Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Европа чемпионачĕн призёрĕн, Чăнлă районĕнчи Ирçел хĕрĕн Ирина Тражукован ятне Раççейĕн суйласа илнĕ командинче аван пĕлеççĕ. Юлашки икĕ çул хушшинче вăл çирĕп графикпа пурăнать. Апла пулин те Инна Аслă Нагаткинти çамрăксен ăмăртăвне килсе хисеплĕ хăна пулнă.
 
-Тăван тăрăха нумайлăха килтĕр-и?
-Темиçе куна çеç. Эпĕ Швецире иртнĕ пĕтĕм тĕнчери ăмăртуран таврăнтăм. Часах Кисловодска тренировкăсене тухса каймалла. Ку базăра пире аван хатĕрлеççĕ. Пĕрремĕш ăмăрту Тбилисире иртмелле.
-Эсĕ кĕрешӳре миçе çул?
-12 çул. Çакăншăн аттене тав тăватăп. Вăл ирĕклĕ кĕрешессипе аппаланать. Пĕр вăхăт пăрахса водительте ĕçлерĕ. Ун хыççăн каллех спорта таврăнчĕ. Ирçелĕнчи арçын ачасенчен команда йĕркелесе тренер ĕçне пуçăнчĕ. Мана та илчĕ. Хĕрсем çуккипе манăн арçын ачасемпе кĕрешме тиврĕ. Атте мана шеллеместчĕ. Çичĕ тар тухиччен вĕрентетчĕ, пĕр сăмахпа, çирĕп воспитани пачĕ. Тăрăшни сая каймарĕ.
-Ача чухнехи пĕрремĕш ăмăртăва астăватăн-и?
-Паллах! Воробьёва асăнса ирттернĕ турнира хутшăннăччĕ. Эпĕ питĕ ырханччĕ ун чух, 28 килограмм кăна таяттăм. Иккĕмĕш вырăн çĕнсе илтĕм. Куляннипе куççульпех йĕтĕм. Малашне пĕрремĕш вырăна кăна çĕнсе илме тĕв турăм. Спортра халĕ çав тĕллевпе кăна пурăнатăп.
-Икĕ çул каялла эсĕ Европа чемпионачĕн призёрĕ пулса тăтăн. Ку кĕтмен çĕртен пулмарĕ-и?
-Çакă пурне те шалт тĕлĕнтерчĕ! Европа шайне тухиччен малтан эпĕ пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕнче кĕрешсе сборнăя кĕтĕм. Пысăк ӳсĕмсем манран никамах та кĕтмен, хам та çĕнтересси пирки ĕмĕтленмен. Кĕрешӳре пĕтĕм вăя хутăм. Çапла Европа чемпионачĕн призёрĕ пулса тăтăм.
-Ăнăçлă спортсмен пулас тесен Мускавра тренировкăсем ирттерни кирлех-и?
-Çапла. Мускавра мĕнпур майсем пур. Унта эпĕ пĕрремĕш хут 2006 çулта (вун улттăра чух) лекнĕ. Атте мана олимп резервĕн шкулне кайма хистерĕ. Ял хĕрĕ хулара хăй тĕллĕн çухалса каясран та хăраман ахăр вăл. Тавах çавăн чух мана пуçран ачашламаншăн.
-Çĕнтерĕвӳсем çинчен каланă чух сана Мускавран теççĕ. Çакă кӳрентермест-и?
-Эпĕ спортра пĕрремĕш утăмсем тунă чух регион пулăшăвне пачах туйман темелле. Ăмăртусене хамăн тренер Борис Чернов илсе çӳретчĕ. Укçа-тенкĕ çуккипех манăн пĕрремĕш тренер — атте — пыраймастчĕ. Вăл спорт-сменĕсене паян та хăй вăйĕпе илсе каять. Эпĕ аттене пысăк машина туянса парасшăн – ачасене ăмăртăва илсе çӳреме. Телее, халĕ манăн çакăн пек майсем пур.
-Хăвăн ачусене кĕрешĕве панă пулăттăн-и?
-Арçын ачана пама хирĕç мар, хĕрачана — çук. Кĕрешӳ вăл — хĕрарăм валли мар.
-Вăйлă хĕрарăм пулма йывăр мар-и?
-Эпĕ хама вăйлă тесе шутламастăп. Кĕрешӳсем вĕçленсен эпĕ ытти сăпайлă хĕрарăмсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастăп.
-Саншăн хăшĕ малта: хăвăн пурнăçу-и е карьера-и?
-Вĕсен хушшинче пысăк уйрăмлăх. Вăй пур чух спортра ӳсĕмсем тăвасшăн, кайран — харпăр пурнăç пирки шутламалла. Спортри пурнăç — вăрăм мар. Манăн тĕллев — Универсиадăна, тĕнче чемпионатне, Олимпиадăна хутшăнасси.
- Эсĕ «чап» чирне мĕнле ирттертĕн?
-Туймарăм та. Эпĕ ял хĕрĕ пулнă, пулатăп та. Эс мĕнле наци çынни тесе ыйтсан эпĕ мăнаçлансах чăваш хĕрĕ тетĕп.
-Авăнăн 11-мĕшĕнче сан çуралнă куну. Ăна мĕнле паллă тăватăн?
-Авăн уйăхĕнче шăпах çĕр ĕçĕсем тата тренировкăсем тытăнаççĕ, паллă тума вăхăт пачах çук. Эпĕ Лаша çулĕнче çуралнă, çавăнпа та тар тăкмасăр ăнăçу килмессе лайăх ăнланатăп.
 
 
("Чемпион" хаçатран.)
 
: 972, Хаçат: 16 (1212), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: