Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Редакци алăкне хуллен шаккаса пӳлĕме сăпайлăн кăна аслă çулсенчи арçын кĕрсе тăчĕ. Мĕн сăлтавпа килнине вăл вăтанарах каласа пама пуçларĕ.
-Эпир çулталăк каялла Аслă Нагаткинтан Ульяновска куçса килтĕмĕр. Хĕрпе хамăр хваттерте пурăнатпăр. Эп малтан ырханччĕ. Халь тасалса кайрăм. Ман 52-мĕш размерлă аван костюм пур, виç-тăват хут кăна тăхăннă. Çаплах çиелтен пусмапа çĕленĕ кĕрĕк (шубняк), лайăх кĕпесем пур. Инкеке лекнĕ çынсене çавсене тăхăнма парасшăн. Тен, пĕрисен пушарта веçех çунса кайнă, тен, теприсен тăхăнмалли туянма май çук. Çавсене парса ярăттăм. 89084711818 телефонпа шăнкăравлаччăр, - терĕ хăйĕнпе паллаштарса Николай Алексеевич Сазардыков.
Хуйхă курмасăр çын ыттисене ăнланма вĕренеймест теççĕ. Николай Сазардыков пурнăçра хур-шарне аванах курнă, çавăнпа ыттисене пулăшма тăрăшать.
Тутарстанри Пăва районĕнчи Пӳркелĕнче çуралса ӳснĕ вăл. Вуникĕ çулта ашшĕне çухатать, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче сывлăхне çухатнă ашшĕ вилсе каять. Икĕ йăмăкĕпе тата амăшĕпе юлать. Арçын вырăнĕнче юлнăскер çемьене тăрантарасси хăйĕн тивĕçĕ тесе шутлать. Çавăнпах 8 класс хыççăн Пăвари 15-мĕш СПТУна тракториста вĕренме каять. Профессие алла илсен тăван ялнех таврăнать. Тăрăшса ĕçлет. Икĕ çул хушшинче малтисен ретне тухать. Хăйне шанса панă ДТ-54 тракторпа çуракипе кĕрхи çĕртме вăхăтĕнче ирне-каçне пĕлмесĕр тăрăшать. Тутарстан ВЛКСМ обкомĕ ăна 1966 çулта «Богатырь весеннего сева» хисеплĕ мандат парса чыслать.
Салтака кайиччен ăна военкомат шофёра вĕренме ярать. Çĕршывăн хăрушсăрлăхне вăл Мускавра сыхлать.
-1969 çулта Китай пирĕн çĕршыва тапăнса кĕчĕ. Çакна хирĕç Мускавра виçĕ талăк демонстраци пычĕ. Çынсем Китай посольствин çуртне кĕленчесемпе, чул катăкĕсемпе, чернил савăчĕпе тата ыттипе те кунĕн-çĕрĕн перетчĕç. Виçĕ хутлă çуртра пĕр çĕмĕрĕлмен чӳрече те юлмарĕ. Эпир салтаксем – сыхлаканнисем. Виçĕ талăк выçă варла тăракан салтаксене те чулсемпе леккелерĕç. Кун хыççăн эпĕ чирлерĕм, питĕ хытă пуç ыратма тытăнчĕ. Сиплемерĕç, киле ячĕç. Килте каннă хыççăн ĕç шырама тытăнтăм. Комсомол путёвкипе каясшăнччĕ. Пулмарĕ. Вара çуркунне Лаишевкăна килтĕм. Совхоза çураки вăхăтĕнче питĕ пулăшрăм, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеме хăнăхнă вĕт. Директор мана кăмăлларĕ. Юлма сĕнчĕ. Эп пурăнмалли хваттер парсан юлатăп терĕм. Пачĕç. Унтан çăмăл машина çине куçарчĕç, малтан тĕп агронома, унтан директора турттартăм. Кĕркунне Аслă Нагаткина Кĕрсăрине кайсан Вера ятлă хĕрпе паллашрăм. Авлантăм. Çулталăк пурăнсан арăм Аслă Нагаткина куçма ыйтрĕ. Килĕшрĕм, - каласа пачĕ вăл.
Çĕнĕ çĕрте Николай Сазардыков çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмне ĕçлеме вырнаçать. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех – 33 çул – вăй хурать унта.
Темиçе хутчен те социализмла ăмăртăвăн çĕнтерӳçи пулать. Хисеп, Тав хучĕсемпе, асăнмалăх парнесем парса нумай хутчен хаклаççĕ унăн ĕçне. 1999 çулта РФ строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх комитечĕн грамотине тивĕçет. Ĕç ветеранĕ. Пенсие кайма вăхăт çитсен, 2008 çулта, кил-çурта хуйхă пырса кĕрет – йывăр чирленĕ хыççăн Вера Григорьевна вилсе каять. Николай Алексеевич икĕ хĕрĕпе тăрса юлать.
-Мăшăрăм сахăр чирĕ аталаннине пĕлмесĕр сывлăхне çухатрĕ. Сăлтавĕ вара – хуйхă. Унăн пиччĕшĕ, арăмĕпе ачи çул çинче аварие лексе вилчĕç. Пĕр çуртран виçĕ тупăк тухрĕ. Хуйхăрнипе сахăр ӳсме тытăннă мăшăрăн, - аса илчĕ вăл.
Сазардыковсен икĕ хĕрĕ те вĕренсе аслă пĕлӳ илнĕ, вырăнлă çĕрте ĕçлеççĕ. Иккĕшĕ те çемье çавăрнă, пĕрер ача çитĕнтереççĕ. Çухату тӳссе курнăскерсем ашшĕне тăрăшса пăхаççĕ, унăн пурнăçне çăмăллатас тесе Ульяновска куçарса килеççĕ.
 
: 916, Хаçат: 16 (1212), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: