Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эрнекунхи хĕвеллĕ ир. Сĕве лăпкă, шыв çыранта кăна хуллен шĕпĕлтетет, хăмăшпа тем çинчен кăмăллă пăшăлтатать. Кимĕ хуçи – сухаллă вырăс. Ун патне икĕ çамрăк пырса тăчĕ. Хăйсем пир кĕпепе, урисенче çăпата. Çӳçĕсене тирпейлĕ хыçалалла тураса вырттарнă.
-Ирхи салам сире, ырă тетемĕр! Сирĕн кимĕпе пĕр çур сехет ярăнма пулмĕ-ши? Эпир тӳлĕпĕр… — тилмĕрӳллĕн ыйтрĕç çамрăксем.
-Ăçтан эсир, юмахри шĕшлĕсем?-пĕлесшĕн пулчĕ вырăс.
-Эпир кунтисемех. Авă пирĕн аттемĕр! — алă тăсса кăтартрĕç лешсем инçех мар шыва кĕме хатĕрленекен чăваш еннелле.
Вырăс куштăрканă аллине куç тĕлне тытрĕ те çамрăксем кăтартнă çынна палласа илчĕ.
-Ара, вăл Иван Яковлевич вĕт. Ăнлантăм: эсир ун шкулĕнче ăс пухакансем-çке. Ярăнăрах кăмăл туличчен. Сиртен укçа тавраш кирлĕ мар.
Кимĕ çине ларнă чăваш ачисене вырăс кăмăллăн пăхса юлчĕ.
Сĕве анлăшĕ ку тĕлте сакăрвунă хăлаçран та иртет. Пĕр вăтăр çулхи çирĕп арçын ав вăйлă аллисемпе сулмаклăн хăлаçланса, тӳлек юхан шыв урлă ик-виçĕ хут каллĕ-маллĕ ишсе каçрĕ те васкамасăр тумланма тытăнчĕ. Пăхсан ун çине тĕлĕнмелле паттăр темелле: пĕвĕ çӳллĕ, хулпуççи сарлака, кĕлетки юман пек тĕреклĕ.
-Пуç таятпăр Яковлева! – саламласа иртрĕç юхан шыв хĕрричи сукмакпа Чĕмпĕр купсипе унăн приказчикĕ. Шкул валли çăнăх-кĕрпе çав купса лавккинче туянать Иван Яковлевич.
Хусан округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ вăл халь.
…Сĕве леш енчи вăрман хыçĕнчи каçхи ĕнтрĕк шăвать. Хĕвелпе тăрса мĕн вăл аничченех ĕçленĕ Яковлев сарлака утăмсемпе килнелле çул тытрĕ. Шкулта вĕренекенсем те каç кӳлĕм Сĕве хĕррине уçăлса çӳреме тухнăччĕ. Вĕсем те çывăрмалли пӳлĕмĕсене паçăрах таврăннă ĕнтĕ. Шкул енчен сас-хура илтĕнмест. Йĕркене пăсас мар тесе аслăрах классенче вĕренекенсем те выртнă ĕнтĕ, анчах çывăрмаççĕ-ха, пĕр-пĕринпе пăшăл-пăшăл калаçаççĕ. Ыран экзамен пуçланать вĕт. Нихăшĕ те намăс курасшăн мар. Çавăнпа ыйхă килмест.
Чĕмпĕрти чăваш шкулне экзамен ирттерме кĕпĕрнери халăх училищисен директорĕ И.Н. Ульянов хăй килчĕ. Илья Николаевича та, ытти экзаменаторсене те ачасем лайăх пĕлни савăнтарчĕ. Экзамен парса тухакансем хăйсене телейлĕ туйрĕç. Пĕлĕтлĕ çанталăк та юсана пуçларĕ.
Кĕçнерникун Хусантан телеграмма çаптарнă: Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекенсене çут ĕç министрĕ Д.А. Толстой граф курасшăн иккен, пĕтĕм шкула пристане пыма хушать.
1878 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) кăнтăр апачĕ хыççăн Чăваш шкулĕнче вĕренекенсем тап-таса тум тăхăнчĕç, çӳç-пуçне тураса тирпейлерĕç, унтан пурте пĕрле Чĕмпĕрĕн кукăр-макăр урамĕсемпе Атăл хĕрринелле утрĕç. Алăсенче – кĕнекесемпе тетрадьсем. Урасенче – çăпата: çĕнни те, кивви те. Хăшĕ-пĕри кăна йӳнĕ атă тăхăннă. Вĕренекенсем çине пăхса тăранмалла мар: пĕвĕсем яштака, сăнĕсем хитре, пичĕсем çинче хĕвел çути вылять. Чăваш шкулĕнче вĕренекенсем шăкăл-шăкăл калаçса пынине хула çыннисем тĕлĕнсе те хисеплесе пăхса юлаççĕ.
-Чăвашсем пыраççĕ! Чăваш çăпати йăлтăртатать! - кăшкăрса ячĕ тахăшĕ.
-Хе, министрпа курнăçасшăн тата!..Ун патĕнче пире валли те вырăн çитес çук, - ĕхĕлтетсе кулчĕ шлепке тăхăннă господин. Ачасен пичĕсем çине сулхăн ӳкнĕ пек пулчĕ.
-Ырă çын çынран кулмасть. Ун сăмахне хăлхана ан чикĕр! – лăплантарчĕ ачасене 4-мĕш курсра вĕренекен Ф. Сергеев.
Чăваш шкулĕнче вĕренекенсем вырнаçнă флигеле пуçлăхсем нумайăн кĕчĕç. Хăшĕ-ши министр? Вăл драп пальто тăхăннă-мĕн. Пĕр аллинче шлепке, тепринче – туя. Дмитрий Андреевич Толстой граф Раççейĕн çут ĕç министрĕнче 1866-1880 çулсенче ĕçленĕ. Халăха, уйрăмах вырăс мар халăхсене çутта кăларассишĕн вăй хурсах тăрăшнă теме çук ăна. Каярахпа шалти ĕçсен министрĕ, жандармсен шефĕ пулса ĕçленĕ çулсенче вара хура халăха хĕсмеллипех хĕснĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕпе ăна Н.И. Ильминский кăсăклантарса янă иккен. Халĕ граф аллă пиллĕкре çеç-ха, пурпĕр йăмшакăн курăнать: хырăмĕ самаях усăннă, куç айĕ кăн-кăвак, самаях туртăнса тăрать.
Шкул хорĕ хĕрсе кайса юрлать. Министр пуçне пĕкнĕ те тимлĕн тăнлать, кĕтесе хĕсĕнсе тăнă хăюсăр ачасем çине пăха-пăха илет. Темиçе юрă итлесен И.Я. Яковлевпа калаçма тытăнчĕ министр. Вĕсен калаçăвĕ шкул çинчен пычĕ. Çавăн хыççăн ун сиятельстви пĕрремĕш класра вĕренекене сăвă, иккĕмĕш класрине сĕрме купăспа кĕвĕ калаттарчĕ. Аслă класра вĕренекенсем вырăсла епле пĕлнине тĕрĕслеме пĕринчен вăл ăçтан тата кам ачи пулнине ыйтса пĕлчĕ. Унтан пĕр гимназиста чĕнсе илчĕ те – вăл чăваш ачине «доска» сăмаха вĕçлеме хушрĕ.
Чăваш шкулĕнче вĕренекенсене граф çапла каласа хăварчĕ:
-Вĕренĕр, кайран вара хăвăр вĕрентме тытăнăр…
Унăн сиятельстви кайма хатĕрленсе пăрахут çине ларнă чухне чăваш ачисен янкăс сасăллă хорĕ юрă шăрантарчĕ. Министр пăрахут çине ларуçăн та чăваш шкулĕсен инспекторĕпе Иван Яковлевич Яковлевпа пуплерĕ.
-Николай Иванович Ильминские итлĕр, вăл хушнă пек тăвăр,- хушса хăварчĕ министр инспектора.
Чăваш шкулĕнче вĕренекенсем аяккалла кайнăçемĕн пĕчĕклен-се пыракан пăрахут çине куç илмесĕр пăхса тăчĕç. Урампа килелле таврăннă май хирĕç пулакансем ыйтăвĕсене мăнаçлăн хуравлаççĕ:
-Министрпа тĕл пултăмăр!
Сăнран пăхсан вĕсем паян пурте телейлĕ. Телей… Ытла та кăткăс иккен ку ăнлав. Пуçлăхсем, уйрăмах пуп таврашĕсем, тем тума та пултарĕç. Ахальтен мар вĕсем чăваш шкулĕ еннелле пăхса пĕрмай шăл хăйраççĕ. Анчах шĕшкĕ айĕнчен юман шăтса тухать. Чăваш шкулĕнче вĕренекенсемшĕн çав хăватлă юман – чунĕпе халăх ĕçне парăннă çын, чаплă педагог Иван Яковлевич Яковлев.
 
: 953, Хаçат: 16 (1212), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: