Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Галина Николаевна Афанасьеван (Тимонина) биографийĕ пуян. Вăл 1924 çулта Ульяновскра çуралнă. Литературăна пĕчĕкренех юратнă. Çичĕ çултах ашшĕпе амăшне, тăванĕсене халалласа сăвăсем çырнă. Шкул хыççăн Ульяновскри пединститута пĕтернĕ. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Ун хыççăн шкул директорĕнче, Ульяновскри КПСС обкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пулас учительсене, чăваш хĕрĕсемпе каччисене вĕрентнĕ çулсене вăл ырăпа аса илет. Çак шкул мĕнле хупăнни пирки вăл «Канаш» хаçатăн 2001 çулхи 17-18-мĕш номерĕсенче çырса кăтартнăччĕ. Вăл çапла çырать: «1956 çул. Вĕренӳ çулĕ вĕçленсе пыратчĕ. Умра – çуллахи каникул. Шкул директорĕ Пётр Якимушкин экзаменсем хыççăн çамрăксене лайăх канма сунса ăсатрĕ. Эпир те кану вăхăчĕ иртсен шкула таврăнасса шанса: «Август уйăхĕччен!» – терĕмĕр те туслă ĕç ушкăнĕпе сывпуллашрăмăр. Сĕве хĕрринче шкул лапамĕ пĕчĕк хула пекех сарăлса ларатчĕ: вĕренӳ корпусĕ, общежити, мастерскойсем, столовăй, шкул пахчи, пысăк зал, библиотека. Чи пĕлтерĕшли – кунта Яковлев пуçарнă йăла-йĕркене пăхăнни. Акă август вĕçленчĕ. Отпуск хыççăн эпир йăлана кĕнĕ педсовета пуçтарăнтăмăр. Ăнсăртран пире хыпар пĕлтереççĕ – педучилище хупăннă. Ун вырăнĕнче шкул-интернат пулать. Вăл вăхăтра Н.С. Хрущёв пысăк улшăнусем тăватчĕ, вăл шутра вĕренӳре те. Унăн сăмахĕпе интернат – пуласлăх шкулĕ, ачасем интернатра вĕренсе воспитани илччĕр. Çапла çĕршывра васкавлă шкул-интернатсем уçăлма тытăнчĕç. Пирĕн вырăнти влаçсем çĕнĕ шкул-интернатсем тума укçа-тенкине тата вăхăтне тăкаклас мар терĕç пулас. Çапла майпа Сĕве хĕрринчи чăваш педучилищине хупса 16-мĕш шкул-интернат уçрĕç. Директорне Н.В. Сёмина лартрĕç. Вĕрентекенсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕ çак йышăнупа килĕшесшĕн пулмасăр облаçри, районти вĕрентӳ управленийĕсене тата Шупашкара çырусем çырчĕç. Кăлăхах. 1922 çулта ВЦИК йышăнăвĕпе Чĕмпĕр чăваш шкулне çĕрĕпе тата унти çурт-йĕрĕпе пĕрле ĕмĕрлĕхех чăваш халăхне панă вĕт!Училищĕне хупни – тĕплĕ шухăшламасăр тунă йăнăш утăм. Паян та çакна лайăх туятпăр…
Малалла çапла пулчĕ. Вĕренекенсен пĕр пайĕ Çинкĕлти педучилищĕне куçрĕ. Вĕрентӳçĕсем – кам ăçта пĕлет. Шкул пурлăхне документсем тăрăх никама та памарĕç. Чăваш тата вырăс литературисенчен тăракан библиотека арканчĕ. Кабинетсемпе мастерскойсене те çакăн пек шăпа кĕтрĕ. Воробьёв тата Шевченко урамĕсемпе училищĕн сĕтел пуканĕсене сĕтĕрчĕç. Хăшĕ вутта кайрĕ. Ытларахăшĕ И.Я. Яковлев вăхăтĕнчиехчĕ, истори пуянлăхĕн хакĕ çукчĕ. Çакна куççульсĕр пăхма йывăрччĕ. Çулсем иртрĕç. Шкул-интернат чечекленсе аталанчĕ, чăваш педучилищи манăçа туха пуçларĕ. Çапах та эпир тĕрĕслĕх таврăнасса шантăмăр. Утмăлмĕш çулсен вĕçĕнче çĕнелсе аталанас шанчăк çуралчĕ. 1968 çул вĕçĕнче Ульяновскра Атăлçи тăрăхĕнчи аслă вĕренӳ заведенисен конференицийĕ иртрĕ, ăна И.Я. Яковлев çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланăччĕ. Унта Чăваш, Мордови тăрăхĕсенчен Чулхуларан, Таджикистанран, Дагестанран тата чăваш педучилищинче ĕçленĕ преподавательсем — 200 çынна яхăн хутшăнчĕç Докладсем пулчĕç. Çак кун Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çине Асăну хăми вырнаçтарчĕç, И.Я. Яковлевăн пӳлĕм-музейне уçрĕç.
Шкула хупнăранпа 57 çул çитрĕ. Анчах çак шкула никĕслекенĕн ячĕ ĕмĕрлĕхех халăх асĕнче юлать. Ака уйăхĕнче юлашки шăматкун çулсерен кунта унăн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем пуçтарăнаççĕ. Вĕсен аса илмелли сахал мар.
Галина Николаевна кирек ăçта ĕçлесен те хăй вĕрентнĕ ачасемпе çыхăнăва татман. Чăваш таврапĕлӳçисен ĕçне хастар хутшăннă. Мăшăрĕпе Вениамин Афанасьевпа пĕрле чăваш культурипе чĕлхине сыхласа хăварас тата аталантарас ĕçре нумай вăй хунă.
 
 
: 824, Хаçат: 16 (1212), Категори: Яковлев вулавесем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: