Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Регионта Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн Сергей Морозовăн стипендине илме тивĕçлĕ кандидатсене суйлаççĕ.
Вĕренекенсене, студентсемпе аспирантсене, вĕрентӳ тытăмĕнче вăй хуракан педагогика тата ăслăлăх ĕçченĕсене социаллă пулăшу парассипе çыхăннă саккунпа килĕшӳллĕн пирĕн регионта кĕпĕрнаттăрăн 14 ят стипендийĕ тӳленет. Вĕсенчен пĕри – маттур шкул ачисене, ыттисем – профессилле пĕлӳ паракан çуртсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсене. Списокне çулталăкне икĕ хутчен туса хатĕрлеççĕ. Кандидатурăсене ятарлă комиссисенче сӳтсе яваççĕ.
2012 çулта кĕпĕрнаттăр стипендине 337 çын илсе тăнă, вĕсенчен 283-шĕ «Иван Яковлевич Яковлев ячĕллин» стипендиачĕсем пулнă, 54-шĕ ытти тĕслĕ ят стипендине тивĕçнĕ. Стипендиатсенчен ытларах пайĕ Ульяновскри патшалăх университетĕнче (161) тата Ульяновскри патшалăх техника университетĕнче (66) вĕренет.
Область правительствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, уйăхсерен тӳленекен стипенди калăпăшĕ шкулсенче вĕренекенсен 2000 тенкĕпе танлашать, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче – 3000, аслă пĕлӳ илекенсен – 3 000 -4000, аспирантсен – 5 000. Ăслăлăх тата пултарулăх ĕçĕнче хастар вăй хуракан ăслăлăх ертӳçисемпе вĕрентекенсене, вĕсен ачисем уйрăмах тата пысăк кăтартусем çĕнсе илсен – 6 000 тенкĕ тӳленет.
Ульяновск хулин Хисеплĕ çыннин, 1868 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне йĕркеленĕ Вĕрентекенĕн, чăваш çырулăхĕн ашшĕн — И.Я.Яковлевăн ят стипендине Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов пуçарса янă. Ăна аслă вĕренӳ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ, шкулта пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене виçĕ предметпа (иккĕшĕ тума тивĕçлĕ, пĕри – профильлĕ предметпа) тытса 225 балл пухнă студентсене параççĕ. Калăпăшĕ – 3 000 тенкĕ.
 
: 983, Хаçат: 16 (1212), Категори: И.Я.Яковлев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: