Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Яланах нумай ачаллă çемье çинчен ĕмĕтленнĕ вăл – Чӳрекелĕнчи вăр-вар та пултаруллă амăшĕ Татьяна Дьяконова. Хăйсем икĕ хĕр çеç ӳснĕрен кил-çуртра ача сасси янăравлăрах илтĕнмелле тесе шутлать. Ача кулли – кил илемĕ тет.
 
2003 çулта Татьяна ял йĕкĕтнех Сергей Дьяконова качча каять. Юратса, килĕштерсе пĕрлешет икĕ çамрăк чун. Вунă çул хушшинче пĕрин хыççăн тепри виçĕ ача çуралать: Петьăпа Семён тата Нина. Семёна мăн аслашшĕ, чăваш шур сухалĕ ячĕпе панă, Петьăпа Нинăна – кукашшĕпе кукамăшĕ ячĕпе. Кунпа чарăнса тăрасшăн мар Дьяконовсем, çемьене çĕнĕ кайăк хушасси татах пур ĕмĕтре. Упăшки Сергей — фермер хуçалăхĕнче – машинист-оператор пулса вăй хурать, Татьяна лавккаçăра ĕçлет. Аслисем май пур таран пулăшаççĕ, мăнукĕсене юратаççĕ.
Татьяна Петровнаран туслă та юратуллă çемьен вăрттăнлăхне уçма ыйтрăм – хĕрарăм кăмăллăн кулчĕ çеç. «Ашшĕ кăшкăрнине, вăрçнине илтмен эп, уроксене те пĕрле тăватпăр, урама йĕлтĕрпе-çунапа ярăнма çӳретпĕр. Çулла Ульяновска зоопарка, цирка кайса килме те вăхăт тупатпăр, - терĕ вăл. - Аслисем пирĕн – ывăлсем. Вĕсем кĕçĕннине – çепĕç те чĕвĕлти йăмăкне – ытараймаççĕ, аллисем çинче йăтса çӳреççĕ. Уроксем хыççăн мана та пулăшаççĕ вĕсем, урай шăлаççĕ, чашăк-тирĕк çăваççĕ, тирпейлеççĕ. Ман ĕмĕт пурнăçланчĕ — нумай ачаллă çемьере ĕçĕ те нумай ĕнтĕ, анчах телейĕ те пысăк. Шăпăрлансем кулса çеç тăраççĕ, малалла «вĕçме» çунат хушаççĕ. Мăн кукамăшĕ – 91 çулхи Мария Ивановна Новикова — патне йăпăрт кайса пулăшса килеççĕ».
Петьăпа Семён тата пĕрремĕш класра вĕренекен Нина шкултан шавласа килчĕç. Вĕренме килĕшет вĕсене. Кĕçĕннисем уйрăмах математикăпа букваре юратаççĕ. Вĕрентӳçе – Людмила Степановна Головинана ытараймаççĕ. «Ӳссен эпĕ анне пек лавккаçă пулатăп»,-терĕ те пĕчĕк Нина çепĕç сассипе – ахăлтатса кулчĕ. Тетĕшсем ашшĕн çулĕпе каясшăннине пĕлтерчĕç, тен, хулана пысăка вĕренме те кайĕç-ха. Паянхи тĕп тĕллев – сывă, чипер ӳссе аван паллăсемпе вĕренесси.
Дьяконовсем кăçал кĕлчечек туйне паллă тăвĕç. Эппин, парне те йăм хĕрлĕ кĕлчечексен çыххи пулĕ.
 
Майна районĕ.
 
: 1090, Хаçат: 16 (1212), Категори: Нумай ачаллa семье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: