Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Людмила Николаевнапа Алексей Васильевич Шашкинсем Павловка районĕнчи Андреевка ялĕнче пурăнаççĕ. 1986 çулта Чăваш Республикинчен куçса килнĕ мăшăр халь ку яла тăван ялĕ тесе шутлать. Кунта вĕсен кермен пек кил-çурчĕ тасалăхпа çуталать, тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕхĕ витепе картишне тултарать, пахча тулли çимĕç ӳсет.
Патăрьел районĕнчи Туçа ялĕнче çуралса ӳснĕ Алексей Васильевичпа Елчĕк районĕнчи Энтепе хĕрĕ 1984 çулта пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Людмила Николаевна вăл вăхăтра ялти лавккара ĕçленĕ пулнă, мăшăрĕ - тракторпа. Икĕ чĕре пĕрле пулсан ăçта пурăнмалли ыйту сиксе тухать. Малтанах Туçара тĕпленме шутлаççĕ, унта Шашкинсен пĕрремĕш хĕрĕ те çуралать. Анчах пурăнмалли хĕсĕк, çурт тума та çĕр илме çук. Шăп çав вăхăтра специалистсем шыраса Павловка районĕнчи Свердлов ячĕллĕ колхозăн тĕп зоотехникĕ Туçа ялне çитет. Шашкинсем нумай шухăшласа тăмаççĕ, çĕнĕ çĕре çĕнĕ пурнăç тума инçе çула тухса каяççĕ. Лайăх йышăнаççĕ вĕсене Андреевкăра – пурăнмалли çурт параççĕ, ĕç вырăнĕпе тивĕçтереççĕ. Людмила Николаевна çулталăк пĕчĕк ачипе килте ларать, унтан колхозра учётчикра ĕçлеме тытăнать, мăшăрĕ малтанхи пекех трактор çине ларать.
Икĕ хĕр çитĕнтернĕ вĕсем.
Халĕ Шашкинсем килĕнче иккĕшех пурăнаççĕ. Хĕрĕсем çунат сарса килĕнчен тухса кайнă, иккĕшĕ те Тольяттире пурăнаççĕ. Асли Татьяна ял хуçалăх академине пĕтернĕ, çемьеллĕ, ачапа декрет отпускĕнче. Кĕçĕнни Марина пульницара ĕçлет, куçăмсăр майпа Ульяновскри ял хуçалăх академинче бухгалтера вĕренет.
Людмила Николаевна ялта «Долина» предприятире кассир-контролёрта вăй хурать. Çулла пахча-анкарти ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕхпе аппаланать, чечек ӳстерме юратать. Упăшки валли вара халь ялта ĕç çук.
 
: 891, Хаçат: 16 (1212), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: