Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш çĕнĕ литературин малтанхи калчисене лартаканĕ, çыравçăсен ешĕл ушкăнне хываканĕ – Чĕмпĕр хули. Унта куçаруçăсемпе çыравçăсен малтанхи пĕрлешĕвĕсем чăмăртаннă.
И.Я.Яковлевăн чи маттур куçаруçисем Н.М.Охотников, К.В.Ивановпа Н.В.Шупуççынни пулнине астăватпăр. Чăваш шкулĕнче И.Я.Яковлев патĕнче ĕçленĕ Д.Ф.Филимонов 1900 çулта чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Самар кĕпĕрнинче чăваш куçаруçисен Пĕрремĕш съездне, унтан 2-мĕш /1903/, 3-мĕш /1905/, 4-мĕш /1909/, 5-мĕш /1911/ съезчĕсене пухнă. Аслă патриарх «йăвинче» сăвă çырма вĕреннĕ ушкăн ача 1901 çулта «Çамрăк сăвăçсен пĕрлĕхне» туса хунă. Ăна Гаврил Кореньков пуçарнă, Гурий Комиссаров кун кĕнекинче ку ушкăна «компания» тет, вĕсемпе пĕр класра вĕреннĕ Мĕтри Юманпа Роман Иванов та асăнаççĕ /Р.И.Ивановăн «Киле таврăнсан», 2008, кĕнекине пăхăр/. Союз алăпа çырса чăвашла тата вырăсла хайлавсен журналне кăларнă. Ырă тĕслĕх сарăлсах пырать. Чăнлă хутлăхĕнчи Анат Тимĕрçенте Тăванъялсем Çеркей учитель 1907 çулта ачасен ушкăнне пухни, гектографпа пуçтарса «Хайхи» журнала 10 хут кăларни паллă.
1908 çулта И.Я.Яковлев «Нарспипе» «Арçурие» пичетлени чăваш халăхĕн тăнне уçса ярать. 1911 çулта Чистай уесĕнчи Аксура Н.В.Шупуççынни «Хамăр ял» журнал йĕркелет те 1914 çулччен 24 кăларăмне кун çути кăтартать. 1916 çулта Çеçпĕл Мишши Шăхасанти шкулта «Звездочка» ятлă ал çыру журналĕ çырать. Чĕмпĕр шкулĕн ачисемех /Мĕтри Юман пуçарăвĕпе/ 1917 çулта «Самана» тата «Çĕнĕ пурнăç» хаçатсем пичетленĕ. Унччен «Хыпарпа» «Чухăнсен сасси» хаçатсенче ĕçленĕ журналист, Раççейри литература пурнăçне Мускав урлă лайăх курса тăракан таврапĕлӳçĕ А.П.Милли 1919 çулта яшсен ĕçне малалла тăсса Чĕмпĕрте «Чăвашла çыракансен ушкăнне» /Общество чувашских писателей/ туса хунă, «Атăл юрри» журналăн икĕ кăларăмне пичетлеме ĕлкĕрнĕ. Çапла вара - чăвашсен литература ани çинче пĕрлешсе ĕçлесси Чĕмпĕрте пуçланнă.
Кĕçех чĕмпĕрсен витĕмĕ ытти хулара палăрма тытăнать. Хусанта учителе вĕренекен студентсем 1905 çулта алăпа çырса «Шурăмпуç» журнал кăларма пикенеççĕ, Н.В.Никольскипе унăн ĕçтешĕсем редакциленĕ «Хыпар» /Канаш/ хаçат /1906-1907, 1917-1920/ пултаруллă çыравçăсене хăй енне туртса илет, литература ĕçне йĕркелесе яма вăйлă пулăшать. Хусанта 1919-1921 çулсенче уйрăм кĕнекесем, «Шурăмпуç» журнал 12 кăларăм пичетленет.
ХХ ĕмĕрĕн 10-мĕш çулĕсенче тăван литература пĕтĕм чăваш тĕнчине савăнтарать. Хĕветĕр Михали /М.Федоров/, Иван Юркин, Константин Иванов, Николай Шупуççынни, Мĕтри Юман, Тайăр Тимкки, Алексей Милли, Иван Ахах, Георгий Тал-Мăрса, Çеçпĕл Мишши, Иван Мучи, Илле Тăхти тата ытти теçетке çыравçă ячĕпе палăрса юлать ку питех те йывăр, пăлхавăрлă та Элтешлĕх вăрçиллĕ тапхăр. Çыравçăсем пĕчĕккĕнех ушкăн-ушкăн пухăнаççĕ, чăваш тĕнчинчи сăмах ăстисен пĕр çĕре калăпăшпех чăмăртанмалли вăхăт çитсе килет.
 
: 1035, Хаçат: 16 (1212), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: