелĕн 23-мĕшĕнче вара Ульяновскри вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерекен институтра 10 сехетре наукăпа практика конференцийĕ иртет, 15 сехетре — «Губернаторский» культура керменĕнче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа – савăнăçлă лару. 19 сехетре Шупашкарти Çамрăксен театрĕн артисчĕсем спектакль лартаççĕ.
Çак уйăхра Çĕнĕ Малăкла районĕнче Чăваш культура кунне ирттерме хатĕрленеççĕ. Унта С.И.Морозов кĕпĕрнаттăра та чĕннĕ. 24-мĕшĕнче «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я. Яковлев музей-хваттерĕнче» область архивĕнчи документсенчен йĕркеленĕ курав уçăлать. 25-мĕшĕнче – Вĕрентекенĕмĕр çуралнă кун – делегаципе Кăнна Кушкине тухса каятпăр, унти уява хутшăнатпăр. 26-мĕшĕнче пире Шупашкара наукăпа практика конференцине чĕннĕ.
Май уйăхĕнче эпир Ульяновскри Апостолсем Çĕр Çине Аннă ячĕллĕ чăваш чиркĕвĕн настоятелĕпе Игнатий игуменпа пĕрле «И.Я.Яковлев – чăваш халăхĕн Апостолĕ» ятпа наукăпа практика конференцийĕ ирттерме палăртрăмăр. Планра – ача-пăча фестивалĕ.
Халь пурне те каласа пĕтереймĕн. «Канаш» хаçатра мероприятисем пулассине çырса пĕлтерĕпĕр.
 
: 1033, Хаçат: 16 (1212), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: