Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскра “Декоративно-приклад ное искусство народов Симбирского Поволжья” этнографи музейĕ уçăлнă.
Çĕнĕ музей экспозицийĕнче хальлĕхе 120 экспонат. Вĕсем хушшинче тутар патшин арăмĕн Сююмпикен кĕпин копийĕ, чăваш, тутар, мăкшă халăхĕсен кĕписем, чăвашсен вĕтĕ шăрçапа тата укçасемпе илемлетнĕ пуç хатĕрĕсем - хушпупа тухья, кĕнчеле, Атăлçи халăхĕсен савăт-сапи, тăм савăт тата чăваш хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ!
Музея курма пыракансем наци литературин куравĕпе паллашма тата сыхлавçă пукане (оберег) маçтăрлама вĕренме пултараççĕ.
 
: 826, Хаçат: 38 (1130), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: