Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш халăхне çутта кăларакан, аслă педагог И.Я.Яковлев чăваш халăхне вĕрентес тĕллевпе Хусан кĕпĕрнинче шкулсем уçнă, çав вĕренӳ заведенийĕсем çумĕнче тата уйрăм çĕрте чиркӳсем хăпартнă. Унăн тĕллевĕ – тĕн урлă тăван чĕлхене хисеплеме, юратма вĕрентесси. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çумĕнчи Таса сывлăш Апостолсем çине аннă ятлă чиркĕве те çав тĕллевпех лартнă.
Ульяновск облаçĕнчи патшалăх архивĕнче чиркӳ историйĕпе çыхăннă чылай документ упранать.
1885 çулхи нарăсăн 18-мĕшĕнче Сызрань тата Чĕмпĕр Епископне янă çырура И.Я.Яковлев чиркӳ уçассипе çыхăннă кашни саманта çырса кăтартать.
«1879 çулта мастерскойсем валли тесе тунă уйрăм ларакан шкула пысăклатса, кăшт улăштарса чиркӳ тăвас шухăш 1881 çултах çуралнă манăн. Кĕпĕрне инженерĕ А.И.Львович-Костриц а (мастерскоя унăн проекчĕпе лартнăччĕ) çак ĕçĕн сметипе проектне хатĕрлерĕ. Тăкак пурĕ 5323 тенкĕ те 86 пус пулмаллине палăртрĕ. Сметăна Чĕмпĕр кĕпĕрни правленийĕн строительство уйрăмĕ пăхса тухса çирĕплетрĕ. 1881 çултах штукатурка ĕçĕсен пĕр пайне пурнăçларăмăр.
1883 çулхи çуркунне çирĕплетнĕ проектпа чиркӳ тума пуçларăмăр, ĕçе ертсе пыма тата тĕрĕслесе тăма ремесла училищин директорĕ пулнă Данилова чĕнтĕм. Хрампа унăн çумĕнчи çурта эпĕ ыркăмăллăх майĕпе пуçтарнă укçапа тăвăпăр пуль тенĕччĕ. Мĕншĕн тесен пуçарнă сăвап ĕçре пулăшакансем, православишĕн чунне паракансем пулаççех тесе шутланă. 1883 çулхи çуркунне тĕлне укçа паракансем тупăнманччĕ-ха, çапах та мана пĕр-пĕрне укçа кивçен парса пулăшакан Чĕмпĕр обществи алă тăсрĕ. Çаплах Зуров ачисен тата Матвей Александрович Сахаров купса лавккисенчен строительство материалĕсене кивçен, кайран тӳлемелле, пама пулчĕç.
1883 çулхи авăн уйăхĕ тĕлне ĕç вĕçленнĕпе пĕрехчĕ. Тăкакĕ 4015 тенкĕ те 51 пус пулчĕ, çак суммăран 3663 тенкĕ те 51 пусне тӳлесе татнă. Тӳленĕ укçаран 1000 тенкине Комитетран илнĕ, 408 тенки – çынсем пани, 325 тенкĕ те 95 пус – шкул укçи, 1929 тенкĕ те 56 пусне хам Чĕмпĕр обществинчен тата уйрăм çынсенчен кивçен илсе панă.
1883 çулхи авăн уйăхĕнче Хусанти вĕренӳ округĕн попечителĕ пирĕн шкулпа хута ярайман чиркӳ çуртне пăхса çаврăннă хыççăн шкулти лару-тăру тата чиркӳ тума мĕн чухлĕ тăкаклани пирки тĕплĕн çырса пама хушрĕ. Эпĕ çак ĕçе тăхтаса тăмасăр пурнăçларăм. Раççей императорĕ патне çитнĕ çыру. Вăл унпа паллашнă хыççăн чиркĕве туса пĕтерме 3502 тенкĕ, мана – парăмсене парса татма – 1600 тенкĕ уйăрма хушнă. 1884 çулхи пуш уйăхĕнче укçа çитрĕ.
1884 çулхи çуркуннепе çулла чиркӳри сăрламалли ĕçсене вĕçлерĕмĕр. Куншăн уйрăм çынсем тӳлерĕç. Кĕркунне Император ятĕнчен килнĕ 3502 тенкĕпе иконостас тума пуçларăмăр. Иконостас 2297 тенкĕ те 7 пуса ларчĕ, юлнă укçа - 1204 тенкĕ те 3 пус – Чĕмпĕр кĕпĕрнин казначействинче.
Кăçалхи нарăсăн 17-мĕшчен Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çумĕнче чиркĕве тунă çĕре 6506 тенкĕ те 8 пус панă, çавăн чухлех тăкакланнă. Вĕсенчен православин миссионер обществинчен - 1000 тенкĕ, Чĕмпĕр чăваш шкулĕн фондĕнчен - 325 тенкĕ те 95 пус, уйрăм çынсем – 1283 тенкĕ те 15 пус, Халăх вĕрентĕвĕн министерстви – 3827 тенкĕ те 7 пус куçарнă. Çаплах япаласемпе строительство хатĕрĕсем парса 213 тенкĕ те 8 пуслăх пулăшнă.
Эпĕ сирĕн пата пулăшу аллине тăснă çынсен ячĕсене çырса хăварма та хăю çитересшĕн:
Николай Яковлевич Шатров (576 тенкĕ), статс советникĕн хĕрĕ, дворян хĕрĕ Клеопатра Дмитриевна Раевская (140 тенкĕ), Император керменĕн камергерĕ Александр Александрович Арапов (100 тенкĕ), статс советникĕн мăшăрĕ Екатерина Степановна Ильминская (80 тенкĕ), Пĕтĕм Святойсен чиркĕвĕн тиекĕ Адрианов (125 тенкĕ), Матвей Александрович Сахаров купса (146 тенкĕ), Василий Матвеевич Булычев купса (88 тенкĕ), Чĕмпĕрти Кафедрăллă соборăн тиекĕ Смирнов (40 тенкĕ)».
Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çумĕнчи чиркĕве 1885 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Сызраньпе Чĕмпĕр Епископĕ çутатнă.
1897-1898 çулсенче шкул попечителĕ, Чĕмпĕрти пĕрремĕш гильди купси Николай Шатров укçипе алтаре çĕнĕрен купаланă. Ăна та 1898 çулхи чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче çутатнă.
Чиркĕвĕн пĕр престол – Таса сывлăш Апостолсем çине анни.
1898 çулта Чĕмпĕр чăваш шкулĕн чиркĕвĕ çумĕнче Православин Тасачунлăх пĕрлĕхĕ (Православное Святодуховное братство) йĕркеленет.
1898 çулхи чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче И.Я.Яковлев Сызраньпе Чĕмпĕр Епископне Никандра çапла хыпарлать: «Чĕмпĕр чăваш шкулне çывăх пĕлекенсенчен, ăна кăмăллакансенчен нумайăшĕ чиркӳ çумĕнче Православи обществи йĕркелени усăллă пулнине тахçанах калатчĕç. Общество урлă чиркĕве те, шкулта вĕренекенсене те пулăшма май пулĕ».
И.Я.Яковлев Сызраньпе Чĕмпĕр епископне Никандра обществăн уставĕн проектне çирĕплетме ыйтать. Проектăн копине Хусанти вĕренӳ округĕн попечителĕ те пăхса тухать. Вăл И.Я.Яковлев патне православи обществине йĕркеленине хирĕç мар тесе телеграмма ярать. Чӳкĕн 28-мĕшĕнче Чĕмпĕрти тĕн консисторийĕ Православин Тасачунлăх пĕрлĕхĕн уставне çирĕплетет.
1906 çулта И.Я.Яковлев пуçарăвĕпе чиркӳ çумĕнче псаломçă, тиек, иерей пулас текен чăвашсем валли тĕрĕслев комиссийĕ йĕркеленет.
Архивра хулари прихутсăр килти чиркӳсен благочиннăйĕ Дмитрий Ахматов Таса сывлăш Апостолсем çине аннă ятлă чиркӳре пулнă хыççăн 1917 çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче Чĕмпĕр епархийĕн управляющийĕ патне янă çыру упранать.
«…Храм хурлăхлă тата хӳтлĕхсĕр ларать. Ман шутпа, ăна тăхтаса тăмасăр прихут чиркĕвĕсен шутне куçармалла, иконостаспа, престолĕпе пĕрле. Тĕрĕсне каласан, училищĕре иконостас çумĕнчи хулăн йывăç хăмасемпе уйăрнă алтарь кăна пур, ăна питĕрмен. Чиркӳ çук тесен те юрать, чиркӳ пӳлĕмĕ кăна пур. Ăна та питĕрмен, иконостас умĕнче рояль ларать, кунтах училищĕре вырнаçнă хĕрлĕармеецсен пухăвĕсем иртеççĕ…»
Чиркӳри хаклă япаласене çывăхри Богоявлени чиркĕвне куçарнă. Пачăшкă турăшсене, ризницăри тумтире, савăт-сапана, ытти хатĕрсене те часрах çав чиркĕвех куçарма ыйтать. Эппин, вăл вăхăтра Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çумĕнчи чиркӳ ĕçлемен.
Ахматовăн çырăвĕ çинче «1917 çул,9.12» дата тăрать пулин те Епархи канашĕ документа «1918.10.12» кунра илнĕ тесе палăртать. Епархи канашĕ 1918 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче Чĕмпĕрти прихутсăр чиркӳсен пурлăхне сыхласа хăварас тĕллевпе вĕсене прихут чиркĕвĕсене куçарасси пирки резолюци кăларать.
И.Я.Яковлев аса илĕвĕнчен çакă паллă, 1918 çулта чиркӳ çăраççи И.Д. Дормидонтов пачăшкăра пулнă. «Служба кунта тахçанах иртмест ĕнтĕ. Кăçал Мăнкунăн пĕрремĕш кунĕнче кăна кĕлĕ иртрĕ. Чиркĕве совет влаçĕн хушăвĕпе хупнă», - тесе çырать вăл. Апла пулсан чиркӳ 1918 çулта хупăннă.
Таса сывлăш Апостолсем çине аннă ятлă чиркӳ 1991 çулхи чӳк уйăхĕнче çĕнĕрен хута каять. Халăх хушшинче ăна чăваш чиркĕвĕ теççĕ. Кĕлĕсем вырăс тата чăваш чĕлхисемпе иртеççĕ.
Чиркӳ çурчĕ «Родина В.И.Ленина» патшалăх историпе мемориал заповедникĕнчи Чĕмпĕр чăваш шкулĕ комплексне кĕрет. Çурта епархи тара илнĕ. Настоятелĕ игумен Игнатий, ахаль пурнăçра – Илья Николаевич Григорьев.
Малтанхи пачăшкăсем.
Чĕмпĕр чăваш чиркĕвĕнче тĕрлĕ вăхăтсенче В.Н.Никифоров, М.П.Петров, И.Д.Дормидонтов пачăшкăсем ĕçленĕ.
Василий Никифорович Никифоров, 1864 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1883 çулта Чĕмпĕр чăваш шкулне вĕренсе пĕтернĕ, ăна историпе географи преподавателĕ должноçне вырнаçтарнă.
1898 çулта ăна Православин Тасачунлăх пĕрлĕхĕн казначейне суйланă.
Хусанти вĕренӳ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ сĕннипе 1899 çулхи нарăсăн 18-мĕшĕнче Таса сывлăш Апостолсем çине аннă ятлă чиркĕвĕн священникне тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи хĕрарăмсен училищинче тĕн саккуне вĕрентме лартнă. Çак вăхăтран В.Н.Никифоров тĕн кĕнекисене чăвашла куçарас ĕçе хастар хутшăннă.
1900 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ – 1903 çулхи çĕртмен пĕрремĕшĕ тапхăрта Чĕмпĕр чăваш учительсен шкулĕн заведующийĕ, 1903 çулхи утă-авăн уйăхĕсенче инспектор должноçĕнче пулнă.
1906 çулта Чĕмпĕрти тĕн консисторийĕ сĕннипе псаломçă е тиек пулас текен чăвашсен тĕрĕслев комиссине кĕртеççĕ.
1907 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнчен арçынсен икĕ класлă прихут шкулĕнче Турă саккунне вĕрентет.
Авланнă. Мăшăрĕпе Анна Матвеевнапа виçĕ ывăл та икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ.
Михаил Петрович Петров Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕнчи Элмен прихутĕнчи Мăн ялта 1877 çулхи авăнăн 16-мĕшĕнче çуралнă. Чĕмпĕр чăваш шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1901 çулта Хусан кĕпĕрнин Спасск уесĕнчи Сиктĕрмери икĕ класлă училищĕре ĕçлеме тытăннă.
1903 çулта Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи хĕрарăмсен уйрăмне ĕçлеме янă.
1905 çулта ăна Сызраньпе Чĕмпĕр епархийĕ сĕннипе Курмăш уесĕнчи Раскильдино ялĕнчи чиркĕвĕн пачăшкине лартнă, унтан Хĕрлĕ Чутайри чиркӳпе прихут шкулне, çав çулах ăна Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çумĕнчи чиркĕве настоятель тата хĕрарăмсен училищинче тĕн саккунне вĕрентме куçарнă. 1906 çултанпа учительсен шкулĕнче тĕн саккунне вĕрентнĕ.
Авланнă. Татьяна Павловна мăшăрĕпе пĕр хĕр çитĕнтернĕ.
Иван Дормидонтович Дормидонтов Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Аслă Аксу ялĕнче 1876 çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕтерсен Пăва уесĕнчи Кушкă шкулĕнче вĕрентнĕ, çав ялтах псаломçăра ĕçленĕ. 1899 çулта Чĕмпĕрти тĕн семинаринчи 4-мĕш класра вĕрентнĕ. 1902 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Чĕмпĕр уесĕнчи Пухтел ялĕнчи, 1904 çултанпа Пăва уесĕнчи Чурачăкри, çав çултанах Чĕмпĕр уесĕнчи Вăта Тимĕрçен ялĕнчи, 1907 çултан Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çумĕнчи чиркӳсенче ĕçленĕ. Пĕр вăхăтрах унти хĕрарăмсен икĕ класлă прихут шкулĕнче вĕрентнĕ.
Авланнă. Анна Петровна мăшăрĕпе пĕр хĕр ӳстернĕ.
 
: 1028, Хаçат: 16 (1212), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: