Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри 17-мĕш «Содружество» вулавăшра «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Н.Ларионов уçрĕ. Вăл шевлеçĕсем кĕнекесем кăларсах тăнине палăртрĕ, «Атăл юрри» журнала пичетлеме типографие панине, «МедиаЦентр» директорĕ Д.Г.Иванов ĕç-пуç улшăнмасан малашне журнала тăтăшах кăларса пама шантарнине пĕлтерчĕ.
 
Шевлеçĕсен малашнехи калаçăвĕ Нина Васильеван нумаях пулмасть кун çути курнă «Чун уççи» кĕнеки пирки пычĕ. Автор ăна кăларма пулăшакансене тав турĕ, ларăва хутшăннисене кĕнекисене парнелерĕ.
УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев облаçри чăваш авторĕсен кĕнекисене вуласах тăнине, вĕсем пит кăмăла кайнине палăртрĕ.
-Вĕсене пĕтĕм халăх вуласан, авторсемпе паллашсан тата аванрах пулмалла. Çав кĕнекесемпе пирĕн ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентмелле. Çавăнпа манăн сĕнӳ – «Шевлен» нумай халăх пухса çулталăкра пĕрре литература уявĕ ирттермелле. Унта кашни çыравçă хăйĕн кĕнекипе, сăвви-калавĕпе паллаштарма пултарать. Çыравçăсене грамотăсем парса та пулин хавхалантармалла. Литература фестивальне йĕркелени чăваш чĕлхине аталантарас ĕçре çав тери пысăк утăм пулнă пулĕччĕ, - терĕ вăл.
В.Сваевăн сăмахĕ тавлашу çуратрĕ: пĕрисем кун пек фестивальсене культурăпа вĕрентӳ министерствисен йĕркелемелле терĕç, теприсем вара литература уявĕсене яланах вулавăшсем, литература пĕрлĕхĕсем, писательсен союзĕсемпе ирттернине палăртрĕç.
«Чун уççи» кĕнеке авторне саламласа Валентина Тарават, Лаврентий Данилов, Анатолий Дмитриев, Нина Еграшкина калаçрĕç. Нина Фёдоровна тăван ялне пысăк парне тунине, ăна ял халăхĕ хисепленине, унăн пултарулăхĕ пуррине (уйрăмах прозăра) палăртрĕç, малашне те кĕнекесем кăларма сунчĕç.
Валентина Тарават 21 кĕнеке авторĕ пулнă май шевлеçĕсене кĕнеке кăларас ĕçри йывăрлăхсемпе вăрттăнлăхсем пирки тĕплĕн каласа пачĕ.
-Литература фестивальне йĕркелени хамăра хамăр хисепленине пĕлтерет. Чĕмпĕр ялан сăмах сăпки пулнă. Поэтсен сăввисем янрасан, писательсем çырсан чĕлхе пĕтмест, - терĕ.
Алексей Ашкеров юптаруçă сассине 2012 çулта илтменччĕ. Хальхинче вăл ларăва илсе килнĕ çĕнĕ ĕçĕсене вуласа пачĕ.
Михаил Аляпкин шевлеçĕсем нумай кĕнеке кăлараççĕ пулин те вĕсем нацисен шутланакан «Содружество» вулавăшĕн сентрисем çинче çукки, пирĕн авторсен кĕнекисемпе Интернетра та паллашма çукки, кашни автор хăй тĕллĕн нушаланса кĕнеке кăларни пирки пăшăрханса калаçрĕ.
Юлашкинчен шевлеçĕсем çавăн пек пĕтĕмлетӳ турĕç: чĕлхене пĕтерес мар тесен чăваш уявĕсенче поэтсен сассисем те янăрамалла. Кашни çул кĕрлесе иртекен Акатуйсенче культура ĕçченĕсен поэтсене сцена çинчен сăвă вулама 5-10 минут та пулин уйăрмалла.
 
: 1018, Хаçат: 16 (1212), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: