Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Январь уйăхĕнче УОЧНКА çĕнĕ вырăна куçрĕ. Ун халĕ яланхи вырăнĕ пур: Ульяновск хулинчи Лев Толстой урамĕнчи 12-мĕш çурт. Кирпĕчрен тунă пĕр хутлă кивĕ çурта юсас ĕçсене Ульяновск хули пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, Хула Думин депутачĕ, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономи председателĕн пĕрремĕш çумĕ П.К. Столяров ертсе пынă. Эпир унпа курса калаçрăмăр.
 
-Пётр Капитонович, автономи çуртне юсас ĕçе эсир ертсе пынă. Мĕнрен пуçланчĕ ку?
-Кун пек йышăну икĕ çул каялла УОЧНКА ларăвĕнче турăмăр. Кайран ун пуçлăхĕпе В.И.Сваевпа пĕрле С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр патне çыру çыртăмăр, чăваш автономийĕ валли çурт уйăрса пама ыйтрăмăр. Вăл шырăр, тупăр терĕ, кайран хутсене йĕркелемешкĕн пулăшма шантарчĕ. Нумай çĕре çитсе куртăмăр, хулана пăхса çаврăнтăмăр. Пире пур енĕпе те тивĕçтерекен çурт тупрăмăр, анчах уншăн 48 миллион тӳлемелле пулать терĕç. Паллах, ун пек укçа çук пирĕн. Вара Лев Толстой урамĕнчи 12-мĕш çурт çинче чарăнтăмăр. Хула пуçлăхĕ Марина Беспалова патне çырупа тухрăмăр, вăл пире ку çурта тӳлевсĕр пама йышăну кăларчĕ. Ултă сотăй çĕре хутсем йĕркелесе УОЧНКА çине куçартăмăр. Унтан çĕр лаптăкне 12 сотăя çитертĕмĕр, хутсене тепре турăмăр.
Ун хыççăн çурт патĕнчи ĕçсене пуçларăмăр. Чи малтан çӳп-çапран, йăваланса выртакан кирпĕч татăкĕсенчен тасатма тӳрĕ килчĕ – 15 КамАЗ илсе тухрăмăр. Йĕркесĕр ӳсекен йывăç тĕмĕсене касрăмăр, йĕри -тавра тимĕр карта пӳлтĕмĕр, шала асфальт сартăмăр. Карта ăшне айккипе чăрăш, туя лартса тухрăмăр. Юсав ĕçĕсем валли 1 миллион та 500 пин тенкĕ кайрĕ.
-Камсем пулăшу пачĕç ку пархатарлă ĕçре?
-Çурта юсас ĕçе тĕрлĕ наци çыннисем хутшăнчĕç: вырăссем, тутарсем, дагестанецсем,эрмен сем тата чăвашсем. «Эртел» ушкăн арĕсем те айккинче юлмарĕç. «Ульяновскмебель» производство пĕрлешĕвĕн директорсен канашĕн председателĕ А.Г.Еленкин, "Медицинский центр"Академия" обществăн президенчĕ А.Е.Елюкин, «Инвестстрой М» фирма пуçлăхĕ В.А.Фёдоров, «Мишар» фирма пуçлăхĕ М.В.Селивестров. Кашни 50 пин тенкĕ укçа пачĕ. Организацисене те асăнса хăварар. «Армдорспецстрой» асфальт сарчĕ, «Симбирскавто М» карта тытрĕ, хулана тирпей-илем кĕртекен центр йывăçсем лартрĕ. Çурт ăшне юсас ĕçре малтан «Веста-Петроль» (А.Н.Юманов), кайран «Автофорум» (Г.В.Майрабеев) тăрăшрĕç. Ăшă паракан пăрăхсене Р.Ж. Сеюков ертсе пыракан строительство компанийĕ хучĕ, электричество кĕртессине МСУ-30 (Г.Н.Клементьев) хăй çине илчĕ, электричество вăйĕпе хăй тĕллĕн ĕçлекен котёлсене МСУ-14 (А.М.Лазарев) лартса пачĕ. Мана хула пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă май вĕсемпе калаçса татăлма йывăрах килмерĕ. Вĕсем хăйсен ĕçне чыслăн тума тăрăшрĕç.
-Мĕнле тĕллевпе тытăнтăр çак пысăк ĕçе?
-Тĕллевĕ пĕрре – чăваш культурине аталантаракан организацисене пĕрле пуçтарасси, вĕсене алла-аллăн тытăнса ĕçлеттересси. Халĕ пирĕн хамăрăн çурт пур, ăна чăваш çурчĕ теме пултаратпăр. Кунта автономи председателĕ, ун бухгалтерĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ общество пуçлăхĕ лараççĕ. «Канаш» хаçат редакцине те икĕ пӳлĕм уйăрса панă. «Еткер» телекăларăм тата Кĕрешӳ федерацийĕ валли те пӳлĕмсем пур, вĕсем те кунта куçма пултараççĕ.
-Тавтапуç сире, Пётр Капитонович. Халĕ «Канаш» хаçатăн журналисчĕсен те ĕç условийĕсем чылай лайăхланчĕç: çутă та ирĕк пӳлĕмсем, сивĕ тата вĕри шыв пур, кухня… Тата мĕн тума шутлатăр кунта?
-Чăнах та, ку çурт малтан мĕнле шайра пулнине аса илетĕп те: хальхипе танлаштарсан – çĕрпе пĕлĕт. Анчах кунпа çеç çырлахас килмест-ха. Чи малтан кунта газ кĕртмелле, котёлсене ун çине куçармалла, мĕншĕн тесен вăл йӳнерех. Хутсемпе аппаланма тытăннă ĕнтĕ. Малашне вара ку çурт çумне тепре — 2-3 хутлине — лартса хума май пур, унта культура центрĕ, конференц-зал, музей тата ыттине вырнаçтарма пулать. Кун валли инвесторсем шыратпăр. Хальлĕхе вара пысăк мероприятисем, конференцисем ирттерме 6-мĕш шкул пур – вăл автономи çурчĕ çумĕнчех вырнаçнă. Эпĕ чăвашсем пĕр çурта пуçтарăннăшăн питĕ савăнатăп. Пирĕн ĕç сая ан кайтăр. Кунти организацисем, пĕрлешӳсем чăваш культурине, йăли-йĕркине халăхра сарассишĕн çине тăрса ĕçлессе, тăван халăхăн чи лайăх традицийĕсене малалла тăсасса, ку ĕçе çамрăксене явăçтарасса шанатăп.
-Тавах, Пётр Капитонович, сире ырлах-сывлăх сунатпăр!
 
: 1014, Хаçат: 16 (1212), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: