Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Ульяновское предприятие «Автоконтакт» - Пĕтĕм Раççейри Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ суккăрсен пĕрлĕхĕн (ВОС) пирĕн облаçри пĕртен-пĕр предприятийĕ: тĕп директорĕ – Анатолий Алексеевич Лытяков (вырăс), тĕп инженерĕ – Анбер Давлетшаевич Сабитов (тутар), 2012 çулччен тĕп директорăн çумми пулса вăй хунă (паян - тĕп специалист) Виктор Анатольевич Крайнов – куçĕ курман чăваш. Пĕтĕм Раççейре çакăн пек предприятисем 169 пулсан – «Автоконтакт» экономика кăтартăвĕсемпе малта пыракан вуннăшĕнчен пĕри.
 
Аталану историйĕ
1945 çулта Аслă вăрçă вĕçленет. Облаçри суккăрсен пĕрлĕхне хастар та мал ĕмĕтлĕ фронтовиксем таврăнаççĕ. 1947 çулта «Ульяновское предприятие «Автоконтакт» никĕсĕ – суккăрсен вĕрентӳпе производство мастерскойĕ - уçăлать. Пĕрремĕш ĕçченĕсем – 11 сусăрпа 4 куракан çын. Директорĕ – вăрçă инваличĕ – Илья Николаевич Лапенков.
1951 çулта курупкасем тумалли картун производстви йĕркеленет.
60-мĕш çулсенче УАЗ валли ларкăчсем пуçтарма тытăнаççĕ. Штамп цехĕсем ĕçе кĕреççĕ.
1975 çулта 3-мĕш цехра çĕнĕ производство корпусĕ ĕçе кĕрет.
90-мĕш çулсенче предприятире çĕнетӳ тапхăрĕ пуçланать: «Автоконтакт» автомашина деталĕсем, гофрокартун тата гофрокурупкасем кăларма тытăнать. Автомобиль промышленноçĕнче 2006-2010 çулсем тапхăрĕнче ятарлă программа ĕçе кĕрсен сусăрсен обществăлла организацийĕсемшĕн сарлака çул уçăлать – вĕсем валли ятарлă предприятисем йĕркеленме тытăнаççĕ.
2011 çултан «Автоконтакт» регионпа хулан «Доступная среда» программине кĕме хатĕрленет. Çапла майпа предприятире инвалидсемшĕн ятарлă çĕнĕ ĕç вырăнĕсем нумайланĕç.
 
Пуçлăх – тухăçлăх
А.А.Лытяков кунта 1972 çулта ахаль рабочире ĕçлеме тытăннă. Производствăн пур картлашкисемпе те утса тухса 1999 çултанпа предприятие ертсе пырать. Вăл çак ĕçре ырми-канми вăй хурса «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» (I – II степень) ордена, «Пĕтĕм Раççейри суккăрсен пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Пĕтĕм Раççейри суккăрсен пĕрлĕхĕн умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн (I – II – III степень), «Пĕтĕм Раççейри суккăрсен пĕрлĕхĕн отличникĕ», «Профсоюз юхăмĕнчи çитĕнӳсемшĕн» кăкăр паллисене тивĕçнĕ.
- Эпĕ производствăна ертсе пынă вăхăтра çĕршывра кăларакан автомобильсем валли çĕнĕ продукци – çутăпа техника изделийĕсем – кăларма тытăнтăмăр. Хальхи самана ыйтăвĕсене тивĕçтерекен LQ фирмăн сакăр термопластавтоматне , «Ватт-1600-2М» установка, типĕтмелли шкап, контактлă сварка станокĕ тата ытти нумай оборудовани хамăр вăйпа туянтăмăр. 2006 çултан УАЗ валли «Вибротон» материалран сасă пĕтерекен детальсем тухма пуçларĕç. Предприяти çĕнелсе ура çине тăчĕ: гофрокартунпа тĕслĕ гофрокурупка туса кăлармалли автомат линийĕсен комплексне хута ятăмăр. Суккăр рабочисемшĕн çапла майпа тата 22 ĕç вырăнĕ уçăлчĕ.
Паян предприяти «Доступная среда» ятарлă программăна кĕме хатĕр тесен те йăнăш пулмĕ. Пире тăтăшах Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр тата регион правительстви пулăшса пыраççĕ. «Автоконтактра» 170 çын вăй хурать, вĕсенчен çурри – суккăрсемпе тĕрлĕ шайри сусăрсем. Пирĕн тĕп продукци – гофроизделисем. Туса кăларакан продукцин 60 проценчĕ – УАЗа каять, - паллаштарать пуçлăх хуçалăхĕпе.
 
Вăл – пуçлăхăн сылтăм алли
Предприятин паянхи çитĕнĕвĕсем тата малашлăхĕ пуçлăх çуммисен ĕçĕ-хĕлĕнчен нумай килет. Вĕсенчен пĕри – А.Д.Сабитов тĕп инженер.
- Хамăр предприятипе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе эпĕ ятарласа ӳкернĕ видеофильм курма сĕнесшĕн, - терĕ Анбер Давлетшаевич.
Куç умне, чĕррĕн тенĕ пек, Анатолий Алексеевич каласа кăтартнисем тухса пычĕç. Фильмра малашлăх та уççăн палăрать.
- Тĕп директор каласа пани çумне манăн çакна кăна хушса калас килет: çĕршыв экономикин кризисĕ пуçланичченхи шая хăваласа иртсе кайни савăнтарать, - тет калаçăва малалла тăсса тĕп инженер. – 2010 çулта талăкра 300000 тăваткал метр картун кăларма май паракан çĕнĕ автомат линийĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Пĕтĕм çĕнĕ техника – Китайпа Италире туса кăларни. Паллах, тĕп пуянлăх – пирĕн ĕçченсем: рабочисем, техниксем, инженерсем, маçтăрсем… Обществăра çынсене уйрăм ушкăнсене пайлани – сусăрсемпе сусăр маррисем çине уйăрни - этемлĕхе хисепе хуманни, мăшкăллани пулать. Эпĕ, тĕслĕхрен, сусăрсем мĕнле ĕçленинчен тĕслĕх илсе тата тăрăшарах вăй хума тăрăшатăп. Пирĕн, пуçлăхсен, вĕсен ĕçне çăмăллатма, хăтлăлатма тĕрлĕ майсем туса памалла. Çак тĕллевпе предприятире ятарлă специалист пур.
 
Социаллă ыйтусем – чи пĕлтерĕшлисем
Аллăмра 2013 çул валли хатĕрленĕ «Реабилитация инвалидов общества с ограниченной ответственностью «Ульяновское предприятие «Автоконтакт» ятарлă программа. Ăна предприятире çак ыйтусемпе ĕçлекен тĕп специалист Виктор Анатольевич Крайнов хатĕрленĕ.
- Эпĕ кунта 2000 çултанпа вăй хуратăп: 2012 çулччен – тĕп директорăн çумминче, паян – социаллă ыйтусемпе ĕçлекен тĕп специалистра, - каласа пама тытăнчĕ хăйĕн тĕп ĕçĕ çинчен ентешĕмĕр, вырăсланнă чăваш. – Манăн специальность право тытăмĕпе çыхăннăран, нумай çул юрисконсультра вăй хунăран ĕçри тивĕçĕмсене пурнăçлама йывăрах мар. Эпĕ суккăр пулни те ĕçĕмсене тума кансĕрлемест. Хăнăхнă ĕнтĕ – шăпам çапла пулнипе çырлахнă. Программине эпир кашни çулах çĕнетсе тăратпăр. Кăçалхине çак мероприятисене кĕртнĕ: профилактика тата медицина тивĕçтерĕвĕ; профессипе производство çыхăнăвĕ; инвалидсен социаллă хӳтлĕхĕ; культура тата спорт. Вĕсем тата темиçешер пайран тăраççĕ. Кусем хут çине çырса хунисем çеç мар, вĕсенчен кашни мероприятийĕ программăра палăртнă вăхăтра пурнăçланса пырать. Мĕншĕн тесен социаллă ыйтусем пирĕн ертӳçĕсемшĕн – чи пĕлтерĕшлисем. Уйрăмах çак тимлĕх кăçал – пĕр тан пултаруллисен çулĕ – вăй илсе пырать. Пирĕн предприятире инвалидсене тухăçлăн вăй хума, çав вăхăтрах ĕç маçтăрлăхне ӳстерме, сывлăха çирĕплетме майсем пур.
«Автоконтактра» тĕрлĕ наци çыннисем – инвалидсем – пĕр çемьере пурăнса обществăшăн, хăйсен предприятийĕшĕн, хăйсемшĕн усăллă ĕçсем пурнăçлаççĕ.
 
: 887, Хаçат: 16 (1212), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: