Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри 25-мĕш шкулти «Халăх ĕçĕсем» пĕрлешĕвĕн ертӳçин Галя Елисееван ятлă куравĕ иртрĕ. Унта маçтăр тĕрлĕ тематикăпа тăмран хатĕрленĕ кӳлепесем, илемлĕ теттесем тăратнă. Куравпа паллашма ĕçтешĕсем, шкул ачисем, чи çывăх юлташĕсем килсе çитнĕ.
Галя Георгиевна ку вĕренӳ çуртĕнче вунă çул ĕçлет, ачасене тăмран теттесем ăсталама тата илемлетсе ӳкерме вĕрентет. Шăпăрлансем хаваспах кружока çӳреççĕ, пултарулăх ĕçĕпе йăпанаççĕ. Çакăн тупсăмĕ акă мĕнре: Галя Елисеева хăйĕн ĕçне чун-чĕринчен парăннă ӳнерçĕ, вĕрентекенĕн хавхаланăвĕпе çĕкленӳлĕхĕ вара ачасене куçать. Ун урокĕсенче ларсан, ачасем епле тăрăшса ĕçленине курсан самантрах ӳнер тĕнчин асамлă вăйне ĕненме пуçлатăн.
Галя Георгиевна чăваш ялĕнчи йышлă çемьере ӳснĕ. Унпа юнашар яланах аван, ырă кăмăллă çынсем – амăшĕ, кукамăшĕ, ашшĕ тата аккăшсем — пулнă. Акă мĕн пирки калама юратать вăл: «Пирĕн çурт тип çырмана хирĕçле вырнаçнăччĕ. Варта хĕрлĕ тăм питĕ нумайччĕ. Унтан ача чухне теттесем тăваттăмăр, хĕвел çинче типĕтеттĕмĕр. Ӳкерсе илемлетнĕ хыççăн ытарайми теттесемпе «шкулла» выляттăмăр». Хăйĕн малтанхи вĕрентекенĕсем — юнашар пурăннă чи çывăх тăванĕсем тесе шутлать. Вĕсемех халăх ĕçĕсемпе кăсăкланма, юратма вĕрентнĕ. Кашни çĕнĕ пуçарăва хăй пуçĕнчен шухăшласа кăларнă япаласемпе хитрелетет.
— Эпĕ нумай ачаллă çемьере ӳснипе тĕпренчĕкĕсен ĕлĕк-авалтан ашшĕ-амăшне пулăшмаллине аван чухланă,- сăмах илет Галя Елисеева.- Ку вăл кашни çемьен саккунĕччĕ. Ялти пурнăç, çурт кăмакапа каланккасăр пулма та пултарайман. Унра çăкăр, яшка пĕçернĕ. Кăмакапа каланккана хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă – вĕсене вара эпир хамăрах тăмран тăваттăмăр. Ĕçĕ нумай пулнă: малтан тăм чавса кăларнă, кайран çара уран çăрнă, шывпа хăйăр хушнă. Унтан ятарласа кирпĕче хытарма тесе хатĕрленĕ савăта хурса хĕвел çинче типĕтнĕ. Ялта пирĕн паянхи кунччен тăм чӳлмексем, хăймапа сĕт тытакан чăмсем (авăрсăр кăкшăмсем) упранаççĕ. Çурăлнă савăтсене урама тухса пăрахман — кĕрпе ярса хунă. Хĕллехи вăрăм каçсенче эпир ал ĕç тунă – тĕрленĕ, тĕртнĕ. Эпĕ ун чухне, паллах, ал ĕçĕ мана юратнă професси илме пулăшасса, ман пурнăçăн тĕп шăнăрĕ, пĕлтерĕшĕ пулса тăрасса шутламан та. Акă 22 çул ытла хушма вĕрентӳ ĕçченĕ пулса тăрăшатăп. Хам пĕлнине ачасене паратăп. Ман вĕренекенсем тăмран илемлĕ теттесем тунăшăн, Раççей тата область шайĕнче тĕрлĕ куравсене, маçтăр-классене хутшăнса çĕнтерӳçĕсем пулса таврăн-нăшăн, хăйсен пултарулăхĕпе ыттисене савăнтарнăшăн чунтан хĕпĕртетĕп. Ку маншăн чи пысăк хаклав, çĕр çĕклейми парне.
Галя Елисеева ĕçлекен шкул администрацийĕ, ĕçтешĕсем ятлă куравăн тарават хуçине тĕлĕнмелле тăрăшулăхĕшĕн, хастарлăхĕшĕн, пултарулăхĕшĕн тав турĕç, ăнăçусем сунчĕç.
 
: 976, Хаçат: 16 (1212), Категори: Чăваш халăх ăс-хакăлĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: