Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Экономика наукисен докторĕ Н.Т.Савруков – темиçе кĕнеке авторĕ. Унăн çĕнĕ ĕçĕ – «Фонд Яковлева (1997 – 2012)» пирĕн редакцие çитрĕ. Унта автор Шупашкарти экономикăпа менеджмент институчĕ çумĕнче хăй йĕркеленĕ И.Я.Яковлев фончĕ пуçланса кайни, ун 1997-2012 çулхи ĕçĕсем çинчен çырса кăтартать, вĕсене документсемпе çирĕплетет.
1993 çулта институт хăйĕн филиалне Чĕмпĕр чăваш шкулĕн территорийĕнче уçнă. Область администраци пуçлăхĕ Ю.Ф.Горячев 1996 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче «О создании Чувашского национально-культур но-просветительског о комплекса имени И.Я.Яковлева» распоряжени кăларнă хыççăн Николай Тарасович Савруков шкулăн йĕри-таврашне хăтлăх кĕртме пуçлать, 407 метр тимĕр карта пӳлет, икĕ тимĕр хапха лартать. Шкула пырса кĕрекен çурт çине Асăну хăми вырнаçтарать, музейри пĕтĕм аудиторисене юсаса тирпей-илем кĕртет.
1998 çулта вара фонд йĕркеленипе Чĕмпĕрте Патриархăмăрăн 150 çулхи юбилейне халалласа пысăк конференци иртет. Çаплах Яковлев çинчен сахал мар кĕнеке кăларнă, халăх патне çитернĕ. Фондăн ĕçĕ нумай, пархатарлă, пуçлăхĕ вара тав сăмахне тивĕçлĕ.
Кĕнеке тĕслĕ сăн ӳкерчĕксемпе пуян, нумайăшне Чĕмпĕрте ӳкернĕ.
 
: 892, Хаçат: 16 (1212), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: