Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юрă-ташăпа пурăнаканăн ĕмĕрĕ вăрăм теççĕ. Хаваслă, ырă кăмăлпа çӳрекенсем кăра çилĕллисенчен самай çамрăк курăннине специалистсем те çирĕплетеççĕ. Димитровградри «Савăнăç» юрă ушкăнĕнчи Елена Козинапа тĕплĕнрех паллашсан çакăн пирки пĕр иккĕленӳ те юлмарĕ. Ушкăна вăл 15 çул каялла килнĕ. Тивĕçлĕ канăва кайнăранпа — вуникĕ çул. Сцена çинче вара — чăн-чăн Нарспи.
-Çамрăклăхăн вăрттăнлăхне уçса параймăр-ши? - тесе ыйтсан вăл çурма чăнласа, çурма шӳтлесе çапла хуравларĕ:
- Чăваш кĕпи пурне те çамрăклатать. Эпĕ те хамăр тума тăхăнсан, капăрлăх çаксан çул ӳсĕмĕ пирки мансах каятăп.
Унăн çуралнă çĕршывĕ — Тутарстан Республикинчи Аксу районне кĕрекен Саврăшпуç ялĕ. Елена пĕчĕкренех юрра-ташша ăста пулнă, шкулти, ялти уявсенче юрланă.
-Асатте баян ăста калатчĕ. Баяна тăсса ярсанах эпĕ, пĕчĕкскер, ташша яраттăм, - кулăпа аса илет ачалăхне Елена Александровна. – Анне пуçламăш класс ачисене вĕрентетчĕ. Атте вара ялти театрта вылятчĕ. «Нарспи» пьеса лартнине лайăх ас тăватăп-ха. Хам та артистка пулма ĕмĕтленнĕччĕ те – шăпа тепĕр çулпа илсе кайрĕ.
Шкул пĕтерсен Елена Димитровградра штукатур-маляра вĕреннĕ. Вунă çул ДААЗра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе виçĕ хĕр çуратса ӳстернĕ. Вуникĕ çул каялла хĕрсен ашшĕ çĕре кĕнĕ. Амăшĕн малалла пĕчченех туртма тивнĕ çемье лавне.
Аслă хĕрĕ амăшне хывнă. Хореографи шкулне пĕтерсе Тольяттире ташă ушкăнĕнче ташлать. Иккĕмĕшĕ сутуçăра ĕçлет. Виççĕмĕш хĕрĕ амăш пулма хатĕрленет. Пурте çемье чăмăртанă, ачасем ӳстереççĕ.
-Манăн пилĕк мăнук, -тет вăл мăнаçланса. - Кĕçех тепре çуралмалла. Çавăнпа та манăн килте лăпкă ларма иртерех-ха. Мĕн-ма ĕçлес мар сывлăх пур чух? Ĕçрен пушансан мăнуксемпе ларатăп.
«Савăнăçра» юрлани вара мана вăй парать. Репетицие пырсан ывăнни таçта кайса кĕрет. Юрăра тĕрĕс сăмахсем пур: «Савăнма пĕлсен кăна çăмăл иккен пурăнма».
 
 
Димитровград хули.
 
: 886, Хаçат: 16 (1212), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: