Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нарăс уйăхĕнче Димитровград хулинче Мелекесс районĕнче пурăнакан чăвашсен культура уявĕ иртрĕ. Килнисем фойере йĕркеленĕ ылтăн алăллă çынсен ĕçĕсен куравĕпе паллашма пултарчĕç. Сĕтелсене Мелекесс районĕнчи кашни ял тăрăхĕ хăйнеевĕр илемлетнĕ. Эврел чăвашĕн Владимир Пайдутовăн карçинккисене ытараймасăр çавăркала-çăвăркала пăхатчĕç. Чăннипех те мухтава тивĕçле вĕсем.
Владимир Пайдутов ачаранах аслашшĕ пек карçинкка çыхма вĕренме ĕмĕтленнĕ. Шухăшлани пурнăçланнах. Тăрăшулăхĕ ун ăмсанмалăх та пур.
Владимир Николаевич хĕлле Димитровград хулине ĕçлеме çӳрет, çулла Эврелĕнчи фермерсем патĕнче вăй хурать. Нумай ачаллă ашшĕ, тĕслĕхлĕ çемье пуçлăхĕ. Кил хуçалăхĕнчи витере выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Виçĕ хĕрне ӳстермелле-çке, качча пама тупра пухмалла. Ик алла пĕр ĕç тенĕ евĕр аптрамасть вăл, нимĕнле ĕçрен те хăрамасть.
— Ачалăхра асатте, Борис Пайдутов, хăва вуллисенчен пысăк япаласем явнине пăхса ларма юрататтăм эп, пуçăмра паха илемлĕ карçинккасем тума вĕренес шухăш явăнатчĕ. Виçĕ çул хам тĕллĕн вĕрентĕм. Ку енĕпе тата та ĕçлемелли пур-ха. Урай çи чӳлмекне хăва вуллинчен çыхма вĕренесшĕн. Малашне сĕтел-пукан ăсталама та шухăш пур. Вĕренмелле те вĕренмелле-ха. Кăмăлтан тунă ĕç телей кӳрет.
Карçинкка çыхмашкăн вулăсене Владимир Пайдутов çуркунне хатĕрлесе хăварать. Хатĕрлени пĕтнĕ пирки кăçал вăл хĕллех йĕлтĕрпе кайса çӳçе касса килнĕ. Çут çанталăка ытарайманран тухса çӳрет çырма-çатрана, хăвалăха.
— Ман ĕçсем Тольятти, Самар, Мускав, Ульяновск хулисенче пур. Хăшне хам парнеленĕ, хăшне – ӳнер ĕçĕпе интересленекенсем хăйсем туяннă,-терĕ маçтăр. - Енчен те ик-виç кун таранах алла юратнă ĕçе тытаймастăп пулсан – тунсăхлатăп, чун ыйтнине туятăп. Эппин, вăхăта сая ямасăр хăва вуллине авма пуçламалла!
Пайдутовсен çемйинче умлă-хыçлăн виçĕ пике çуралнă. Асли – 9 çулта, кĕçĕнни – 7 уйăхра. Паян Владимир Николаевичăн асламăшĕн çуртĕнче пурăнать çемье – пилĕк çăвар. Малашне хăйсен çуртне тăвасшăн вĕсем, ачисене ырă-сывă ӳстересшĕн. Нумай ачаллă çемьесене паракан тӳлевсĕр çĕр пайне илсен çав вырăнта йăва çавăрасшăн.
Ялта ывăл ача та кирлĕ ĕнтĕ тесен Владимир Николаевич чăнахах та Пайдутовсен йăх-ăрăвне малалла аталантарма ĕмĕтленнине пытармарĕ. Вăл хăй килĕнче пĕртен-пĕр ывăл çеç мар, пĕртен-пĕр ача пулнă. «Ача шавĕсĕр тунсăхлаттăм, ман пысăк йышлă çемьере пурăнас килетчĕ,-терĕ. – Халь хĕрачасем çине пăхса савăнатăп. Пĕрле вылятпăр, кĕнеке вулатпăр эпир, амăшне, юратнă мăшăрăма, пулăшма та вăхăт тупатпăр».
 
: 869, Хаçат: 16 (1212), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: